Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун чухне, шыв валакпа юхнӑ пекех, шӑкӑр та шӑкӑр, шӑкӑр та шӑкӑр!
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Малтан вӑл ӳсӗрнӗ чух кӑна юнлӑ сурнӑ пулсан, халӗ ун пырӗнчен юн пӑрӑхран юхнӑ пек юхма пуҫларӗ.Ежели раньше он только кашлял кровью, то теперь уже она пошла у него из глотки цевкой.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Аялтан ҫапакан шап-шурӑ электричество ҫутипе ҫутатнӑскер, вӑл варкӑшса йӑлтӑртатать, хӗп-хӗрлӗ юн юхнӑ евӗр йӑрӑмланса вӗлкӗшет.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хура тусен тӑрринчен айлӑмалла сӗм пӗлӗтсем юхнӑ, ҫунатлӑ урхамахсем пек, вӗсем вилме ҫырнӑ хула ҫинелле юхнӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Хӗвелӗн хӗрхӗлтӗм пайӑркисем хула стенисемпе башнисене юн сапнӑ пек хӗретнӗ, чӳречесем чуна ҫӳҫентермелле хӑрушшӑн ҫуталнӑ, пӗтӗм хула аманнӑн-суранланнӑн туйӑннӑ, ун суранӗсенчен юн мар — пурнӑҫ сӗткенӗ сӑрхӑнса юхнӑ; вӑхӑт иртсе пынӑ май хула вилӳт пек хуралнӑ та, ун ҫинчи ҫӑлтӑрсем вилнӗ ҫын пуҫ вӗҫне лартнӑ ҫуртасем пек курӑннӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Тӗлӗннипе пурте ытла пӗтсе, пусӑрӑнса ларнӑ, тӗлӗнни пур шухӑшран та ҫӳлте тӑнӑ; ҫак кӗтмен-туман хӑрушӑ та ӑссӑр, ниме кирлӗ мар минутсенче — айӑпсӑррисен юнӗ юхнӑ минутсенче — хӑй йӗркипе пыракан шухӑш-кӑмӑла та вӑл пӗрлешме чарса тӑнӑ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Икӗ рабочипе хӗрарӑм пӗр типсе кайнӑ вӑрӑм ҫынна ҫавӑтса пынӑ; ҫынӗ пӗтӗмпех юрланса пӗтнӗ, пальто ҫанни ӑшӗнчен юн юхнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Пӗр-ик-виҫ ҫын каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ — вӗсен хыҫӗнче тӑп-тачӑ халӑх тӑнӑ, урамран ун ӑшнелле каллех ҫынсем татти-сыпписӗр хура шыв пек юхнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
… Халӑх малтанхи ҫил-тӑвӑл тапхӑрӗ кӑшт ҫеҫ вӑратса янӑ океанӑн хура хумӗ пек туйӑннӑ; вӑл малалла хуллен юхнӑ, ҫынсен кӑвак сӑн-пичӗсем кӑпӑклӑ, пӑтранчӑк хум тӑрри пек пулнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Хӑмӑр чулсем хушшипеле сӑрхӑнайса сӑрт шывӗ юхнӑ, сӗм-тӗттӗм пӑчӑ шырлантан ҫӗрӗк шӑршӑ персе вӑл тӑнӑ.Сквозь серый камень вода сочилась, и было душно в ущелье темном и пахло гнилью.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Пурте вӑрман хыҫнелле, Стожартан виҫӗ ҫухрӑмри улӑх еннелле, шыв пайланса юхнӑ вырӑналла утрӗҫ.Все пошли на луг, который лежал за лесом, в излучине реки, километрах в трех от Стожар.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Е ейӳ сарӑлса кайнӑ, е ҫула ватса ҫиллеслӗн юхса: «Ямастпӑр ак, ямастпӑр» тенӗ пек шӑнкӑртатса юхнӑ.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Англи ҫӗрӗ ҫине пӗр вӗҫӗм бомбӑсем тӑкӑннӑ, Грецире те юн юхнӑ, тӗнчене хура пӗлӗтсем карса илнӗ.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫӳлтен шарласах шыв юхнӑ.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑхӑт чарӑнса тӑрса ҫак ҫыран хӗрринче, ватӑ башньӑсем хушшинче Песчинкӑпа Тихая шывӗсем пӗрлешсе юхнӑ тӗлте хам килессе кӗтсе тӑнӑ пекех пулса тухрӗ, — акӑ таврӑнтӑм ӗнтӗ эпӗ, вӑхӑтпа иксӗмӗр пӗр-пӗрин ҫине пӑхатпӑр.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Куҫҫулли шӑпӑртатса юхнӑ Аллинче уҫӑ банка чӗтренӗ, ун ӑшӗнче укҫа вырӑнне тултарнӑ темӗн те пӗр янӑракан япаласем курӑннӑ.Текли слезы, в пухлой ручке прыгала открытая копилка, полная вместо денег всякой гремучей дряни.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пур енче те вӗсен лашисен таканӗсен сасси шыв юхнӑ пӗк шӑнкӑртатать.
XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ӗлӗк кайӑк сӑмсинчен шыв сирпӗнсе юхнӑ.
XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сӑмсинчен шӗвӗ манка юхнӑ.
XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн вараланчӑк пичӗ тӑрӑх, тутӑртан пӑрса кӑларнӑ пек, куҫҫуль юхнӑ.По его замурзанному лицу, как из выжатой тряпки, струились слезы.
XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949