Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

экспедици сăмах пирĕн базăра пур.
экспедици (тĕпĕ: экспедици) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнласах та мӗнпур экспедици ӑнӑҫлӑн вӗҫленесси хальхинче выльӑхсем тӗреклӗ пулнинчен килет.

Действительно, ведь благополучие всей экспедиции зависело теперь от выносливости животных.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Майор Айртонӑн отрядрах юлмалла, мӗншӗн тесен ҫыран хӗррисене вӑл аван пӗлет те, ҫавӑнпа та экспедици кӗтмен ҫӗртен Гарри Грант йӗрӗ ҫине кӗрсен, вӗсене ҫав йӗр тӑрӑх Айртонсӑр пуҫне урӑх никам та лайӑхрах ертсе пыма пултараймасть, юлашкинчен тата, «Британи» ҫӗмӗрӗлнӗ вырӑна вӑл анчах кӑтартма пултарать тет.

Он доказывал, что Айртон должен остаться в отряде, что он хорошо знает побережье, что если случай натолкнёт экспедицию на следы Гарри Гранта, Айртон лучше всякого другого сможет повести их по этим следам и, наконец, что только один он может указать место крушения «Британии».

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнпа та экспедици кун каҫиччен ҫур градус та иртейменнишӗн нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук.

Неудивительно поэтому, что за целый день пути экспедиция не прошла и полградуса.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗлетӗп эпӗ, сирӗн экспедици ӑнӑҫлӑн вӗҫленессе эсир шанса тӑма тивӗҫлӗ.

Я убеждён, что вы вправе надеяться на благополучный исход экспедиции.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Экспедици ҫур ҫула ҫитрӗ.

Экспедиция прошла уже полдороги.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Авалхи ҫынсен пурӑнӑҫӗпе пурӑнакан туземецсен йӑхӗсене экспедици ку таран килсе те тӗл пулмарӗ.

До сих пор экспедиция ещё ни разу не встречала туземных племён, ведущих первобытный образ жизни.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапла майпа малалла пырса экспедици Кроулэндран Хорсгэма каякан почта ҫулӗ урлӑ каҫса кайрӗ.

Тем временем экспедиция пересекла почтовую дорогу из Кроулэнда в Хорсгэм.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тепӗр ҫур сехетрен экспедици ҫул ҫине тапранчӗ.

Через полчаса экспедиция тронулась в путь.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Июнӗн 22-мӗшӗнче, ытларикун, Стюарт Фриш-Уотер шурлӑхӗ патӗнче канма чарӑннӑ, иртен пуҫласа каҫчен экспедици ҫул урлӑ выртакан темӗн чухлӗ пӗчӗк шывсенчен куҫса ҫӳрекеленисӗр пуҫне урӑх нимӗн те тӑвайман.

Во вторник, 22 июля, Стюарт сделал привал у болота Фриш-Уотер; в течение дня экспедиция только и делала, что переходила вброд бесчисленные ручьи, пересекавшие дорогу.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Экспедици ҫулӗ Арнгейм ҫӗрӗнчен кайса, купӑстапа ӳссе ларнӑ хирсемпе, бамбуксемпе пандануссен хушшипеле пынӑ.

Путь экспедиции проходил через землю Арнгейма, среди зарослей капустных полей, бамбуков, сосен и панданусов.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫакӑнта экспедици туземецсен йӑхӗсене тӗл пулнӑ.

Здесь экспедиция встретила туземные племена.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл хальхинче, мӗнле пулсан та татнӑ шухӑша пурӑнӑҫа кӳртес тесе, виҫҫӗмӗш экспедици пуҫтарнӑ.

Он организовал третью экспедицию, чтобы на этот раз добиться цели любой ценой.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Экспедици ҫав тери хӗнпе малалла кайса пынӑ.

Экспедиция плелась вперёд с величайшим напряжением.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак япала тата хӑш-пӗр чухне ытлашши хытса каякан Бёркӑн кӑмӑлӗ экспедици членӗсен хушшинче хирӗҫӳ кӑларса янӑ.

Это обстоятельство и излишняя порой твёрдость характера Бёрка вызвали разлад между членами экспедиции.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мӗррейпа Дарлинг таврашӗнчи хирсенчен пӗрине аванах каҫса кайнӑ хыҫҫӑн экспедици колонин чиккинчех ларакан Мениндие станцине ҫитсе кӗнӗ.

Без всяких затруднений экспедиция пересекла земли, прилегающие к Мёррею и Дарлингу, и прибыла на станцию Мениндие, расположенную на границе колонии.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Экспедици Карпентари заливӗ патнелле, унӑн ҫурҫӗр енчи ҫыранӗ еннелле кайнӑ.

Экспедиция направлялась к заливу Карпентария, на его северный берег.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл Гленарвана экспедици валли маттуртарах матроссене татах илме каларӗ.

Он посоветовал Гленарвану включить в состав экспедиции ещё несколько лучших матросов.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гарри Грант Австралин ҫӗрӗ ҫинче ҫеҫ пулма пултарни пӗр сӑмахсӑр тӗрӗс пулса тӑнӑранпа экспедици хӑйӗн шыравӗсем ӑнӑҫлӑ пулассине шансах тӑрать, аплах пулмасан та, хӗн-хур курнӑ ҫынсем ӑҫта пурӑннине те пулин татӑклӑн пӗлессине шанать.

С тех пор как пребывание Гарри Гранта на австралийском материке стало непреложным фактом, экспедиция могла рассчитывать на полную успешность своих поисков или, по крайней мере, на получение исчерпывающих сведений о местопребывании потерпевших крушение.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Экспедици тӗрӗссипе ӑнӑҫсӑр пӗтет, анчах хӑй ҫине ҫакланнӑ тивӗҫе вӑл ырӑ кӑмӑлпа вӗҫне ҫитичченех пурӑнӑҫа кӳртет.

Экспедиция, правда, закончится безуспешно, но долг свой она выполнит добросовестно и до конца.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑй енчен старик экспедици ӗҫне ӑнса пытӑр терӗ.

Со своей стороны, старик пожелал полного успеха экспедиции.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех