Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

наркӑмӑш сăмах пирĕн базăра пур.
наркӑмӑш (тĕпĕ: наркӑмӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арӑма вӗлериччен эпӗ темиҫе хутчен те хама хам кӑшт ҫеҫ пӗтермен вӗт, арӑм та наркӑмӑш ӗҫнӗ.

Я ведь, прежде чем кончить, как я кончил, был несколько раз на краю самоубийства, а она тоже отравлялась.

XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Тӗп наркӑмӑш — ҫынсене, уйрӑмах хӗрарӑмсене, аскӑна вӗрентнинче.

Яд главный — в развращении людей, женщин в особенности.

XV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ҫав тамӑка пула ӗҫке ерсе каяҫҫӗ, перӗнсе вилеҫҫӗ е пӗр- пӗрне наркӑмӑш ӗҫтерсе вӗлереҫҫӗ, — хӑвӑртран та хӑвӑртрах, никама та сӑмах хушма памасӑр, ытларан та ытларах хӗрсе кайса калаҫрӗ вӑл.

Из-за этого ада спиваются, стреляются, убивают и отравляют себя и друг друга, — говорил он все быстрее, не давая никому вставить слова и все больше и больше разгорячаясь.

II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Наркӑмӑш парса вӗлермӗҫ, сӑмах паратӑп…

— Не отравят, даю слово…

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тытать те мана та наркӑмӑш парса вӗлерет…»

— Возьмет да и меня еще отравит…»

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ӑна наркӑмӑш парса вӗлернине пӗлетӗп вӗт эпӗ, — хирӗҫ каларӗ Анна.

— Его же отравили, я вижу, — ответила Анна.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Мӗншӗн шутлатӑр-ха вӑл ӑна эпир наркӑмӑш парса вӗлернӗ тесе?

— Зачем же он подумает, что мы отравили?

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Наркӑмӑш парса вӗлернӗ?

— Отравили?

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Наркӑмӑш парса вӗлернӗ.

— Отравили.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗтермен пулсан та, унти шыва ӗҫме, паллах, юраман: гитлеровецсем ун ҫине наркӑмӑш янах ӗнтӗ…

А если даже и уцелела, то воду оттуда брать было нельзя: ее, вероятно, отравили гитлеровцы…

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пӗлетӗн-и, вӑл наркӑмӑш пекех сиенлӗ.

Она знаешь ядовитая какая!

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫак наркӑмӑш хӑвачӗпе каланӑ сӑмах Фратю господина мар, пуринчен ытла Стефчова ҫунтарас пек пырса тиврӗ, вӑл хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ.

Стефчов покраснел до ушей от этого простодушного, но ядовитого комплимента, который задел и господина Фратю.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапла туса, эпӗ хамран кӑштах хамшӑн кӑмӑллине туртса илетӗп, хамшӑн кӑштах кӑмӑлсӑр ӗҫ тӑватӑп, анчах ун вырӑнне хама сывлӑхлӑ пулма май тупатӑп, урӑхла каласан, эрехе нумай вӑхӑт хушши нумай ӗҫмешкӗн май тупатӑп, — вӑл эрехе наркӑмӑш яманнине эпӗ пӗлетӗп.

Через это я отнимаю у себя некоторую приятность, делаю себе некоторую неприятность, но зато обеспечиваю себе здоровье, то есть возможность долго и много пить такое вино, о котором я наверное знаю, что оно не отравлено.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Манӑн ӗҫ халӗ акӑ епле: эпӗ хӗрлӗ эрех юрататӑп, ман умра питӗ лайӑх эрехпе тултарнӑ курка ларать; анчах мана ҫав эрехе наркӑмӑш янӑ пек туйӑнать.

Мое положение вот какое: я люблю вино, и передо мною стоит кубок с очень хорошим вином; но есть у меня подозрение, что это вино отравлено.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗтӗм шкула тулнӑ наркӑмӑш пек шӑршлӑ та пӑчӑ сывлӑшра ларнӑ хыҫҫӑн урамри сывлӑш ӑна сиввӗн, уҫҫӑн туйӑнчӗ, ӳсӗрӗлтернӗ пек пулчӗ.

После ядовитой, густой духоты, заполнившей все помещение школы, воздух на улице показался ему холодным, пьянящим свежестью.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шамир питри ула-чӑлана пӗтерет, сывлӑш ҫулне тасатать, уйӑх ҫаннисене канлӗ ыйхӑ парать, наркӑмӑш ҫывӑхӗнче тарлать.

Шамир сгоняет пестрый цвет с лица, очищает дыхание, дает спокойный сон лунатикам и отпотевает от близкого соседства с ядом.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Апат-ҫимӗҫ тупасса кӗтсе, тутӑ пулнипе киленесси ҫинчен ӗмӗтленсе, вӗсем наркӑмӑш тулнӑ сывлӑша ҫӑтаҫҫӗ те, тӗксӗм чун тӗпӗнче вӗсен ҫивӗч шухӑшӗсем, чее туйӑм-сисӗмпе усал ӗҫ тӑвас ӗмӗчӗсем ҫуралаҫҫӗ.

В ожидании пищи, в мечтах о наслаждении быть сытыми, они глотают насыщенный ядами воздух, и в темных глубинах их душ рождаются острые мысли, хитрые чувства, преступные желания.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Уйӑн вӑй-халлӑ кӗлеткине пурнӑҫа ӑнланса ҫитерейменни, ун пирки шухӑшланӑ шухӑшӗ ҫаплах тутӑхнӑ наркӑмӑш пек каскалать, ҫиет иккен; ҫитменнине, вӑл ырӑ чӗреллӗ ҫуралнӑ.

Всё та же ржавчина недоумения пред жизнью и яд дум о ней разъедали могучую фигуру, рожденную, к ее несчастью, с чутким сердцем.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Манран наркӑмӑш шӑрши ҫапать.

Ядовитый дух от меня исходит.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ҫавӑнпа та вӗсем, вӑрӑм каҫсенче, наркӑмӑш пек йӳҫӗ шурлӑхра вӑрманӑн кичем шавне итлесе, тарӑн шухӑша кайса салхуллӑн ларнӑ.

И потому они сидели и думали в длинные ночи, под глухой шум леса, в ядовитом смраде болота.

III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех