Шырав
Шырав ĕçĕ:
Апат ҫисен вӑл «Электрик» клуба пӗр билет илчӗ, унтан, вуламалли пӳлӗме кӗрсе, хаҫат-журнал пӑхкалама шутларӗ: сеанс пуҫланиччен вӑхӑт нумай-ха, чылаях ларма пулать.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
«Заводран общежитие ҫитме вунпилӗк минут кайрӗ, хырӑнма-ҫӑвӑнма — вунпилӗк минут, тумланма — вунӑ минут, тейӗпӗр, кинотеатра кайма ҫирӗм минут юлать», — шутларӗ вӑл, питшӑллипе шӑлӑнса.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Вӗсен куҫӗсем тӗл пулчӗҫ, анчах Валерия Ивановна пӑрӑнма шутларӗ…
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Вӑл мана: «Ултавҫӑ пуласшӑн-им эсӗ?» — тесе парӑнтарма шутларӗ.
Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.
Хӑй ӑшӗнче ҫапла шутларӗ:
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Тепӗр кунах вӑл кун ҫинчен ашшӗне пӗлтерме шутларӗ.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
«Ҫап-ҫамрӑк, мӗнле ҫаптарать» — тарӑхса шутларӗ вӑл.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Пичче авланнӑччӗ ӗнтӗ, уйрӑлса тухма шутларӗ — ҫурт лартмалла.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
— «Паллах. Эсӗ пӗрре ҫуратса курнӑ-ха та», — шутларӗ Григорий тарӑхса.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Сӑмахран, вӑл пӗчӗк пианиста темшӗн Аня ачи тесех ҫирӗп шутларӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Шарпаша пӑртак ҫывӑхрах ӗнтӗ, апла пулин те Герасим Федотович ҫула май Сурпайри мӑнакка патне кӗрӗп, унта пӗр ҫӗр каҫӑп тенӗскер Шупашкара Ямаш урлӑ кайма шутларӗ.
15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Герасим Федотович пуҫ ҫине кӗтмен инкек татӑлса ансан ахальтен-им ашшӗ-амӑшӗн ҫӗршывне таврӑнма шутларӗ?
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Улькка ӑна туй вӑхӑтӗнчех килӗшменччӗ те, амӑшӗ ҫырнине вӑл пӗтӗмпех тӗрӗс тесе шутларӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Карӑккасси каччи Николай Островский романне вуламан тесе шутларӗ пулас.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Мана асӑрхасан каялла таврӑнма шутларӗ пулмалла, анчах пуҫне каҫӑртса малаллах утрӗ, ӗнене кӑкарнӑ шалча патӗнче кукленсе ларчӗ, пысӑк чул катӑкӗпе шалчана енчен енне ҫапрӗ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Пӗчченех утатӑп», — шутларӗ Изамбаев, хӗрарӑмпа ача еннелле хурлӑхлӑн пӑхса.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Сӑнчӑрти йытӑ мунча алӑкӗ умӗнче малтан час-часах хаяррӑн хӑрлатрӗ, кайран хайхискер майӗпен лӑпланчӗ: «Кунта кил хуҫисем кӑна», — тесе шутларӗ пулмалла.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Вара вӑл Дон шывӗ хӗрринелле кайма, унта ҫитсе, пӗр-пӗр ҫӗрте ҫирӗпленсе ларма шутларӗ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ишмук вара калаҫӑва урӑх енне пӑрас, пӗрле ҫӗр ҫӗрлемелли юлташӗсене кӑштах уҫӑлтарас тесе хӑй ҫинчен каласа пама шутларӗ.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗр-полковник вара, тавӑруне пусараймарӗ пулсассӑн та, каялла ҫаврӑнма шутларӗ.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.