Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

антӑхса (тĕпĕ: антӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унсӑрӑн эсӗ антӑхса каятӑн.

Ты задыхаешься.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юнӗ выляма пуҫланӑ каччӑн ҫак хурлӑхлӑ кӑвак куҫсене, илемлӗ, сӗткенлӗ тутана, кӑштах кӑтраланса тӑракан сарӑ ҫӳҫе, хӑмӑр платье ҫухин ҫурӑк витӗр кӑшт ҫеҫ курӑнакан чӑлт шурӑ ӳтлӗ кӑкӑра антӑхса кайса чуп тӑвас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кӗтерук ҫине антӑхса кайса пӑхса пынипе вӑл ури айӗнчи лакӑм-тӗкӗмсене те курмасть.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗн пӑхса тӑратӑр, ҫыхӑр ӑна! — антӑхса кӑшкӑрчӗ уретник.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна каласа пӗтереймерӗ, каллех антӑхса кайса ӳсӗре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пур ҫӗрте те антӑхса Тустараҫҫӗ йытӑсем…

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Вара вӗри тутипе Укка тути ҫумне антӑхса ҫыпӑҫрӗ те аллисемпе ӑна васкаса хывӑнтарма тапратрӗ.

И приник горячими губами к губам Укки, лихорадочно расстегивая ворот ее платья.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫывӑхрах ҫамрӑк ут шӑршине туйса ҫӗрӗпе антӑхса выртать пуп.

Чуя совсем рядом запах молодого женского тела, Салагаик ворочался с боку на бок, беспокойно и тяжко вздыхая и охая.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗлер ӑна! — антӑхса кайса йӑлӑнать, хушать, хӗтӗртет, вӗслетет Анахвӑр курӑнман вӑя, — Ман тӑшман ҫурчӗ-йӗрӗ кӗл пулса вӗҫсе кайтӑр.

Убей его! — взывал Анахвер к невидимой силе, — Сожги дом моего врага, развей его пепел по ветру!

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тата шыва мӗнле антӑхса ҫӑтрӗ кайран.

А как жадно она набросилась на воду!

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ухтиван ҫӳҫенсе илет те куҫне илмесӗр, пӗтӗм чун хавалӗпе, антӑхса кайса ҫутӑ еннелле пӑхать.

Ухтиван зябко поежился, не в силах оторвать взгляда от того огонька.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӗтел ҫине антӑхса кайса пӑхнӑран йытӑ тӗнчере урӑх нимӗн те курмасть те, илтмест те темелле пек.

Кажется, в это время собака не видит и не слышит ничего вокруг, кроме того, что происходит за столом.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара вӗсем иккӗшӗ те тахҫанах кӗтсе пурӑннӑ телейпе антӑхса кайнӑ пек пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Бурнаш старике пӗтӗм вӑйпа хырӑмран пырса тапрӗ те, лешӗ антӑхса кайса урайне пӗтӗрӗнсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хм! — хӑйне тӑрӑхлав тултарса лартнипе антӑхса хуравларӗ Род.

— Хм! — задыхаясь от переполнявшей его иронии, выпустил Род.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Ева сывлӑшсӑр антӑхса Гобсон патне чупса анчӗ те Детрей лӑпкӑн кӗтсе ларнине пӗрре чышнипех ҫапса ӳкерчӗ.

Задыхаясь, Ева прибежала к Гобсону и повалила спокойное ожидание Детрея одним толчком.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӗрен кӑштах ҫӗкленчӗ, ытлах сулланмасса пӗлсе Гервак вӗрене ҫирӗпрех тытса туртма ыйтрӗ, унтан аялти сӗм-тӗттӗмлӗх пирки антӑхса кайсах сывласа шухӑшларӗ те — «лапка» айӗнчен шуса пӑрӑнчӗ, темиҫе хутчен пӗтӗрӗнсе ҫаврӑнчӗ; хул пуҫҫи хысакран ҫапӑнчӗ; Гервак чулран тытрӗ те ҫаврӑнма чарӑнчӗ.

Веревка приподнялась: тогда, считая, что сотрясение уменьшится, Гервак попросила натянуть веревку потуже и, с захлестывающей дыхание мыслью о тьме внизу, выскользнула из-под навеса, перевернувшись несколько раз; ее плечо стукнулось об отвес; она придержалась за камень и остановила вращение.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Карчӑк манпа лайӑх, анчах нумай туртать, — пирӗн вара тӑвӑр виҫӗ пӳлӗм кӑна, сывлӑшсӑр антӑхса вилме пулать.

Старуха относится хорошо, но много курит дома, — а у нас всего три тесные комнаты, так что можно задохнуться.

XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Халӗ вара ӑна, антӑхса кайнӑскере, симпыл сыптараҫҫӗ пек…

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Епле аван! — антӑхса ҫитнӗ ҫын пек сывларӗ Илемпи.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех