Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӗтел тепӗр енче, вӑрӑм тенкел ҫинче татӑк хӳреллӗ те хаяр тытӑҫусенче ҫурӑк хӑлхаллӑ фокстерьер тата хӑрах куҫлӑ хӗр-кӗлӗм кушак аҫи ларнӑ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Унӑн ҫӑварӗ ытла илемсӗр пысӑк; ҫак кӑвакарнӑ ҫӑмламас старикӗн мӗн пурри пурте илемсӗр: тутисем ҫурӑк, ҫӗвӗсемпе хытса ларнӑ, шурӑхса кайнӑ шӑл тунисем ҫинче пӗр шӑл та ҫук.
XVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл ҫурӑк кӗпе ҫаннине хулпуҫҫи таран ҫӗклесе тавӑрчӗ те аллине хуҫлатрӗ; вӑйлӑ аллин хурҫӑ пек ҫирӗп шӑшийӗсем мӑкӑрӑлса хӑпарса тухрӗҫ.
XXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Часах ҫурӑк ҫухаллӑ рабочие конвойпа илсе пычӗҫ.
XXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл ҫурӑк пурӑна-киле майӗпенех тарӑнрах та пӗчӗк ҫырма пулса тӑнӑ, унтан пӗр ҫирӗм утӑмранах унӑн шывӗ хаваслӑн шавласа юханшыва пырса кӗрет.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Чылайӑшсен ҫийӗнчи кӗпипе шӑл хушшинчи кӗске чӗлӗмӗсӗр пуҫне нимӗн те ҫук, чылайӑшсем ҫӗтӗк ҫурӑк ҫеҫ уртса янӑ, ҫакӑ вара вӗсем е мӗнле те пулин инкекрен аран-аран хӑтӑлнине е хӑйсем ҫинчи мӗнпур япалана сутса ӗҫсе яриччен иртӗхсе ҫӳренине кӑтартса парать.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫурӑк витӗр хӑй чиперех тухрӗ, анчах хӳри хӗсӗнсе ларчӗ.
Суеҫӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Сасси вара унӑн пуриншӗн те тӗлӗнмелле — ҫинҫе те, ҫурӑк чан сасси пек.
X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Мундирӗ хыҫалта ҫурӑк, ҫӳлте ӑмӑрткайӑк сӑнлӑ икӗ тӳмме.Сзади мундира есть разрез, а наверху две пуговицы с изображением орла.
VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пантелеймон хӑмапа ҫапса тунӑ, лутра кӑна ҫурӑк маччана асӑрхарӗ, тӗтӗмпе хуралнӑ стенасем, нарӑсем, чемодансем; тата, хӑй умӗнчех вӑл такамӑн сехӗрленсе ӳкнӗ йӑлтӑртатакан куҫӗсене курчӗ.
III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Эпӗ сасӑ илтетӗп, ҫамрӑк сасӑ, — терӗ старик ҫурӑк сасӑпа.
III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вара вӑл хӑй хыҫӗнче такам тарӑннӑн сывланине илтет, хӑрушӑ, тискер, тытӑнкӑллӑ та ҫурӑк чан пек пӗр сасӑ чӗтресе каять, анчах вӑл ҫурма сассипе ҫеҫ калаҫать-ха.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Авӑрланӑ пӑшалӗ Кронид Евграфовичӑн кукӑр, кӗпҫййӗ — ҫурӑк, тарӗ — йӗпе.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Фома, ӑна итлесе, кулкаласа ларнӑ, унӑн ӳтне хӑй ҫумӗнчех туйса, ҫӳҫене-ҫӳҫене кайнӑ, ҫав вӑхӑтрах Фома хӑлхине Званцевӑн ҫурӑк та кичем сасси сӗкӗне-сӗкӗне кӗнӗ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вилен пуҫ чашӑкӗ ҫурӑк пулнӑ.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗкӗсем ун выляса тӑнӑ; хурчӑканни пек авӑнчӑк та вӑрӑм сӑмси чӗтрене-чӗтрене илнӗ, сасси ун, темӗнле, чарусӑр киленӳ кӗввипе ҫурӑк шӑнкӑрав пек чӗтренсе янӑранӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тырӑ йышӑнакан хулпуҫҫийӗсене чӗтрентеркелесе, ҫурӑк сасӑпа хресченсем выҫӑ аптӑрани ҫинчен каласа панӑ, анчах Фома ӑна тӑнласах кайман, вӑл текех — е аялта пыракан ӗҫ ҫине, е ҫырма леш енчи чӑнкӑ та сарӑ хӑйӑрлӑ шырлан хӗррине, хырсем ешернӗ тӗлелле, пӑхнӑ!
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Беби вӗсене хирӗҫ хоботне ҫурӑк патне тӑсса хулигансене вӗретчӗ.
Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Прошка пысӑк пушмакӗпе, шалпар сӑхманӗпе, уйрӑмах ашшӗн ҫӑмран пустарнӑ ҫурӑк шлепкине тӑхӑнса ярсан, аппӑшӗ ҫумӗнче йӑваран тухса ӳкнӗ ҫерҫи пек туйӑннӑ.
I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Ун ҫинче ҫурӑк пулса тӑчӗ.
Кавун // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.