Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

антӑхса (тĕпĕ: антӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна, выҫӑ ача ҫӑварне ӗмкӗчпе сӗт кӗленчи хыптарнӑн, антӑхса кайса ҫӑтаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Ларать ӗнтӗ телевизор умӗнче шайвӑшӑн антӑхса.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Иван ӑна, ӑшӑнса кайнӑскере, антӑхса ӗҫрӗ, анчах пӗтӗмпех ӗҫсе ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗвесем те, ҫынсем те ун патнелле чупрӗҫ те антӑхса ӗҫе пуҫларӗҫ, кана пӗлмесӗр ӗҫеҫҫӗ.

Верблюды и люди бросились к ней и с жадностью пили, пили без конца.

Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Каҫарӑр, — терӗ Прохорова, сывлайманнипе антӑхса, — манӑн астма.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Антӑхса кайсах ҫирӗҫ салтаксем хир сысни какайне.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Антӑхса сывлать, хӗп-хӗрлӗ ҫӑварӗнчен вут тухнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тепӗр куннех илтнӗччӗ Микихвӗр: амӑшӗ чупса ҫитнӗ чух Якур шырлантах выртнӑ иккен; хӑйӗн урлӑ пӑтранчӑк шыв юхнӑ имӗш; темле антӑхса кайман, мӗскӗн.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шырлан урлӑ сиксе каҫаймӑп, шыва кӗрсе ӳкӗп, шывпа антӑхса вилӗп.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Лешсем вилеймен — антӑхса кайиччен хайхискерсене пӗрисем чиперех туртса кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Сирӗн патра ҫын пур-ҫке? — пырне шӑмӑ ларнӑ пек антӑхса ыйтрӗ Шанаров.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑй, ҫаврака пит ҫӑмартиллӗскер, патвар ҫан-ҫурӑмлӑскер, антӑхса каяслах ӗҫлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хуллисене хуҫлатса Кӑчӑк туртать шӑпарҫа, Кӗҫ ҫавӑнтах антӑхса Асне илет асамҫа: Мулентейӗн шӑпӑрӗ Иккӗмӗшӗ чарӑнать, Унӑн анлӑ кӑкӑрӗ Сывлӑш ҫитми тӑвӑнать…

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Санюк нимӗҫ каскине икӗ аллипе ярса тытать те нихҫан та шыв курман пек антӑхса кайса ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Сехри хӑпнипе вӗсем ҫухалсах каяҫҫӗ, ашшӗ-амӑшне чӗнсе ҫӑри-ҫари ҫухӑрма, антӑхса кайса макӑрма пуҫлаҫҫӗ..

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Унччен те пулмин ҫывӑхри хӑва тӗми хыҫӗнчен пӗчӗк шурӑ йытӑ ҫӗмӗрттерсе тухрӗ те, ҫаплах антӑхса кайсах вӗре-вӗре, йӗкӗт еннелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ янкӑр уҫҫӑн вӑраннине, яртах уҫӑлса кайнине курсан, йытӑ, пӗтӗм кӳлепипе чӗтрене-чӗтрене, пукрас хӳрине антӑхса кайса пӑлтӑртаттарма пуҫларӗ, ман пушмака, ал пӳрнисене ҫулакаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Марине антӑхса йӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Ҫӗре персе аннӑ Пую тискеррӗн ҫухӑрчӗ, Виктор хӑйӗн пӗтӗм ӳт-пӳ йывӑрӑшӗпе пусса хунӑ пирки, вӑл сывлаймасӑр антӑхса кайрӗ.

Упав на землю, Пую рычал и задыхался под тяжестью навалившегося на него Виктора.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Прелл пит-куҫӗ, чӗлӗмӗн йӳҫӗ тӗтӗмӗпе антӑхса кайнӑ пек, чалӑшса нӗрсӗрленчӗ.

Лицо Прелла перекосилось, точно он поперхнулся горьким дымом трубки.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех