Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑм сăмах пирĕн базăра пур.
хӗрарӑм (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпир пӗр хӗрарӑма хваттере ятӑмӑр ӗнтӗ, — ман ҫинчен куҫне илмесӗр ответлерӗ хӗрарӑм.

— Мы ее уже сдали одной дамочке, — оглядывая меня, ответила хозяйка.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Калӑр мана, хаклӑ Зеб, — тесе ыйтрӗ Луиза, сунарҫӑ патнерех пырса, — ҫав хӗрарӑм — мексиканка… унта пулнӑ хӗрарӑм тесе каласшӑн эпӗ, вӑл час-часах ун патне пыркалатчӗ-и?

Скажите мне, дорогой Зеб, спросила Луиза, подходя поближе к охотнику, — эта женщина-мексиканка… я хочу сказать, которая… которая была там… часто ли она бывала у него?

LXX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫак чарусӑр юланутлӑ хӗрарӑм хӑйсене ҫур сехет малтанрах ҫеҫ ҫул кӑтартса янӑ хӗрарӑм пулнине пур те палласа илнӗ.

В этой неистовой всаднице все сразу узнали ту женщину, которая полчаса назад указала им путь к хижине.

LXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Эпӗ хӗрарӑм, унӑн хӑй умӗнче хӗрарӑм тӑнине курмалла.

Я женщина, и он должен увидеть перед собой женщину!..

ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Чӗлпӗр тытса пыракан пӗчӗк аллине ҫеҫ пӑхмалла, тата пускӑчӗ ҫине пуснӑ пӗчӗк урине, йывӑр серапэ айӗнчен те палӑрса тӑракан хӗрарӑмӑн чипер ҫан-ҫурӑмне, юлашкинчен тата, сомбреро хӗрри айне пуҫтарса хунӑ пит хӳхӗм ҫӳҫне ҫеҫ пӑхмалла, — сирӗн умра хӗрарӑм пулни ҫинчен ним иккӗленмелли те пулмасть вара.

Стоит только посмотреть на маленькую ручку, которая держит поводья, на маленькую ножку в стременах, на изящную, женственную фигуру и, наконец, на великолепные волосы, свернутые узлом под полями сомбреро, и сомнений не останется, что перед нами женщина.

ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Хӗрарӑмсем мӗн-мӗн тунине ҫакӑн чухлӗ каласа кайни Африка континентӗнчи тискер вырӑнсенче хӗрарӑм хулпуҫҫийӗ ҫине мӗнле йывӑр ҫӗклем тиеннине кӑтартать.

Этот длинный перечень показывает, какие тяжелые работы возлагаются на слабый пол в диких областях Африканского континента.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кунта туземецсем те чылай, арҫынсем, ачасем, суту-илӳ тӑвас енӗпе шурӑ хӗрарӑм сутуҫӑсенчен те ирттерме пултаракан тӗлӗнмелле йӑрӑ хӗрарӑмсем.

Там было множество и туземцев — детей, мужчин и женщин, необычайно ревностных торговок, которые по своим торгашеским талантам могли бы превзойти и торговок белой расы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Больницӑран тухсан, ҫӑмӑлланнӑ хӗрарӑм патне палланӑ хӗрарӑмсем пырса каяҫҫӗ.

Приехавшую из больницы мать навещают главным образом знакомые женщины.

Ача ҫурални // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ватӑ хӗрарӑм килчӗ пулсан, ӑна саламланӑ чухне ҫамрӑк хӗрарӑмсем сӗтел хушшинчен ҫӗкленеҫҫӗ.

Если входит пожилая дама, приветствуя ее, встают и молодые женщины.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Арҫын хӗрарӑмран пирус чӗртме ыйтсан, хӗрарӑм ӑна шӑрпӑк (е зажигалка) памалла.

Если мужчина просит у женщины прикурить, она подает ему спички (или зажигалку).

Туртман ҫынсем е ачасем пур пӳлӗмре туртма юрамасть // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кану каҫне хӗрарӑм пӗччен килнӗ пулсан, сӗтел хушшинче пӗрле ларнӑ арҫын хӗрарӑма ӑсатса ямаллах.

С закрытого вечера долг вежливости мужчины, сидящего рядом с дамой, не имеющей спутника, проводить ее до дома.

Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӗрарӑм арҫынпа пӗрле чухне ташша чӗнекен ҫын малтан арҫынран ирӗк ыйтать, кайран хӗрарӑма пуҫ таять.

Если женщина находится в присутствии спутника, то приглашающий, как правило, обращается предварительно к нему, затем следует поклон даме.

Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӑйпе пӗрле килнӗ хӗрарӑм урӑххипе ташлама тухсан тин, арҫын урӑх хӗрарӑмпа ташлама пултарать.

Мужчина, который пригласил женщину в увеселительное заведение, может танцевать не с ней лишь тогда, когда его спутница пошла танцевать с другим.

Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хальхи вӑхӑтра арҫынпа хӗрарӑм пӗр тан, хӗрарӑм хӑйне хӑй тӑрантарать.

В наше время женщины равноправны с мужчинами и сами себя содержат.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кӳршӗри сӗтел хушшинчи арҫын куҫ илмесӗр пӑхнипе, вӗҫӗмсӗр черкке ҫӗкленипе хӗрарӑма йӑлӑхтарать пулсан, хӗрарӑм тек ун еннелле ҫаврӑнмасть, ӑна асӑрхамасть.

В случае, если сидящий за соседним столиком мужчина взглядами и поднятым бокалом начнет надоедать женщине, она не должна обращать на это внимания.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Столовӑйне, ресторана иккӗн ҫех (арҫынпа хӗрарӑм) килнӗ пулсан, вӗсем пӗчӗк сӗтел хушшине хире-хирӗҫ лараҫҫӗ, пысӑк сӗтел хушшинче арҫын хӗрарӑмӑн сулахай алли енне ҫуммӑн е пӗр кӗтес урлӑ ларать, апат-ҫимӗҫ илсе лартма пулӑшать.

Пришедшие вдвоем (мужчина и женщина) на маленький столик садятся друг против друга, за большим столом мужчина сидит по левую руку своей дамы, рядом или через угол стола, чтобы помогать ей брать блюда с кушаньями.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӗрарӑм арҫынпа пӗрле чухне тепӗр арҫын унпа тӳрех паллашма пултараймасть: ун малтан ҫав хӗрарӑм юлташӗпе паллашмалла.

Женщине, находящейся в присутствии мужчины, другой мужчина не может представиться, прежде чем он не познакомится с ее спутником.

Мӗнле паллашасси тата паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Арҫынпа хӗрарӑма паллаштарнӑ чухне малтан арҫын ятне, кайран хӗрарӑм ятне, малтан пӑхӑнса тӑраканнин, унтан пуҫлӑх ятне каламалла.

Сначала имя мужчины, затем женщины, сначала имя подчиненного, затем начальника.

Мӗнле паллашасси тата паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӗрсемпе ҫамрӑк хӗрарӑмсен, хӑйсенчен аслӑ хӗрарӑм кӗнине курсан, ларнӑ ҫӗртен ҫӗкленес пулать.

Девушки и молодые дамы обязательно встают, если входит дама значительно старше их.

4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Арҫын хӗрарӑма ҫӑмӑллӑн кӑна тайӑлса, хӗрарӑм пӗр тикӗссӗн пуҫне сӗлтсе саламлать.

Мужчина здоровается с легким поклоном, женщина плавным наклоном головы.

4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех