Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Хӗрарӑм, хӗрарӑм! — тетчӗ те вӑл юрланӑ пек тӑсса, унӑн пичӗ ҫинчи сарӑ ӳт хӗрелсе каятчӗ, хурарах куҫӗсем хаваслӑхпа ялкӑшатчӗҫ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Хӗрарӑм вӑл хӗрарӑмах пулмалла, ҫапла мар-и?
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Унӑн кӗпи-тумтирӗ, хӑйне-хӑй тыткалани, калаҫни тӑрӑхах эпӗ малтанах вӑл дворовӑй хӗрарӑм та, мещен хӗрарӑмӗ те маррине чухласа илтӗм; анчах унӑн сан-сӑпатне халӗ ҫеҫ тӗплӗнрех пӑхма пултартӑм.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Вӑл ҫакна аса илчӗ: пысӑк ҫав вӑйсӑр хӗрарӑмӑн влаҫӗ, нумай вӑйлӑ арҫынна пӗтерет хӗрарӑм, ку енчен ҫемҫе ҫавӑ Андрий.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Арҫын ҫине кун пек ыткӑнма нимӗн умӗнче чарӑнса тӑман ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм ҫеҫ, чӗререн ҫапла ыр туйӑмпа хускалма ҫуралнӑ хӗрарӑм ҫеҫ пултарать.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ку вӑл хӗрарӑм вилли пулчӗ, хӗрарӑмӗ жидовка пулас.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пӗр хӗрарӑма юратакансем ҫеҫ кунта нимӗн те тупайман, мӗншӗн тесен Сеча кӗмелли ҫывӑха та пӗр хӗрарӑм та хӑйса пыма пултарайман.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Унта ҫитсен вӑл, хӑйне йӗркеллӗ хӗрарӑм пек тытма тӑрӑшса, хитре хӗрарӑма ҫапла калать:Там она притворилась порядочной женщиной и гак сказала хозяйке:
Пуян улпутпа хитре хӗрарӑм ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Тен хӗрарӑм телейӗ те пулчӗ пулӗ ку, хӑйӗн тӗллевне, хӑйӗн ҫыранне туллӑ хӗрарӑм телейӗ…Или, может быть, мне было хорошо, как бывает хорошо женщине, наконец добравшейся до своего берега.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Тӳррипе, каснӑ лартнӗ ун сӑнарӗ пулса тухаймарӗ-ха вӑл, ватӑ хӗрарӑм, чӑваш хӗрарӑмӗн сӑнарӗ евӗрлӗ калӑпланчӗ темелле чылай-мылай шухӑшласа, ӑша ватса ҫӳрени…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Анчах, ҫак ытарлӑ киленӳпе пӗрлех, унра асаплӑ та ҫивӗч туйӑм пурӑннӑ, вӑл — хӗрарӑм унтан аякра тӑнине, хӗрарӑм унран лайӑхрах пулнине туйни пулнӑ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗрарӑм ларакан кресло хыҫӗнче пысӑк филодендрон пулнӑ, — шултра, чӗн-тӗрлӗ ҫулҫӑсем хӗрарӑмӑн ылтӑн тӗслӗ пуҫӗ тӗлӗнче ҫакӑнса тӑнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗрарӑм, лайӑх эрех пекех, ӗҫлес килнине те, юратас килнине те ҫӗклентерсе тӑнӑ; хӗрарӑмӗ хӑй те, ҫамрӑк ҫын чуптунисемпе, тепӗр хут яшланса кайнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ура ҫине сиксе тӑнӑ — анчах рубка алӑкӗ уҫӑлса ӗлкӗрнӗ, алкумӗнче ҫӳллӗ хӗрарӑм кӗлетки курӑнса кайнӑ, унтан, алӑка сассӑр хупса, хӗрарӑм: — Ай-юй, мӗнле тӗттӗм! Кам та пулсан чӗрӗ ҫын пур-и кунта? — тесе ҫурма сасӑпа ыйтнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗрарӑм тумне тумланчӗ, анчах хӑй нимӗн чухлӗ те хӗрарӑм пек мар — ҫӳлӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, уттисем кӑнттам, сарлака янахлӑ.
«Хӗрлӗ ҫарпа пӗрле таврӑнӑп!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Пӗтӗм вӑя пухса, ӑна хирӗҫ: — Унта пӗр хӗрарӑм пурӑнать, вӑл таҫта тухса кайнӑ-ха, ҫӑра уҫҫине те хӑйпе пӗрле илнӗ. Ан тив, — тетӗп эпӗ, майӗпен лӑпланса, — румынсем ҫак пӳлӗме йышӑнччӑр, эпӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗ патӗнче ҫӗр каҫӑп.
Пароль «Якорь» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
— Ҫук, эпӗ сирӗн деспотла законӑрсене пӑсма, сирӗн тӳсме ҫук ылттӑн сӑнчӑрӑрсене татма тӑрӑшакан хӗрарӑм ҫеҫ; эсир, тӗнчене ҫӗнтерекенсем, вӗсемпе хӑвӑр хӗрарӑмӑрсене алӑ-ураранах ҫыхса лартрӑр!
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вара Спартак, Валерия аллисене вӗриллӗн чуптуса ура ҫине тӑчӗ те, ун ҫине савнӑ куҫпа пӑхса, аташнӑ пек темиҫе хутчен: — Эх, турӑ евӗрлӗ хӗрарӑм! Эх, турӑ евӗрлӗ хӗрарӑм! — тесе пӑшӑлтатрӗ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӗрарӑмпа юнашар та, хыҫалтан та чурасем пыратчӗҫ; ҫак хӗрарӑм, хӗрлӗ ҫӳҫлӗскер, тинӗс шывӗ тӗслӗ пысӑк сенкер куҫлӑ, ҫав тери илемлӗ; ӑна курсан, Крикс хытсах кайрӗ.
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кайӑк ҫӑлтӑрсен хыҫӗнче, тӳпере юлнӑ хӗрарӑм пирки юрлать, тата — тӗмеске айӗнче, хӗрес айӗнче выртакан хӗрарӑм ҫинчен те, тата — тӳпелӗхсене вӗҫсе ҫаврӑннӑ, пӗркеленчӗк питлӗ ватӑ ӗмӗтҫӗ ҫинчен; акӑ вӑл каллех — пӗччен, пӗр-пӗчченҫӗ.
Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.