Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумӑрлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫумӑрлӑ (тĕпĕ: ҫумӑрлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑрлӑ тапхӑр иртнӗ хыҫҫӑн ҫак путӑксенче шыв тата темиҫе уйӑх упранать.

После сезонных осадков вода в этих углублениях сохраняется ещё несколько месяцев.

Намиб-Науклуфт // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D0% ... 1%84%D1%82

Савӑнӑҫлӑ юрӑ мар ку, темле пит авалхи кӗвӗ, ҫавӑнпа питӗ хурлӑхлӑ та вӑрӑм, кӗрхи ҫумӑрлӑ ҫул евӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫумӑрлӑ кунсенче мунча таврашӗнче пытанса ҫӳренӗ чух тӗрлӗ май шухӑшларӗ Ҫӗпритун.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫумӑрлӑ кунсем хыҫҫӑн ҫанталӑк каллех уяртрӗ, анчах хӗвел пайӑркисем, ылтӑн тӗслӗ пулин те, ҫуллахи пек хӗртмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑрушӑ, хӑрушӑ ҫӗрлехи ҫумӑрлӑ, ҫиллӗ, аҫа-ҫиҫӗмлӗ ҫанталӑк.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче урампа тӑкӑртатса урапа кусса иртнӗ чух пӗлӗт пек тусан ҫӗкленет, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра вара кустӑрма ҫӑрса тухайми пылчӑк пулать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫамрӑк упӑшка ҫумӑрлӑ пӗлӗт пек ларать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Сала варрипе Тӗрер юхан шывӗ, ҫырмасенчи ҫумӑрлӑ кунсенчи те ҫурхи юр шывӗсемпе тулса, Кӗҫӗн Ҫавала васкать.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра Барака тӑрӑран шыв анать, вырӑна йӗпетет, урайне кӳлленчӗк пуҫтарӑнать, ниҫта выртса е ларса канма типӗ вырӑн юлмасть.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Халӗ автомобильсемпе ытти техникӑпа ҫӳреме ҫумӑрлӑ кунсенче те хӑрамалла мар, ун тӑрӑх лӑпкӑн ҫӳреме юрать.

Теперь автомобилистам и другой технике не стоит бояться дождливых дней и спокойно ездить по ней.

ППМИ пулӑшнипе ялти ҫула ункайланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3473108

Ҫумӑрлӑ ир.

Дождливое утро.

Вожатӑя халаллани // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ni-3392190

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пуҫланас умӗн сывлӑш нӳрленме тытӑнать, кашни йывӑҫ-курӑк ҫав нӳре хӑйне май туять.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӳпре-шӑна вара, мӑй-мӑй-мӑй мӑйласа, нӑй-нӑй-нӑй нӑйӑлтатса, хавшак ҫавраҫил пекех хӗвӗшет, пӑтранать, пӑрлӑ ҫумӑрлӑ аслати умӗнхи хура пӗлӗт евӗр кӑваккӑн-тӗксӗммӗн явӑнать: ҫакӑ тӗнчере хӑйне те ятлӑ-сумлӑ чӗрӗ чун пек карттарасшӑн хыпӑнать.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫапла, хӗрӗм, кӗҫех ҫумӑрлӑ кунсем пуҫланӗҫ, эпир вара стройкӑна ҫаплах вӗҫлеймерӗмӗр-ха, ненай, кӑҫалах пӗтересси те пулмасть пулӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫиллӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра вӗллене кӗмелле пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

Кӗрхи сивӗ ҫумӑрлӑ ҫил вӑрманта та, хӳтӗре, шӑм-шака самаях ҫӳҫентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра лашана ҫав тери хӗрхенеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

– Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ тӑнине, палӑртнӑ вырӑна пылчӑк ҫӑрса ҫитнине пӑхмасӑр слет чунра ҫав тери ырӑ йӗр хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем – агроволонтерсен слетӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10764-v- ... -slet-nche

Ҫумӑрлӑ кунсем ытларах тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

Шӑрӑхра вӑл кӗпе вӗҫҫӗн кӑна, ҫумӑрлӑ вӑхӑтра — салтак плащӗпе.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех