Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юхнӑ (тĕпĕ: юх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Козодой кайӑк хӑйӗн юррине чарӑнмасӑр, пӗчӗк шанкӑртатса юхнӑ евӗр, юрлать.

И пел-шептал свою приглушённую, несмолкаемую, как ручеёк, песню козодой-полуночник.

Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.

Ӑҫта сӗкӗнтӗн эсӗ, пакарту ҫаплах ҫӗрсе юхнӑ пулсан?

Куда ты лез, ежели у тебя кишка такая слабая?

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл сасартӑк хӑраса ӳкнӗ пек пулса ҫаврӑнчӗ те шыв юхнӑ май пӑхса илчӗ:

Он вдруг повернулся и с испуганным лицом уставился вниз по течению:

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

— Эпӗ акӑ ҫапла шухӑшлатӑп: килте пурӑнатӑн, ӗҫе ҫӳретӗн, тӗнчере чир-чӗр, хӗн-асап пуррине те туймастӑн, пурте тип-тикӗс те яп-яка юхнӑ пек.

Я вот все думаю: живешь дома, ходишь на работу, и кажется — нет на свете болезней, страданий, все течет гладко, чинно…

1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Пулнӑ та иртнӗ, иртнине асӑнаканӑн куҫӗ шӑтса юхнӑ.

Дело прошлое, а кто старое вспомянет — тому глаз вон.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ун пичӗ тӑрӑх куҫҫуль юхнӑ, амӑшӗ ун ҫине ют ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ, чӗнмен.

По лицу его катились слезы; мать смотрела на него как на чужого и молчала.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫӑварӗнчен, ырхан мӑйӗпе сарафанӗн чечеклӗ ситсине хӗретсе, юн юхнӑ.

Изо рта ее, окрашивая худенькую шею и цветной ситец сарафана, потекла алая струйка крови.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ун пӗркеленчӗк хура пит ҫӑмартийӗсем тӑрӑх шултра куҫҫуль юхнӑ.

По ее темным морщинистым щекам текли слезы.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Улӑм витнӗ пӳртсем ҫийӗн йынӑшакан чан сасси чарӑнмасӑр юхнӑ, ӗнӗк шӑрши кӗнӗ.

Не умолкая, стлался над крышами ощетинившихся соломой изб заунывный стон колокола, несло гарью.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Шыв яла ҫутӑ такана пек ҫавӑрса илсе юхнӑ, ун тӑрӑх, хӑйсен гудокӗсене улӑхсем ҫийӗн салатса, шурӑ пӑрахутсем ишнӗ, анаталла, юхха май, симӗс ҫӗлӗклӗ хӳшӗсем лартнӑ сулӑсем туртӑннӑ, вӗсем ҫинче кӑвайтсен кӑвак тӗтӗмӗ йӑсӑрланнӑ; ҫиллес буксирсем, пӑшлатса, хартлатса хӑйсем хыҫҫӑн пысӑк баржӑсем, йывӑҫ тиенӗ суднӑсем туртса пынӑ.

По реке, огибавшей светлой подковой все село, проплывали белые пароходы, расстилая над заливными лугами зычные гудки, тянулись вниз по течению плоты с зелеными шапками шалашей, с сизыми дымками костров; сердитые буксиры, шипя и пофыркивая, тащили за собой пузатые баржи, беляны с лесом.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тусем хушшинчи чӑрсӑр та вылянчӑк юхан шыв Ксенин тӑван ялӗ патӗнче ҫеҫен хир уҫлӑхне тапса тухсан лӑпланма тытӑнать, кунта вара, тайгара кӗрлесе юхнӑ хыҫҫӑн, авӑрсем тӗлӗнче юлашки сап-сарӑ ҫулҫӑсемпе выляса, йӑвашшӑн та шӑппӑн юхать, ун ҫинче шурӑ пӗлӗтсем, хӑмӑр тӗс ҫапнӑ кӗрхи ҫырансем курӑнаҫҫӗ.

Своенравно и диковато игривая в горах, река начинала смиряться, когда вырывалась на степной простор около ее родной деревни, а здесь, после своего таежного разгула, текла покорно и тихо, отражая белые облака, порыжелые осенние берега, играя в омутных водоворотах последними яркими листьями.

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унӑн пит ҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль юхнӑ, вӑл ӑна ҫӑта-ҫӑта, ҫула уямасӑр, мӗнле май килнӗ ҫапла утнӑ, чунне ыраттарса, темле сӑмахсем каланӑ, унтан такӑнса йӗпе курӑк ҫине ӳкнӗ те хӗрарӑмла ӗсӗклесе йӗрсе янӑ…

По щекам ее текли слезы, она глотала их, шла куда глаза глядят, растравляла себя какими-то причитаниями и жалобами, потом споткнулась, упала на мокрую траву и заревела по-бабьи, навзрыд…

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унӑн питӗнчен тар кӗрлесе юхнӑ

По лицу его струился холодный пот.

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Вӑл ҫӑлтӑрсем ҫине мӗншӗн пӑхнине Арина хай те пӗлмен, ун ҫинчен шухӑшламан та, ҫапах та пӗрех май куҫа илмесӗр вӗсем ҫине пӑхнӑ, куҫҫулсем пӗрехмай питҫӑмартисем тӑрӑх юхнӑ, чунӗ тем пек хуйхӑрса ыратнӑ.

Зачем она глядела на них, Арина не думала, не глядела долго и пристально, а слезы все плыли по щекам, и материнское сердце ныло и болело.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Кӑпӑкланса, палкаса юхнӑ чарусӑр Рейса, хумӗсемпе ҫӳллӗ ҫырана ҫапӑннӑ, тавралӑха шӑв-шавпа тултарнӑ.

Бежит непокорная Рейса, пенится, клокочет, ударяет волной в высокие берега, наполняет гулом и ревом округу.

Шуйттан кӗперӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Шыв вӑйлӑ юхнӑ ҫӗрте тертленнӗ, путма пуҫланӑ.

Бьется на быстрине, тонет.

Суворовла // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Лакӑмран шыв виҫӗ тӗлтен ҫӗмӗрсе тухса, чулсем хушшипе, пусма тӑрӑх сикнӗ пек шарласа анса, анаталла ҫӑра вӑрманалла юхнӑ; пӗр хушӑ вӑрманта курӑнми пулнӑ хыҫҫӑн вӑл тарӑнах мар ҫырмана тухса, тӳрех Кубане юхса кӗнӗ…

Из котлована вода вырывалась тремя мощными струями и с глухим шорохом катилась по камням, как по ступенькам, вниз, в густой лесок; затерявшись на время в леску, она выходила в неглубокую балку и текла прямо в Кубань…

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пичетленӗ йӗркесене тинкеререх пӑхнӑҫем ӑна пӑхма йывӑртарах пулнӑ, йӗркесем тӑрӑх пӑтранчӑк шыв юхнӑ пек, вӗсем пӗрлешсе кайнӑ, — ун куҫӗсем шывланнӑ, ыратнӑ…

Чем он пристальнее всматривался в строки, тем смотреть ему было труднее, и строчки сливались одна с другой так, точно по ним текла мутная вода, — глаза его слезились, и смотреть было больно…

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тимофей Ильича ҫапла туйӑннӑ: Сталин пурнӑҫӗпе унӑн пурнӑҫӗ ту хушшипе пыракан икӗ юханшыв, — пӗри пӗчӗкҫӗ кӑна, тепри ҫав тери пысӑк, — вӗсем пӗр ҫултах, анчах тӗрлӗ ту хушшинче ҫуралса, кашни хӑй ҫулӗпе юхнӑ.

Тимофею Ильичу казалось, что жизнь сталина и его жизнь были похожи на две горные реки, — одна маленькая, другая огромная, — они были одногодками, но каждая, рожденная в разном ущелье, текла своим путем.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Аялта шыв тӑкӑс пыракан сӗлкӗше хӑваланӑ, ҫыран хӗррипе сӑтӑрӑнса чӑшӑлтатса юхнӑ.

Внизу вода с глухим шумом гнала мелкую кашицу льда.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех