Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑвна нихҫан та ҫын умӗнче кӗҫӗне ан хур…
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Вӗлерме те вӗлермеҫҫӗ, анчах хӳтӗленме, кӗҫӗне хӑварассине хирӗҫ тӑма вӑй, ят-сум ҫитмессе пӗлсе ҫӑмӑллӑнах лӑскаҫҫӗ, сӳслентереҫҫӗ, аваҫҫӗ, хуҫаҫҫӗ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗрре эпӗ его величествӑна; эсир Европӑна тата ытти пӗтӗм тӗнчене кӗҫӗне хурса йӗрӗнни сирӗн ырӑ ӑсӑн пысӑк пахалӑхӗсемпе килӗшмест пек, тесе калама хӑйрӑм; эпӗ ӑна: ӑс-хакӑлсем кӗлетке кӳлепи пысӑкӑшне кура пысӑкланса пымаҫҫӗ вӗт, терӗм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Анчах эпӗ мана пысӑк ырлӑх тунӑшӑн халӑхӑн хастарлӑхне пӗртте кӗҫӗне хурас тесе шутламастӑп.Но я совсем не хочу умалять даровитость нации, которой я столь многим обязан.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӑл питӗ лайӑх ҫын, манпа питӗ ӑшшӗн калаҫрӗ, — терӗм эпӗ, хам мӗн калани князь мана кӗҫӗне хунинчен килменнине тусӑма систересшӗн пулса, анчах, — тӑсрӑм эпӗ малалла, — мана та князь патӗнче мӗскӗнле йӑпӑлтатса пурӑнакан княжнӑпа пӗр карта лартма пултараҫҫӗ вӗт, ку вара ҫав тери япӑх.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ача чухне эпир Иван Иваныч княҫа асатте тесе чӗнеттӗмӗр, анчах халь, ун пурлӑхне йышӑнса юлмалли ҫын пулса тӑрсан, ӑна «асатте» теме ман чӗлхе ҫаврӑнмарӗ, кунта ларакан пӗр улпут пек «ваше сиятельство» тесе каласси хама хам кӗҫӗне хунине пӗлтерессӗн туйӑнчӗ, ҫавӑнпа калаҫу тӑршшипех эпӗ ӑна нимӗнле те чӗнмерӗм.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑна пӗлсе ҫитсе, Петро мӗскӗне печӗ, хӑйне ун умӗнче кӗҫӗне хурса, йӑпӑлтатса кулчӗ, анчах асӑрхаман ҫӗртенех «эсиртен» «эсӗ» ҫине куҫрӗ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн кӑмӑлӗ ӑраснах темскерле ҫемҫелсе кайнӑ пек пулчӗ, вӑл хӑй йӑвашланса, ҫынсем умӗнче, арӑмӗ умӗнче, ывӑлӗ умӗнче, мӗнпур ҫын умӗнче хӑйне хӑй кӗҫӗне хунипе пит хавхаланса кайнӑ пек пулчӗ.
IV // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Дмитрий Сергеич Александр хӑйӗнчен ӑс-тӑн, пӗлӳлӗх-пултарулӑх е характер енчен ҫӳлерех тӑнине туйнӑ пулсан, хӑй вырӑнне Александра парса, вӑл ҫакӑнпа хӑйне унтан кӗҫӗне хунӑ пулсан, ҫакна вӑл хӑй ирӗкӗпе мар, вӑйли умӗнче чакса ҫеҫ тунӑ пулсан, ун чухне, паллах, манӑн нимпе те тӑвӑрланмалли пулмастчӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах эпӗ ӗнтӗ, хама ҫавнашкал кӗҫӗне хӑваракан мӑшкӑла тӳсиччен, кирек-епле тискер вилӗме те хатӗр пулнӑ пулӑттӑм.Но я предпочел бы самую лютую казнь такому подлому унижению.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫак тапхӑрта, унӑн чунӗ романтикӑн тӗтреллӗ те аслӑ тӳписем патнелле ҫӗкленнӗ чухне, шут-паяцла хӑтланни те тата ҫӑт тытакан тӗрлӗ тӗслӗ йӗм тӑхӑнни те хӑйне кӗҫӗне хӑварнӑ пекле туйӑнчӗ.Легкомыслие, шутки, пестрое трико — все это казалось оскорблением его душе, воспарившей в эмпиреи.
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
30. Унӑн асла тухмалла, манӑн кӗҫӗне юлмалла.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах та эпир пӗр авкана ангелсенчен кӗҫӗне юлнӑ Иисуса, Турӑ тивлечӗпе пирӗншӗн асапланса вилнӗскере, халӗ мухтава кӑларнине, чыслӑ-хисеплӗ тунине куратпӑр.
Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл пур тӗлӗшпе те Турӑпа тан пулнӑ, ҫавӑнпа Хӑй Турӑпа тан пулнине вӑрласа тунӑ ӗҫ вырӑнне хуман; 7. чура пек пулса, этем евӗрлӗ пулса, пӑхма та этем пекех курӑнса, Хӑйне Хӑй кӗҫӗне хӑварнӑ.
Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑра асла кӑларасшӑн Турӑ Евангелийӗне сире ахалех вӗрентсе хама кӗҫӗне хурса, эпӗ ҫылӑха кӗтӗм-и-мӗн?
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кӗҫӗне хӑварнӑ тӑван хӑй асла тухнипе мухтантӑр; 10. пуян хӑй кӗҫӗне юлнипе мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл хирти чечек пекех пӗтсе ларӗ: 11. хӗвел тухса сарӑлать те, шӑрӑх пулать, курӑк шӑрӑхпа типсе каять, чечекӗ тӑкӑнать, унӑн илемӗ ҫухалать — пуян та ҫапла хӗвӗшӳллӗ ӗҫӗсемпех пӗтсе ларать.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Калатӑп сире: вӑл ӗнтӗ килне фарисейрен ытларах тӳрре тухса таврӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ, тенӗ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвна хӑнана чӗнсен, эсӗ чи кайри вырӑна кӗрсе лар, хӑвна хӑнана чӗнекеннин сан патна пырса: «тусӑм! тӗпелерех иртсе лар» тесе каламалла пултӑр; сана вара хӑвӑнпа пӗрле ларакансем умӗнче хисеп пулӗ: 11. кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ, тенӗ.
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Иисус, вӗсен ӑшӗнчи шухӑша пӗлсе, пӗр ачана илнӗ те ӑна Хӑй умне тӑратса 48. каланӑ вӗсене: кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑвакан Мана яракан Аттене хапӑл тӑвать; сирӗн хушшӑрта кам хӑйне чи кӗҫӗне хурать, ҫавӑ чи асли пулӗ, тенӗ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сирӗн хушшӑрта асли сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр: 12. хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.