Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутларӗ (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку чӑн мар, ахаль ҫеҫ илтӗннӗ пек туйӑнать-тӗр, тесе шутларӗ вӑл малтан.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫавӑнпа та вӑл — хӑйне хӑй курайми пулса — ӳт-пӗвне шелсӗррӗн асаплантарнипе чунне пусарма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӑйӗн чунне ыраттарнӑшӑн тавӑрма шутларӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӑйне те хӗршӗн ҫавӑн пекех хаклӑ, ҫывӑх шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Мартин ман патран хӑмасем илсе кайнӑшӑн именме те кирлӗ мар тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

«Ха, ылтӑн пыр, — шутларӗ Мӗтри, хӗрлӗ арҫын вӑйпах лартса панӑ иккӗмӗш турилккери сӗт яшкине аран сыпкаласа янӑ май.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ҫул асапӗсене ҫак сӑмахсемпе вӗҫлесе, ирччен канса илме шутларӗ Данил Макарович.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Хуҫи ӑна — пурӑнайсан пурӑнтӑр, тем кирлӗ чӗрчунах мар тесе шутларӗ курӑнать — хӗл ларсан та килне илсе каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

«Чечек савӑчӗсене кӑкшӑм курӑкӗн ҫеҫки пек тӑвӑп. Ҫуралсах ҫитмен ҫеҫке пек. Кӑкшӑм курӑкӗн ҫеҫки тӗслӗ сӑрӑпах сӑрлӑп», — тесе шутларӗ те Тимуш хӑй еннелле Муратов васкаса килнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тимуш та шутларӗ: «Автовокзал патӗнче чечек киоскӗ пурччӗ, кайса туянам-ха, килсе хурам салтак ури айне», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫапла шутларӗ кӑна, тахӑшӗ: «Тапру-у!» — тени илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ахӑртнех, вӑл кунта шӑпах мана, корреспондента, кирлӗ калаҫу пулса иртет тесе шутларӗ те вӑхӑтлӑха татӑлнӑ сӑмах ҫыхӑнасса кӗтрӗ, итлесе ларас терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пухрӗ, тет те, ӗҫе пикенес умӗн пурне те апат ҫитерме шутларӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл Елюк кӑларса хунӑ укҫана илсе хӑвӑрт шутларӗ те пуҫне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кун пек ҫӗклемпе, кун пек ҫи-пуҫпа чарӑнса тӑрам мар, курмана перем, терӗ ахӑр; ҫапла шутларӗ пулсан, шутлатӑрах, эппин, васкатӑрах хӑй ҫулӗпе, — эпӗ те ҫаврӑнса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ксюша ҫӗнӗ джинсыпе шурӑ блузка тата шкулти туфли лайӑх пулать тесе шутларӗ.

Ксюша решила, что с новыми джинсами хорошо будет надеть белую блузку и школьные туфли.

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

— Хам шутран ҫырас-и? — ыйтӑва уҫӑмлатма шутларӗ Мӗтри.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Шутларӗ.

Пересчитала.

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Вӑл Настьӑпа калаҫас мар, нимӗнле ухмахла тутӑр та ҫыхас мар тесе шутларӗ.

Она решила не разговаривать с Настей и не завязывать никаких дурацких платков.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

Настя шутларӗ: «Зато эп пысӑкрах пулнӑ!»

Настя подумала: «Зато я крупнее была!»

Биркӑсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/594

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех