Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑм сăмах пирĕн базăра пур.
хӗрарӑм (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ хам хӗрарӑм, — терӗм эпӗ, — акӑ мӗншӗн: вӗсемшӗн, чечексемшӗн, хӗрарӑмсенчен кая мар тунсӑхлатӑп.

— Я сам женщина, — сказал я, — хотя бы потому, что нуждаюсь в них не более женщины.

II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Вӗсен хушшинчи уйрӑмлӑх: ҫав хӗрарӑм пӗтӗмпех хӑйне валли пуҫтарма ӑнтӑлать, тусӑм вара — пӗтӗмпех ҫав хӗрарӑм валли.

Вся разница между ними была в том, что одна хотела все для себя, а другой — все для нее.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ҫапларах пурӑнатчӗ: хӗрарӑма юрататчӗ, ҫак хӗрарӑм хӑй те юлташӑма юратнӑ ахӑр.

Он жил так: любил женщину, которая его, пожалуй, тоже любила.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Эсӗ манпа юнашар вырнаҫатӑн, — терӗ вӑл, — ҫавӑнпа та манран сулахай енне лар, — Дюрок ҫакна каларӗ те ҫавӑнтах каялла кайрӗ, чылайӑшӗ вырнаҫсан тепӗртакран сӗтел умӗнчи креслӑна йышӑнтӑм; халӗ манран сылтӑмра Дюрок, сулахайра — шалҫа пек тӑсланкӑ, ырхан, хӗрӗхсенчи хӗрарӑм — хӗрлемес те хытанка арҫын сӑнлӑскер; хӗрарӑмӑн кача пӳрнисен чӗрнисем ҫав тери вӑрӑмран вӗсемпе вӑл вилка вырӑнне усӑ кураять-тӗр тесе шухӑшласа илтӗм.

— Ты сядешь рядом со мной, — сказал он, — поэтому сядь на то место, которое будет от меня слева, — сказав это, он немедленно удалился, и в скором времени, когда большинство уселось, я занял кресло перед столом, имея по правую руку Дюрока, а по левую — высокую, тощую, как жердь, даму лет сорока с лицом рыжего худого мужчины и такими длинными ногтями мизинцев, что, я думаю, она могла смело обходиться без вилки.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Акӑ Ганувер хӗрарӑмпа пӗрешкел шухӑшлать, Дюрок, Поп тата Эстамп пуринчен те, Гануверсӑр пуҫне, маншӑн паллӑ мар, вӑрттӑн кӑмӑл-туйӑмпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ, тепӗр енчен вара — хӗрарӑм, пенснеллӗ арҫынпа куҫлӑхлӑ арҫын пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах, пӗрремӗш ушкӑн паллӑ мар тӗллев патне ҫавра ҫулпа пырать, анчах хӑйне вырӑнтах тӑнӑн кӑтартать.

 Но только я очень хорошо чувствовал, что Ганувер думает одинаково с молодой дамой, что Дюрок, Поп и Эстамп отделены от всех, кроме Ганувера, особым, неизвестным мне, настроением и что, с другой стороны, — дама, человек в пенсне и человек в очках ближе друг к другу, а первая группа идет отдаленным кругом к неизвестной цели, делая вид, что остается на месте.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Хӗрарӑм малта ларать, пуҫне Тинг кӑкӑрӗ ҫине тайнӑ; Тинг Ассунтӑна мал енчен сулахай ал лаппипе асӑрхануллӑ тимлӗхпе тытнӑ; Тинг аялалла пӑхать, тата, ахӑртнех, темӗскер калать, мӗншӗн тесен хӗрарӑм сӑнӗ вӑрттӑн сӗмпе кулать.

Женщина сидела впереди, откинув голову на грудь Тинга; левая рука его придерживала Ассунту спереди осторожным напряжением кисти, правая встряхивала поводья; он смотрел вниз и, по-видимому, говорил что-то, так как лицо женщины таинственно улыбалось.

II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Вӑл кичемлӗхпе аптӑрасах ҫитнӗччӗ те — эпӗ ӑна ҫак ӗҫе пурнӑҫлама ӳкӗте кӗртрӗм: ҫеҫен хир юхан шывӗн утравӗ ҫинче ҫав тери хитре, ҫаппа-ҫарамас хӗрарӑм статуйине лартмалла, — шурӑ металран, мӑнаҫлӑхӗпе мухтанакан сӑн-сӑпатпа; ҫыран хӗрринче вара, хӗрарӑма хирӗҫле, — чӗркуҫленнӗ негрӑн чукунран тунӑ кӳлепи.

Он изнывал от скуки, и я уговорил его выполнить следующее: поставить на островке пустынной реки статую прекрасной нагой женщины, из белого металла, в позе горделивого превосходства; на берегу же, лицом к ней, — чугунное изображение негра, стоящего на коленях.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.

Тӗллевне тӳрремӗнех пырса тивекен мӗн пур шухӑша Жиль хӑйӗнчен чи таса туйӑмсенче улталаннӑн хӑвалать, ҫакӑншӑн мӗн пур хӗрарӑм — ачасенчен пуҫласа ваттисем таранах — яваплӑ тесе шухӑшлакан, хӗрарӑма курайман арҫын хаярлӑхӗпе путлантарать-пусарать.

Иные имеющие прямое отношение к его цели предположения он изгонял с яростью женоненавистника, обманутого в лучших чувствах и возложившего ответственность за это на всех женщин, от детского до преклонного возраста.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Сакӑр ҫул каялла, питӗ нумай выляса пайталансан, вӑл кӑмӑл еккин тӗтринче урамри чухӑн пӗр хӗрарӑмран кӑкӑр пепки туянчӗ те ун валли ӗмӗртекен хӗрарӑм тупрӗ.

Восемь лет назад, выиграв крупную сумму, он из прихоти купил у какой-то уличной нищенки грудного младенца и нанял ему кормилицу.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

«Раҫҫей ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи отделӑн «Алексински» дежурнӑй пайне 73 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн ҫине тапӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, хӑй пурӑнакан ҫурт подъездӗнче палламан хӗрарӑм унран сахӑр пакетне туртса илнӗ», — тенӗ хыпарта.

«В дежурную часть межмуниципального отдела МВД России «Алексинский» с заявлением обратилась 73-летняя женщина. Она пояснила, что в подъезде дома по месту жительства неизвестная женщина отобрала у нее пакет с сахаром», — говорится в сообщении.

Тула облаҫӗнче 73 ҫулхи карчӑка тапӑнса 5 кг сахӑр туртса илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.su/news/31451.html

Полици 73 ҫулхи ват хӗрарӑм ҫине, лешӗ килелле 5 килограмм сахӑр йӑтса пынӑ чухне, тапӑннӑ тесе шутланакан хӗрарӑма тытса чарни пирки, туртса илнӗ сахӑра тавӑрса пани ҫинчен Тула облаҫӗнчи ШӖМ управленийӗ пӗлтерет.

Полиция в Тульской области задержала подозреваемую в нападении в подъезде на 73-летнюю женщину из-за 5 килограммов сахара, которые та несла домой, сахар вернули владелице, сообщило УМВД по региону.

Тула облаҫӗнче 73 ҫулхи карчӑка тапӑнса 5 кг сахӑр туртса илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.su/news/31451.html

Нок ҫав хӗрарӑм гени хайлавӗлле чаплӑран та чаплӑ тесе суккӑрла шухӑшланӑ, — ятарласа капӑрланман, анчах ӗмӗтсӗр чунӗ савакан хӗрарӑмран мӗн пур япалана ҫийӗнчех, питӗ хӗрӳллӗн те вӑйлӑн илессишӗн хыпса ҫуннӑ.

Нок слепо воображал, что эта женщина совершенна, как произведение гения, — так сильно и пылко хотелось ему сразу обрести все, чем безыскусственные, но ненасытные души наделяют образ любимой.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ан тив, Крапивин кулӗ-и унран, хӑй юратнине арҫынна пирвай калама хӑйнӑ, тен, пӗрремӗш чӑваш хӗрарӑмӗнчен, е хӑй унран тахҫанах сивӗннӗ ӗнтӗ, ҫамрӑк чухне те юратнипе мар, Альтюка тавӑрас тӗллевпе кӑна ҫӳренӗ тесе калӗ-и, е хӑй ӗнтӗ сумлӑ ҫын, Сӑпани вара, унчченхи пекех, ахаль хӗрарӑм шутӗнчен тухайманнипе вӗсен ӳлӗм пӗрле пуласси пирки ӗмӗтленме те кирлӗ мар тейӗ-и — ҫыхӑнса-чӑлханса ларнӑ тӗвве пурӗпӗр салтмаллах-ҫке.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫич-сакӑр пӳлӗм кунта, икӗ арҫын калаҫни нихӑшӗнче те илтӗнмест: пӗринче — темле хӗрарӑмпа ачасем шапӑлтатаҫҫӗ, тепринче — арҫынпа хӗрарӑм ахӑлтатсах кулаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — хӗрсех картла ҫапаҫҫӗ пулас, тӑваттӑмӗшӗнче — Антунпа Петӗр хӑйсем пурӑнаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Альфреда тупас шанӑҫа ҫухатман Эмиль мӗнпур шӑтӑк-ҫурӑка тӗрӗслесе пӑхса ҫаврӑнчӗ, каллех ҫав сухаллӑ хӗрарӑм тӑракан хӗрарӑм патне пырса тухрӗ.

Эмиль обходил все балаганы и внимательно смотрел по сторонам, не теряя надежды найти Альфреда, так он снова оказался у палатки бородатой дамы.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах хӗрарӑмсене шеллемесен те юрамасть, хӗрарӑм вӑл санӑн иккӗмӗш чуну пек пулса тӑрать-ҫке.

Однако баб нельзя не пожалеть, баба — она вроде как вторая твоя душа.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Мана хӗрарӑм ачашлани, хӗрарӑм ман ҫине туслӑн пӑхни те пулин кирлӗ пулнӑ, манӑн хам ҫинчен чӗрене уҫса калаҫмалли, ҫыхӑнусӑр шухӑшсен пӑтравне тата хам курни-илтнисене тишкерсе илмелли пулнӑ.

Мне необходима была женская ласка или хотя бы дружеское внимание женщины, нужно было говорить откровенно о себе, разобраться в путанице бессвязных мыслей, в хаосе впечатлений.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Унтан, чей ӗҫсе ларнӑ чух, вӑл ҫыхӑнусӑр та тирпейсӗр сӑмахсемпе каласа пачӗ: ҫак хӗрарӑм — помещица, хӑй — истори учителӗ, унӑн ывӑлӗн репетиторӗ пулнӑ, ӑна юратса пӑрахнӑ, хӗрарӑм упӑшкинчен — нимӗҫ баронран уйӑрӑлса кайнӑ, оперӑра юрланӑ, малтанхи упӑшки унӑн пурӑнӑҫне пӑсма тем пекех тӑрӑшнӑ пулин те вӗсем питӗ лайӑх пурӑннӑ.

Потом, когда мы пили чай, он бессвязно, не обычными словами рассказал, что женщина — помещица, он — учитель истории, был репетитором ее сына, влюбился в нее, она ушла от мужа-немца, барона, — пела в опере, они жили очень хорошо, хотя первый муж ее всячески старался испортить ей жизнь.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Хам эпӗ хӗрарӑм ачашлӑхӗпе усӑ курманччӗ-ха, ҫакӑ мана аван мар туса хуратчӗ: манран хӗрарӑмсем те, юлташсем те хаяррӑн мӑшкӑласа кулатчӗҫ.

Сам я еще не пользовался ласками женщины, и это ставило меня в неприятную позицию: надо мною зло издевались и женщины, и товарищи.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Гурий мана хаҫатри ҫӗнӗ хыпарсене каласа паратчӗ тата «Красное домино» тесе ҫыракан алкоголик фельетонистӑн кулӑшла сӑввисене вулатчӗ те хӑй пурӑнӑҫ ҫине ҫӑмӑллӑн, шӳтлесе пӑхнипе тӗлӗнтеретчӗ, — вӑл мана пурӑнӑҫ ҫине хӗрарӑмсен кивӗ, капӑр кӗписемпе сутӑ тӑвакан, вӑрттӑн евӗчӗ пулса пурӑнакан мӑнтӑр питлӗ Галкина ятлӑ хӗрарӑм ҫине пӑхнӑ пекех туйӑнатчӗ.

Гурий рассказывал мне газетные новости, читал забавные стихи алкоголика-фельетониста Красное Домино и удивлял меня шутливым отношением к жизни, — мне казалось, что он относится к ней так же, как к толстомордой бабе Галкиной, торговке старыми дамскими нарядами и сводне.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех