Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шанчӑк пӗтмеллипех пӗтнӗ вӑхӑтра ҫеҫ ҫапла ҫыраҫҫӗ.
XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Пӗтмеллипех пӗтрӗ вара.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Вӑл сире тӑрантарса усрама хыснана пит йывӑр килнине пухӑва кӑтартса пачӗ те, хысна часах пӗтмеллипех пӗтсе ларать, терӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Ҫын юратма пуҫларӗ те — пӗтрӗ, пӗтмеллипех пӗтрӗ.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Юлашкинчен мана пӗлекенсем умӗнче хам пӗтмеллипех пӗтнине туйса, аттерен: е гусар пулам, е Кавказа яр, тесе ыйтрӑм.
XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хам мӗн-мӗн хӑтланнине йӗркипе аса илнӗ май мана мӗн кӗтнине тавҫӑрса илме те пултараймарӑм; анчах хам пӗтмеллипех пӗтессине кӑштах тӗшмӗртрӗм.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗтӗ вара пӗтмеллипех тӑпра айӗнчи лӑпкӑлӑхӑм, арканмаллипех арканӗ канлӗхӗм.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Иртнӗ вӑхӑтра ҫирӗпленсех пыракан хуҫалӑх пӗтмеллипех пӗтсе ларнӑ-ҫке-ха.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
— Пӗтмеллипех пӗттӗр вӑл!
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Анчах вӑрҫӑ халь ӗнтӗ пӗтмеллипех пӗтрӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Турӑ ан пӑрахтӑрах! пӗтрӗм эпӗ, пӗтмеллипех пӗтрӗм.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Капла пӗтмеллипех пӗтетпӗр эпир иксӗмӗр.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Карчӑк кӑмака патне чакса тӑчӗ те, питне аллисемпе хупласа, куҫҫуль витӗр: — Пӗтмеллипех пӗтӗр эсир, хурахсем! — тесе мӑкӑртатрӗ.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Марийкӑна арестлени ҫинчен илтсенех, ӑна Лозневой каланӑ тӑрӑх хупса лартнине чухласа илчӗ тата Марийка пӗтмеллипех пӗтнине ӑнланчӗ.
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— мӑкӑртатрӗ вӑтаннӑ, пӗтмеллипех пӗтнӗ Обломов.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Женя тӳрех ӑнланчӗ: вӑл хӑйне ҫирӗп тытмасан вӗсем пӗтмеллипех пӗтеҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Епле пӑркӑҫласа лартать, епле пӑркӑҫласа лартать, ну, тетӗп, пӗтмеллипех пӗтрем.
Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.
14. Кам ҫынна пулӑшмашкӑн аллине тӑсать, ҫавӑ савӑнать; усал ҫынсем вара пӗтмеллипех пӗтӗҫ.14. Кто открывает руку, тот бывает весел; а преступники вконец погибнут.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Хӑйсене тарӑхтарса асаплантарни хӑйсем турӑ вырӑнне хунӑ чӗрчунсене те ҫитсессӗн, хӑйсене ҫавсем урлӑ хаса панине курсассӑн, вӗсем чӑн Турра пӗлсе ҫитнӗ — халиччен Ӑна пӗлесшӗн те пулман; 28. ҫавӑнпа вӗсене пӗтмеллипех айӑпланӑ.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тӳрӗ ҫын хӑйӗн вилӗмӗпе чӗрӗ юлнӑ усал ҫынсене айӑплать, тасалса ҫитнӗ ҫамрӑклӑх ҫылӑхлӑ ҫыннӑн вӑрӑм ватлӑхне айӑплать: 17. ӗнтӗ йӗркесӗр ҫынсем тӳрӗ ҫын вилнине курӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа ун пирки малтанах палӑртса хунине, ӑна мӗншӗн хӑрушлӑхран хӑтарнине ӑнланаймӗҫ; 18. вӗсем курӗҫ ӑна, мӑшкӑллӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа вӗсенчен кулӗ ҫеҫ; 19. ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем ӗмӗрлӗхе вилнисем хушшинче чыссӑр виле те мӑшкӑл анчах пулса юлӗҫ: Вӑл вӗсене чӗнейми туса ҫапса ӳкерӗ, никӗсне хускатӗ, вӗсем вара пӗтмеллипех хӑрӑнӗҫ, вӗсене асап ҫитӗ, вӗсем этем асӗнче те юлмӗҫ; 20. вӗсем ҫылӑхӗсене шутлаттарма кайнӑ чухне сехӗрленӗҫ, ҫылӑхӗсем вӗсен умне тӑрӗҫ те вӗсене айӑплӗҫ.
Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2