Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутларӗ (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пулаҫҫӗ вӗт-ха ҫӗр ҫинче пӗрпеклӗхсем», — тӗлӗнсе шутларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Мӗкӗте пичче каллех тӑхтав турӗ, вара хӑй шухӑшне татӑклӑн палӑртма шутларӗ:

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

«Акӑ вал хулари пурнӑҫ, акӑ вӑл паянхи ҫамрӑк», — пӗтӗм чунтан тарӑхса шутларӗ мучи.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Ларса канас, ывӑннипе пулӗ-ха ку тесе шутларӗ те мучи пӗр парка кӗрсе лапсӑркка йывӑҫ айӗнчи тенкел ҫине вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

«Хулана килнӗ пек чух лавккисене те кӗрсе курам-ха, — шутларӗ мучи, ҫынсем хыҫҫӑн малалла хӗсӗнкелесе иртсе.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Ку ача-пӑчапа ҫула тухса тем курса ларас пулӗ-и ӗнтӗ?» — кӑмӑлсӑррӑн шутларӗ мучи.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Зина тухса кайсан та Лена чылайччен лӑпланаймасӑр ун ҫинчен шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Юрӗ, кайран пухура та калаҫма ӗлкерӗп», — шутларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Юратаҫҫӗ вӗсем пӗр-пӗрне, юратаҫҫӗ. Вӑн еплерех пӗр-пӗрин ҫине пӑхса кулаҫҫӗ. Эх, Лена, Лена», — асаплӑн шутларӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Малтанах вӑл ӑнсӑртран тӗл пулнӑ Зина ҫинчен шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ваня вӗҫӗмсӗр Лена ҫинчен, ҫак ӑшҫунтармӑш хура куҫ пирки шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ленӑн паян канмалли кун, ҫавӑнпа та вӑл амӑшӗ патне Шупашкар больницине кайса курма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тарӑхтармӑш ыйӑха уҫӑлтарас тесе, Лена уҫӑ сывлӑша тухрӗ, ферма ҫӑлӗнчен сивӗ шыв ӑсса килсе питне уҫӑлтарма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Атте ҫавӑнта ӗҫлет пулӗ ӗнтӗ, шел, ҫитсе кураймарӑм, ну, юрӗ, ыран кайса куратӑпах», — татӑклӑн шутларӗ салтак, утӑмсене хӑвӑртлатса.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Салтак вӑрмана мӑн ҫулпа мар, ял ҫумӗпе пуҫланакан улӑх тӑрӑх кайма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халлӗхе вӑл хӑйне валли нимӗнле ӗҫ те тупаймарӗ, ҫавӑнпа та ашшӗ ӗҫлекен стройкӑна, ҫывӑхри вӑрмана ҫитсе килме шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Лисук кинемее кӗрсе пӗлтерес», — шутларӗ кӳршисен умне ҫитнӗ май.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тухтӑр хӗрарӑма питӗ тӗплӗн итлерӗ, юн таппине тепӗр хут шутларӗ, ун пусӑмне виҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл чӗпсене темиҫе хутчен шутларӗ, кашни хутрах вӗсен йышӗ тӗрлӗрен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

«Шеф ахальтен мар манӑн ҫӗнӗлле сӑн-питӗмрен питех те тӗлӗнчӗ, — шутларӗ вӑл, тӗкӗрне кӗсйине чиксе.

«Недаром шеф был поражен этой моей новой внешностью, — подумал он, засовывая зеркальце в карман.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех