Шырав
Шырав ĕçĕ:
Март уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче («шӑп та шай хӗрарӑм кунӗ тӗлне!» кӑшкӑрса ячӗ Зоя) Ляпидевски самолечӗ пӑр ҫине анса ларнӑ та хӗрарӑмсемпе ачасене ҫӗр ҫине илсе тухнӑ.
«Челюскин!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Макҫӑм пуҫне сулкаланӑ, темӗн мӑкӑртатнӑ, ун тавра уйрӑмах ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрланнӑ, ку ӗнтӗ вӑл хытӑ шухӑшланине пӗлтернӗ; анчах вӑл хӑйӗнни ҫинче ҫирӗп тӑнӑ, хӑш чухне вара, тӳррӗнех никам ятне те асӑнмасӑр, хӗрарӑмӑн чикесӗр юратӑвӗпе ҫӳҫрен те кӗске ӑсӗ пирки йӗрӗнчӗклӗ сӑмахсем пӗркелесе янӑ; хӗрарӑм вӑл самантлӑх асаппа самантлӑх савӑнӑҫран инҫе курма пултараймасть имӗш.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
— Ҫапла вара, — кулараххӑн пуҫласа ячӗ студент, пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн, — панна Эвелина шучӗпе эпир халӗ мӗн калаҫни хӗрарӑм ӑс-тӑнне шӑнӑҫмасть, хӗрарӑма пӳрни — ача пӳлӗмӗпе тӗпел кукри таврашӗ ҫеҫ эппин.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл хӗрарӑма мӗнле те пулин йӑпатма тӑрӑшрӗ: ҫиппе йӗп тата пӳрнеске илсе килсе пачӗ, хӗрарӑм ҫӗлеме тытӑнсан, мӗскӗн кӗлмӗҫ хӗпӗртесе кайрӗ.
VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫын чӑлхисене саплакан мӗнле те пулин хӗрарӑм — ӗлӗк графиня пулнӑ иккен; кӗпе-йӗм ҫӑвакан пӗр-пӗр хӗрарӑм — маркиза пулнӑ; де Буффле госпожа мачча ҫинче пурӑнать, унтан ӑна нумай пулмасть хӑйӗн пулнӑ керменӗ курӑнать.
I. Париж урамӗсенче // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хӗрарӑм вӑл — хӗрарӑмах арҫыншӑн.Женщина при любых обстоятельствах для мужчины остается в первую очередь женщиной.
Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Журина хӑй ӗмӗрне пурӑнса ирттерни манӑҫа юлсан та, вӑл чул тӑва шӑтарса кӑларнӑ ҫӑлкуҫ типсе лармӗ, вӑл хывнӑ ҫул симӗс ҫеремпе хупланмӗ, чул тусем ҫинчи ращасем хӑрас вырӑнне хунаса кайӗҫ, хӑйсем патне вӗҫен кайӑксемпе тискер чӗрчунсене илӗртӗҫ, вара паянах пек каҫах урӑх хӗрарӑм хӑйӗнчен маларах пурӑннӑ ятсӑр хӗрарӑма ӑшшӑн савса тата ырласа аса илӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ырӑ та телейлӗ сӑн-питлӗ сталинградец хӑвӑрт аяккалла пӑрӑнчӗ, ҫав самантра — Воропаев этемсен чунӗсене тытса илнӗ, ҫав тыткӑн вӑйӗ ҫав тери хӑвӑрт ӳссе пынӑ тата ҫав тыткӑна илессине нимӗн те чӑрмантарма пултарайман тенӗ пек самантра, сывлӑша тар шӑрши ҫапсан, чӑн-чӑн атака умӗнхи пекех ҫӗр ҫинче мӗнпур чӗрӗ япала хӗвӗшме тытӑнсан тата чуна питӗ хумхантаракан: «Кӗреҫесем!.. хӑвӑрт!.. Вут! Ӑҫта пӗрремӗш штурмовой» — тесе пӑшӑлтатса калаҫнисем илтӗнме пуҫласан — пӗр хӗрарӑм хӑлхана ҫурас пек сасӑпа ҫухӑрса ячӗ, тем кӗрмешни илтӗнчӗ, вара, фронтовиксене сире-сире, Воропаев умне чӑп-чӑмӑр та тарланӑ хӗрарӑм сиксе тухрӗ те, чупса пынӑ ҫӗртен ӑна пырса ҫапӑннӑ пек, чарӑнса тӑчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хӗрарӑм хӑй ҫине ҫавӑн пек пӑхнине Воропаев ҫавӑнтах асӑрхарӗ, унӑн тӗлӗнсе пӑхакан куҫӗсем хӗрарӑмӑн кӑмӑлсӑррӑн пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ те вӗсем иккӗшӗ те именсе кайрӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Уйӑхра темиҫе хут, манашка пек, чӗнтӗрпе, килте тӗртнӗ пирпе сутӑ тӑвакан пек, пуян мещен хӗрарӑмӗ пек е турра кӗлтума ҫӳрекен хӗрарӑм пек тумланса, ҫурӑм хыҫне михӗ ҫакса е аллине чӑматан тытса, вӑл кӗпӗрне тӑрӑх ҫӳрерӗ.
VIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Курт патне хӗрарӑм ҫырнӑ, лери, Германири хӗрарӑм.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Эп унпа интересленетӗп пулсан та — вӑл хӗрарӑм пирки мар, шансах тӑр, вӑл хӗрарӑм пирки мар.Если я ею и интересуюсь, то не как женщиной, будь уверена, не как женщиной.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ку хӗрарӑм вӑл ку таранччен хӑнӑхнисенчен пачах урӑхла пулнӑ, тата вӑл кунта тӗл пулнӑ хӗрарӑмсенчен пачах расна пулнӑ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Аслӑ, ӗҫлӗ, хӑйне кӑмӑла каякан хӗрарӑмсене хулара тата Угреньте канашлусенче тӗл пулсан, вӑл яланах: «Партире тӑракан хӗрарӑм пулӗ», — тесе шутланӑ, нихҫан та тенӗ пекех йӑнӑшман.
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ют хӗрарӑм унта Авдотья пекех ӗҫленӗ пулсан, вӑл ӑна, мухтаса, парне те панӑ пулӗччӗ, Авдотья хӑйӗн арӑмӗ пулнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ, унӑн шухӑшӗпе, вӑл ытти пур хӗрарӑмсенчен те лайӑхрах ӗҫлеме тивӗҫ.
8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Серёжа ҫаврӑнса пӑхма та ӗлкӗреймен, пӳлӗме ылтӑн куҫлӑхлӑ ҫӳллӗ хӗрарӑм пырса кӗнӗ, вӑл шӑпах леш, приютри ачасене чиркӗве илсе каякан хӗрарӑм пулнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Анчах билечӗ ҫине, пирӗн чӗлхепе мар пулин те, питӗ ӑнланмалла ҫырнӑ: mississ Katharina Rosinsky — Odloblа. Иосиф Лозинский тата Турта тени нимех те мар-ха, анчах Катерина — ку вара, паллах, хӗрарӑм ӗнтӗ, тата mississ тени те хӗрарӑмах пӗлтерет пулас.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Марья Николаевна светски хӗрарӑм пулнӑ пулсан, хӑйне хӑй ҫав тери чаплӑн тыткаласан, Санин нихӑҫан та кун пек сӳрӗлсе каяс ҫукчӗ, анчах Марья Николаевна хӑйне чӑкӑлташма юратман ахаль хӗрарӑм пек кӑтартнӑ.
XXXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Унтан хӗрарӑм упӑшки ҫинчен, хӑйӗн юханшыв хӗрринче — тура та, анатра та — тӑванӗсем пурӑнни ҫинчен калама тытӑнчӗ, малтан вӗсем упӑшкипе иккӗшӗ лайӑхрах пурӑннӑ пулать, халӗ пирӗн хулана кӑлӑхах куҫса килтӗмӗр тесе пӑшӑрханать, ҫапла вӗҫӗмсӗр калаҫать; хулари ӗҫ-пуҫ ҫинчен унран пӗлӗп тесе шаннӑччӗ эпӗ, пулмарӗ иккен; ак хайхи, калаҫсан-калаҫсан, хӗрарӑм ман атте ҫинчен сӑмахлама тытӑнчӗ: «Ну, тетӗп, кун пирки пуплетӗрех».
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эх, Андрей, Андрей, — илемлӗ ҫак хӗвел, ҫак тӳпе, — пурте, пурте пирӗн таврара илемлӗ, эсӗ акӑ хуйхӑратӑн; анчах эсӗ ҫак самантра хӑвӑн аллунта юратнӑ хӗрарӑмӑн аллине тытса тӑнӑ пулсан, ҫав алӑ, ҫав хӗрарӑм пӗтӗмӗшпех санӑн пулнӑ пулсан, эсӗ пӑхасса та ун куҫӗпе пӑхнӑ пулсан, хӑвӑн пӗччен туйӑмупа мар, унӑн туйӑмӗпе туйнӑ пулсан, ҫанталӑк вӑл, Андрей, сан чӗрӳнте салхулӑхпа пӑшӑрхану вӑратман пулӗччӗ, эсӗ унӑн илемне асӑрхаман пулӑттӑн; ун чухне ҫутҫанталӑк хӑй хавасланса юрланӑ пулӗччӗ, вӑл хӑй сан пурнӑҫун юррине ӗнӗрленӗ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ун чухне эсӗ ӑна, чӗлхесӗре, чӗлхеллӗ тунӑ пулӑттӑн!
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.