Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутларӗ (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫук, тем пулсан та кунашкал пархатарлӑ ӗҫе хамӑнах вӗҫлес», — тесе шутларӗ те юлашкинчен Плаки, Анук ларма килнӗрен виҫҫӗмӗш кунӗнче, краҫҫын тыткалакан кӗленчине йӑтса, лавккана тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кун ҫинчен сӳтсе явма вӑл чунран юратнӑ юлташӗ патне кайма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗ килешменнипе Ваҫли авланасса ҫитес ҫула хӑварма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурпӗрех хӑйне ыттисемпе танах шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан та ку ҫаран тухтӑрччӗ тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ӑна йӑпатма шутларӗ:

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрӑ-хурах виле пек ним шарламасӑр выртрӗ, епле те пулин тӳсмех шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫула май Кармӑша ҫитиччен турттарса кайма та темех мар, уретник умӗнче тӗпчесе хут ҫине ҫырса хуни, тем тесен те, аванрах тесе шутларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье Якура хӑвӑртрах кӑларса яма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Учительница кунта ним уҫҫи-хуппине те тупаймарӗ, аптранӑ енне ял Советне ҫитсе пӑхма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан та нумай килет, — терӗ те Хрестук, сӑмаха сасартӑках урӑх еннелле ҫавӑрса яма шутларӗ:

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак тӗлӗнтермӗш хыпара тӗрӗслес тесе, Ларионов лавккине Сахар хӑй кайса пӑхма шутларӗ, анчах ҫавӑнтах пӑрахӑҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Хамӑнне кӑна мар, Усли кӑмӑлне те уҫас-ха. Лайӑх ҫын вӑл. Хваттерте пурӑннӑшӑн та пӗр пус укҫа ыйтмасть», — тесе шутларӗ те Хветут арӑмӗ, сӑмакунне пӗр стакан шламиех тултарса Усли патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ах, ытла та ӗшентӗм паян. Ҫакӑнпа кӑштах вӑй кӗртес-ха», — тесе шутларӗ те хӗрарӑм, йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ, ҫывӑхра никам та ҫуккипе усӑ курса, пӗр стакан тултарса янк! тутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑп та лӑп хирӗҫле пурӑнакан Энтрей ҫеҫ: «Манӑн лаша чирлерӗ-ха», — тесе суйрӗ, ӑшӗнче вара: «Сана, тӑрпалтай плахая, пулӑшма ухмаха тухман-ха эпӗ. Пӗрех ырӑ сӑмаху та, хӑҫан та пулин хама пулӑшасси те пулас ҫук санран. Курӑпӑр-ха ҫынсене мӗнле ӗҫтерсе-ҫитернине. Сахарӗ пулӑшать-ха. Тем ыррине кӗтет пулас-ха вӑл ҫав йӗксӗксенчен. Кӑтартӗ-ха вӑл сана ыррине, кӗтсех тӑр», — тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виҫӗ кун иртсен, матушка (ӑна Зоя Сергеевна тесе чӗнеҫҫӗ) вулӑс пульницинче выртакан упӑшкине кайса курма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, чиркӳ алӑкне питӗрсе илем-ха хӑть тесе, унталла утрӗ, малтан шалта кам та пулин юлнипе юлманнине тӗрӗслеме шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Захар Петрович кӑмӑлне хытарчӗ, виле ҫинче виҫерен тухма юрамасть тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Тепӗр тесен, мӗн питех хӑрамалли унран? Манӑн хӗр ӗмӗрӗ тахҫанах иртнӗ. Ҫапас-тӑвас пулсан…» — шутларӗ те вӑл кӑмӑлне хытарса, ним пулман пекех пӳртӗнчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Лартӑр, итлетӗр. Сиенӗ пулас ҫук, усси, тен, пулӗ те», — шутларӗ вӑл ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех