Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшипе (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хирпе, тулӑ хушшипе авкаланса выртакан ансӑр сукмакпа пынӑ чух сулмаклӑ пучахсем хулпуҫҫине сӗртӗне-сӗртӗне илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Часах ватӑ шӑши каялла тухрӗ, ҫурисем хушшипе чупкаласа ҫӳресен ытла шуйханчӑклӑн чӗриклетсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Хӗвел пир тӗртет: ҫулҫӑсем хушшипе карӑнса иртекен ылтӑн шевле ҫипсем пӗр улшӑнса, пӗр ҫӗнелсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

«Шупашкар» универмагпа кафе хушшипе иртрӗ, таксисем ларакан лаптӑка тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Вӗсем хушшипе хура кушак чупса иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

«Вӑл урам урлӑ каҫрӗ те «Шупашкар» универмагпа гастроном хушшипе иртрӗ, вара малосемейка текен тӑхӑр хутлӑ ҫурт умне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫуртсем хушшипе сивӗрех ҫил вӗрет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Куркасене чей ярса, хӑй те сӗтел хушшипе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Кӑтӑрса кайнӑ арӑм, хыттӑн калаҫнӑ май шӑл хушшипе хӗм сирпӗтсе, анкӑ-минкӗ упӑшкине вӑйпах хаҫат тыттарать.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӑрса, тӑлтти-талтти чупса, ҫирӗм-вӑтӑр утӑмри уҫланка чаштӑртатса тухать вӑл тӗмсем хушшипе.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ун-кун пӑхкаласа, кашласа ӳсекен ҫамрӑк та парка ҫирӗксем хушшипе иртсе, кӳлӗ хӗррине йӑпшӑнса ҫитет вӑрманҫӑ чӗрӗк сехетрен, умри лапсӑркка туратсене сирсе, утрав еннелле тинкерет.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тин кӑна тухакан хӗвел мӑянсем хушшипе ылтӑн ҫип сӗвемӗсем кара-кара тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Койкӑсем хушшипе, савӑлланса, ҫутӑ ӳкет.

Куҫарса пулӑш

9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вара тырӑ мӗнпур пӳрнесем хушшипе сӑвӑрӑнса, лайӑх сапаланса каять.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫавӑнти улах вырӑнсенче ⎼ ҫӳллех мар сӑрт-ту хушшипе юхса выртакан таса шывсен хӗрринче ⎼ чӑвашсем хӑйсен авалхи вӑрттӑн йӑли-йӗркине тимлӗн упраса усранӑ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ик еннелле пуҫ тая-тая, халӑх хушшипе иртрӗ салтак утнӑ май йӑлтӑртатса тӑракан тӑхаллӑ пиҫиххине юсакаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӳрех вӑл купӑс сассисем илтӗннӗ ҫӗрелле халӑх хушшипе хӗсӗнкелесе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫ-тӑват ҫухрӑм тӗмсем хушшипе чупрӗ виҫӗ салтак.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурпӗрех тӳсеймерӗ вӑл, хӑва тӗмӗсем хушшипе йӑпшӑнса, Улька патнех пырса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрманлӑ тусем хушшипе, анлӑ ыраш уйӗсем хӗррипе, кӗтӳсем сулхӑн тапӑрта канакан ҫырмасем ҫумӗпе пӑр-каланса пырать такӑр ҫул ҫурҫӗр еннелле.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех