Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малтан вӑл вылянса пыракан сӑнӑ вӗҫӗсене курчӗ, унтан сасартӑк учӗсене пӑрса лапам айккипе атакӑна кӗме тапса сикнӗ нимӗҫсем курӑнса кайрӗҫ.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫав тери вӑйлӑн сулса янипе сӑнӑ, ура ҫине сиксе тӑнӑ австриец ӑшне яшлатса кӗрсе кайса, витӗрех шӑтарса тухрӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
«Турӑҫӑм, сӑваплӑ турӑҫӑм, хам тӑванӑм хама каялла тӗртсе яма хӑтланса сӑнӑ тытса тӑнине куриччен, ҫӳлелле пӑхман пулсан лайӑхрах пулӗччӗ.
XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Шӑратса тунӑ латӑсем ялкӑшаҫҫӗ; хулпуҫҫийӗ ҫинче сӑнӑ; йӗнерӗ ҫумӗнче хӗҫӗ тӑнклатса пырать; шлёмне пусарах лартнӑ; уссийӗсем хура; куҫӗсене хупнӑ, — ҫывӑрать вӑл, ҫывӑрнӑ ҫӗртех чӗлпӗрне тытса пырать; ун хыҫӗнче, ҫав ут ҫинчех, пӗчӗк ача — паж ларса пырать.
XII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Есаул иконсене ҫӗклесен, ҫав козакӑн сӑн-пичӗ сасартӑк улшӑнса кайрӗ: сӑмси пысӑкланчӗ, пӑрӑнса ларчӗ, хӑмӑр куҫӗсем вырӑнне — симӗс куҫсем йӑлкӑшма пуҫларӗҫ, тутисем кӑвакарса кайрӗҫ, янахӗ чӗтресе илчӗ те сӑнӑ пек шӗвӗрӗлсе ларчӗ, ҫӑварӗнчен асав шӑлӗ сиксе тухрӗ, ҫурӑмӗ ҫине курпунӗ тухса ларчӗ, ҫамрӑк козакран ватӑ старик пулса тӑчӗ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Унччен те пулмарӗ, хӗвелтухӑҫӗнче, самолётсем кайнӑ ҫӗрте, хура пӗлӗтелле ҫӗршер ҫутӑ сӑнӑ чуласа хӑпарни курӑнчӗ.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сӑнӑ илетӗн те шӑппӑн йӑпшӑнса пыратӑн.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Аллинче унӑн сӑнӑ, унпа вӑл мӗнпур вӑйран пӑсарана чикме хатӗрленет, лешӗ вара ниҫта кайса кӗреймесӗр ҫаврӑнкалать, вара ача урисем хушшипе тухса тарать.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Делибаш сӑнӑ ҫинче, казак пуҫӗ ҫӗр ҫинче».
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тепринче эпӗ Гомерӑн «Илиадине» илсе килӗп те, уксах тимӗрҫӗ Гефест Ахиллес валли нимӗнле сӑнӑ витейми тимӗр тумсем туни ҫинчен вуласа парӑп.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Е, калам сире, тинӗс кушакӗ: шутласамӑр, ак ҫакнашкал икерчӗ, диаметрӗ аршӑн ҫурӑсем, хӗррисене хускаткалать, ӑнланатӑр-и, ҫапларах акӑ, хумлӑн-хумлӑн, хыҫӗнче вара, сӑнӑ евӗр, хӳре…
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Сӑнӑ тытнӑ ҫын ҫеҫ вырӑнӗнчен тапранмарӗ, ыттисем пурте аяккалла тарса саланчӗҫ.Только тот дикарь, у которого было копье, остался на месте, все прочие пустились бежать врассыпную.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Куҫӗ ун каллех асӑрханаймасӑр уҫӑлчӗ, Егорушка хӑрушлӑх курчӗ; лав хыҫҫӑн виҫӗ улӑп вӑрӑм сӑнӑ йӑтса утать.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Садсем сим илчӗҫ; сывлӑмпа пӗркеннӗ шӑлан чечекӗсем мамӑкланса хӗрелнӗ; ҫулҫӑпа хупӑрланнӑ улмуҫҫисем юр пек шурӑ чечекпе тумланнӑ та, Бяла Черква ҫурчӗсене уяври пек кӑтартса, мухтавлӑ илем кӗртсе тӑраҫҫӗ; таврара шӑпчӑк юрри чарӑна пӗлмест, чӗкеҫсем, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн сӑнӑ пек вӗҫсе иртсе, уҫӑ сывлӑшра хӗвелпе те ирӗклӗхпе савӑнаҫҫӗ.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӗл ларнӑ ӗнтӗ, ҫӗре шап-шурӑ юр хупӑрласа илнӗ, тӗллӗн-паллӑн кӑна Стара-планина тӑвӗн вӗҫлеке тӑррисем сӑнӑ вӗҫӗ пек шӑтара-шӑтара тухнӑ тейӗн.
XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫӗленӗнни пек шӗвӗр вӗҫлӗ сӑнӑ, пӗр чжан та сакӑр чи вӑрӑмӑшскер…Копье в один чжан и восемь чи с острием, как жало змеи, в один чжан и восемь та…
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Давыдов склад хыҫӗнчи иккӗмӗш лаптӑк вӗҫнелле пӑхрӗ те, унта чӑнах та тытӑҫу евӗрлӗ темскерле япала пулса иртнине курах кайрӗ: Майданников, аллине тимӗр сӑнӑ тытнӑ та, ӑна хӗҫ пек ҫавӑркаласа тӑрать, ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ Атаманчуковӗ вара хӑрах аллипе ӑна вӑкӑр сӳсменӗ патӗнчен тӗрте-тӗрте ярать, тепӗр аллине чышкӑласа чӑмӑртанӑ, ҫурӑм хыҫне тытнӑ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лере, аслӑ тӳпере, сӑнӑ пек ҫинҫескерсем вӗсем, ҫӗр ҫумнелле ҫывхарнӑҫем ҫутӑ юхӑмӑн юхса сарӑлаҫҫӗ, хӑмӑр тӗслӗн курӑнса выртакан ҫеҫенхирӗн тавракурӑм хӗрринчен ҫӳлерех ҫӗкленсе, йӗркипе тӑсӑлса кайнӑ инҫетри сӑртлӑхсем ҫине выртаҫҫӗ, ҫеҫенхире илем кӳреҫҫӗ, ӑна тӗлӗнмелле хитрелетсе, ҫамрӑклатса яраҫҫӗ…
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пин-пин сӑнӑ пек тирӗнеҫҫӗ каҫ сӗмлӗхӗпе сивӗ ҫутӑсем.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ӑна сӑнӑ пӑрахнӑ пек ямаллаччӗ, хыҫалалла туртӑнарах тӑрса, аллӑма сулӑнтарса, пӗтӗм пӗвӗмпе малалла туртӑнмаллаччӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951