Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑратса (тĕпĕ: янӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Прице-ел… — юрланӑ пек вӑрӑммӑн янӑратса ячӗ фронтра пулнӑ салтаксенчен пӗри, взвод командирне лартнӑскер, — вун саккӑр…

— Прице-е-ел… — тягуче пел голос взводного из фронтовых солдат, — восемнадцать…

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Родионовпа Андрианов лашисем ҫинчен анса алӑ тытма та ӗлкӗреймерӗҫ, — хапха ҫумӗнче кустӑрмасем кӗмсӗртетни илтӗнчӗ — тачанкӑсем кайӑк пек вӗҫсе ҫитрӗҫ; тӗрлӗ сасӑллӑ купӑссем янӑратса ячӗҫ, шав ҫӗкленчӗ, юрӑ, калаҫу пуҫланчӗ, пӗр тачанка патӗнче ҫынсем карталанса тӑрса, ташша ячӗҫ.

И не успели Родионов и Андриянов слезть с коней и поздороваться, как возле арки загремели колеса — тачанки подлетели, как птицы; на все лады заиграли гармони, поднялся шум, понеслись выкрики, припевки, разноголосый говор, а возле тачанки уже образовался круг и начались танцы.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— «Казаксем, хаклӑ станичниксем! — сӑмахӗсене витӗмлӗн те ҫӗкленӳллӗн янӑратса вуларӗ Калмыков.

— «Казаки, дорогие станичники! — выразительно и не без подъема читал Калмыков.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн уҫӑ та янӑравлӑ сассине илтсе, пӗтӗм сотня, ыйхӑран вӑраннӑ пек, харӑссӑн янӑратса ячӗ:

Сотня, словно разбуженная его напевным вскриком, рявкнула:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Саланас умӗн «Пӗр ҫӗкленчӗ те хумханчӗ православнӑй лӑпкӑ Дон» юрра янӑратса ячӗҫ, вуннӑмӗш сӑмавар чей ӗҫнӗ май, стаканӗсене чӑнклаттарса шаккарӗҫ, шӳтлӗ черккесем ҫӗклерӗҫ.

Перед уходом пели «Всколыхнулся, взволновался православный тихий Дон», допивали десятый самовар, под звон стаканов шутливые произносились тосты.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий шухӑшне хирӗҫлесе каланӑ майлах тахӑшӗн ҫурӑк чан пек чӑртмах сасси «Калинушка» юрра чӳхентерсе янӑратса ячӗ.

Словно желая разубедить Листницкого, в сарае чей-то надтреснутый ломкий голос затянул «Калинушку».

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫывӑрма таврӑннӑ чух Листницкий таврана янӑратса шӑранакан юрра тата чӗрене ҫурас пек хыттӑн, анчах илемлӗн те пӗр тӑтӑш шӑхӑра-шӑхӑра кӗвӗ каланине илтрӗ:

Возвращаясь с прогулки, Листницкий еще издали услышал мощные раскаты песни и дикий, пронзительный, но складный присвист:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ак тамаша! — янӑратса кулса ячӗ хӗрарӑм.

— Вот так здорово! — тут она рассмеялась звонким, почти серебряным смехом.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Машина площадь урлӑ каҫса пӗр тӑкӑрлӑка чӑмса кӗрсе кайсан, Сергей йывӑҫсем хушшинчен кивӗ, ҫумӑрсем шӳтерсе ислетнӗ хӑмӑш пӳрт ҫийне, ун тупинче пӗр анра ҫарӑк ӳснине асӑрхарӗ; тата хӑнасене кӗтсе яриех уҫнӑ ҫатан хапха, ҫӑра туратлӑ икӗ йӑмра, Сергей ача чухнех лартнӑскерсем, курӑнса кайрӗҫ; йӑмра турачӗсем ҫинчен ачасем груша пек ӳке-ӳке, станица урамӗсене шӑнкӑрав пек сассисемпе янӑратса, машинӑна хирӗҫ чупрӗҫ…

Только уже вблизи, когда машина пронеслась по площади и завернула в переулок, в просвете деревьев Сергей заметил старенькую, изъеденную дождями камышовую крышу, а на гребне ее желтый стебелек сурепки; и гостеприимно раскрытые ворота, сплетенные из хвороста; и две ветвистые белолистки, посаженные еще в ту пору, когда он был ребенком; с их ветвей, как груши, посыпались мальчуганы и побежали навстречу, оглушая станицу звонким криком…

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӳме урлӑ сас тумасӑр сиксе каҫрӗ те вите ҫумӗпе утса пычӗ — витерен Саша мучи янӑратса ӳсӗрни илтӗнет.

Неслышно перепрыгнув через забор, шел мимо конюшни — оттуда звучал гулкий кашель деда Сашки.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

(«Хӑрушӑ» тенӗ сӑмаха тухтӑр юриех ҫилӗллӗ те савӑннӑ пек, «р» сасса хытӑрах янӑратса тӑсса каларӗ.)

— Доктор со злым сладострастием повторил: «кровопролитнейшие бои», налегая на «р», прирыкивая.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Полк вун-вунпилӗк минут хушшинче тенӗ пекех пуҫтарӑнса тухрӗ, вӑл, ҫӗнӗрен килнӗ ҫынсемпе хутшӑннӑскер, мадьярсен утлӑ ҫарӗ ҫӗмӗрсе кӗнӗ вырӑна, вӗсене каллех хӑваласа яма, юрӑсем янӑратса тухса кайрӗ.

Полк смотался в каких-нибудь четверть часа; пополненный людьми, с песнями пошел заслонять прорыв, продырявленный мадьярской кавалерией.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотня, халӗ кӑна ҫӗнӗрен таканлатнӑ утсем кӗпӗртеттерсе утнӑ май, юриех сӑмахсене сыпӑнтарса ярса, вокзала тата хӑйсен вӑхӑтлӑх пӳрчӗсем — хӗрлӗ вагонсем патнелле юрӑ янӑратса, — кӑмӑлне ҫӗклентерсе пырать.

Сотня, нарочно сливая слова, под аккомпанемент свежекованных лошадиных копыт, несла к вокзалу, к красным вагонным куреням лишенько свое — песню:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑлхана лаша кӗҫенни янӑратса касса кайрӗ.

Вскриком резнуло слух конское ржанье.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сасӑсӑр чӗтренсе тӑракан шӑплӑха полковник сасси янӑратса ячӗ:

В напряженную тишину полковник кинул:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тенор, картлашка ҫине пусса пынӑ пек, ҫӳлерех ҫӗкленет, чуна кайса тивекен сассипе янӑратса ярать:

Тенор берет ступенчатую высоту, хватает за самое оголенное:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пики к бою, шашки вон, в атаку марш-марш! — касса татнӑ пек янӑратса команда пачӗ есаул.

— Пики к бою, шашки вон, в атаку марш-марш! — обрезал есаул команду.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вагонсенче — ҫав калаҫусемпе ҫав юрӑсемех, нимрен ытларах ҫак юрра янӑратса пыраҫҫӗ:

В вагонах — те же разговоры, песни, чаще всего:

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Дуняшка пӗтӗм горницӑна шӑнкӑрав пек янӑратса кулса ячӗ, пуҫне ухса илчӗ; унӑн хиврен ҫивӗтлесе лартнӑ хура ҫивӗчӗсем хулпуҫҫийӗ урлӑ ӳксе, ҫурӑм тӑрӑх калта пек явӑнса анчӗҫ.

— Дуняшка бубенцами рассыпала смех по горнице, мотала головой, и черные, туго заплетенные косички ящерицами скользили по плечам ее и по спине.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сашка, пӗр тивӗҫсӗрех ят илтнипе кӳреннӗскер, чышкисемпе юнаса илнӗ те, ирсӗр сӑмахсем янӑратса, малалла утнӑ.

Сашка уходил, облитый незаслуженной обидой, матерясь и грозя кулаками.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех