Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутларӗ (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фабиан господин санатори хуҫине хӑйӗн заказне чаплӑ лару-тӑрура парса яма шутларӗ.

Церемонию вручения заказа господин Фабиан решил устроить поторжественней.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах вӑл Викторпа хӗр хушшинче мӗн пулса иртнине ӑнланчӗ те вӗсене иккӗшнех хӑварма шутларӗ.

Но, внимательно приглядевшись к Виктору и девушке, он понял, что с ними творится, и оставил их вдвоем.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Доруца, лару ирттерессине хирӗҫ пулчӗ, кӑна вӑл «ҫапӑҫу хирӗнчен дезертирла тарни» вырӑнне шутларӗ.

Доруца был вообще против заседания, которое считал «дезертирством с поля боя».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗренекенсене хула сывлӑшӗнчен уйӑрассине Фабиан господин асӑрханмалли чи кирлӗ мерӑсенчен пӗри тесе шутларӗ.

Одной из главных предупредительных мер, на взгляд господина Фабиана, была полная изоляция учеников от атмосферы, царившей в городе.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл епле пулсан та «ревизора» ҫакӑн пек йывӑрлӑхран хӑтарма шутларӗ.

Он любой ценой решил вывести «ревизора» из затруднения.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Эпӗ ертсе пыракан ферма — сӑвакан ӗнене аса илтерет: кӑнтӑрла та, ҫӗрле те, ҫулла та, хӗлле те сума пулать ӑна. Ан ӳркен, ан вӑтан ҫеҫ», шутларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

— Мӗнле капла, лару вӗҫленнӗ те-им? — шутларӗ Ҫтаппан ал тупанӗпе питне сӑтӑркаласа.

Куҫарса пулӑш

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Матви вӑрман хуралҫи Шумилов патне кайса ыйтма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл хӗр пак ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ, ҫавӑнтах сӗтел ҫинчи шултӑра лимонсене, улмасене сеткӑна тултарма тӑчӗ, анчах тем шутларӗ те вӗсене каяллах вазӑна хучӗ, вара кӗтесре ларакан ещӗкрен вӗтӗреххисене суйласа тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кама кирлӗ халӗ эпӗ? — шутларӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Йывӑҫсемпе вутта ӑҫта, миҫемӗш кварталта, камсем каснине тата мӗн чухлӗ юлнине шут шӑрҫипех шутларӗ, эпӗ каласа пытӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Паян ак ҫак этем авланма шутларӗ, — терӗ вӑл, хӑйӗн кӑкӑрне пӳрнипе тӗллесе.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Василий Викторович ҫапла шутларӗ: ыран вӑл, арӑмӗ пымасан та, Саша патне каять, ӑна хӑй патне илсе килме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Халӑх ҫапла калаҫкаларӗ, Парамун ӑна пуш сӑмах кӑна тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

«Ытларах каласа панине ӑнланайрӗ-ши? Тата шанӑҫлӑ этем-ши ку?» — тесе шутларӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха патӗнче хӑнара пулассине пысӑк хисеп тесе шутларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл, пурнӑҫри мӗнпур хуйхӑ-суйхӑ хӑйӗнчен килнӗ пек ӑнланса, хӑйне хӑй ачисен умӗнче айӑплӑ шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн, арӑмӗ ҫине тӑрсах ыйтнине пула, Микула ӑна килти ӗҫе хутшӑнма тата шыв кӳме ирӗк пама шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑхманне Микулана та парса ярӗҫ тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Юратман ҫын арӑмӗ пуличчен,катка-пичкесем хушшинче шӑнса хытам», — тесе шутларӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех