Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лупаса кӗнӗ чух Ухтиван питне эрешмен карти хупласа илчӗ.
Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Раҫҫей тӑрӑх каркаланӑ эрешмен картин пур ҫипписем те ун аллкне пынӑ.Все нити паутины, которой была оплетена Россия, сходились в его руках.
Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пахчара хытхураран хытхурана пурҫӑн ҫип евӗр эрешмен карти тӑсӑлать.
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Кӑранташпа ҫырнӑ, эрешмен карти пек курӑнаҫҫӗ саспаллисем.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Кӑҫалхи кӗр тумӗ чӑн-чӑн ылтӑн тӗслех: сарӑ та йӑм-хӗрлӗ вӗрене ҫулҫисем калама ҫук илемлӗн ҫӗр ҫине пӗрерӗн-пӗрерӗн вӗлкӗшсе ӳкеҫҫӗ, ӑвӑс ҫулҫисем те ылтӑн укҫа пек ушкӑнӑн-ушкӑнӑн вӗлтӗртетсе тӑкӑнаҫҫӗ, эрешмен картисем халӗ те пурҫӑн ҫип пек унталла-кунталла вӗҫеҫҫӗ, улмуҫҫи ҫулҫисем кӑна шухӑша ӳксе вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн чӑштӑртатаҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Куҫ кӗски ҫине пӑхни, ҫапах та, питӗнчен эрешмен картине сирсе ывӑтрӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Хӗрарӑм сӑн-пичӗ кунсерен тӗксӗмленнӗҫемӗн тӗксӗмленет, мӗншӗн тесен упӑшкин фабрикисем пӗрин хыҫҫӑн тепри хупӑнаҫҫӗ, машинӑсем кӗрленӗ ҫӗрте эрешмен картисем шӑршлӑ йӑва ҫавӑраҫҫӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Курӑнми хӗрарӑмӑн ҫӗкленсе сывлакан ҫепӗҫ кӑкӑрӗнчен сирпӗнекен сӗт унӑн тути ҫине курӑнми ӳкет, вӑл вара ӑна, ҫав хӗре, умне сӑнарласа кӑларчӗ, унӑн тӳпенелле ывӑтнӑ йӑл куллине ярса тытасшӑн, ҫут тӗнчене карса хунӑ ылтӑн эрешмен картине курнӑран куҫӗсене хӗсет.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ирхи шуҫӑмӑн уҫӑмлӑ, хупӑ куҫлӑ питӗнчен кӑшӑлӑн йӑлтӑркка хӗрри шӑранать; пӗлӗтлӗ сӑртсем горизонт леш еннелле шӑваҫҫӗ, вӑрманӑн эрешмен карти евӗр эрешӗ тепӗр ҫыраналла тӑсӑлать, — Горн сӑнарлавӗнче ҫаксем пурте — тӑнӑ хальлӗнех ҫывӑракан симӗс рыцарьсен ушкӑнӗсем евӗр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
— Вӑл ҫара уранччӗ, — ку сӑмахсем чӑннипех те тӗп тӗрӗс, — пушмакӗ юнашарах, чӑлхи вара турат ҫинче ҫакӑнса тӑрать, ну, пӗртте ӳстерсе каламастӑп: питех те селӗм чӑлха — эрешмен карти пек йӑлтӑркка.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Чухламарӑм, илтрӗм, — терӗ сарлака янах шӑммиллӗ ҫак хӗр (вӑл: «Молли — эпӗ, сире мӗнне пулӑшайӑп?» — тесен тунсӑха пула эпӗ мӗкӗрсе ямах хатӗрччӗ ӗнтӗ); эрешмен картине тытнӑн — аллисемпе хӑйӗн умӗнче хӑлаҫланать.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Чун-чӗре перӗнӗвӗсен эрешмен картин сӑн-сӑпачӗпе.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫакӑнта пулнӑ вӑхӑтра умӑмра — эпӗ турат ҫинчи кайӑк тейӗн — кунта пухӑннӑ пур ҫын тӗлӗшпе те вӗсен хушшинче вӑраххӑн шуҫса куҫакан темӗнле сӗм кӑштах палӑрчӗ: ҫакӑ алӑран вӗҫерӗнекен эрешмен карти евӗрлӗ вӑрттӑн пӑхӑнӑвӑн куҫӗсемпе куҫӑмӗсенче курӑнать темелле-тӗр.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Унта-кунта эрешмен карти карса илнӗ шыв атӑ кунчи ӑшне кӗрсе пырать.Вода, кое-где покрытая паутинкой утреннего льда, заливала за голенища сапог.
ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл итлесе тӑракан халӑх пуҫӗсене, эрешмен ҫинҫе те ҫӳхе картине карнӑ пекех, ултавлӑ сӑмахсемпе ҫавӑрчӗ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ун ҫине вӑрах пӑхакансем хӑйсен пӗтӗм ӳт-пӗвне чӗтренчӗк ҫутӑ эрешмен карти серепеленӗн туяҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Хӗрӗ ӑна иккӗмӗш хут ҫырманран старик хӑрушла тилӗрсе кайрӗ, хӑйне хӑй хирӗҫлекенскер — «янахне курайманлӑх галстукӗпе хупларӗ», унтан хӑйӗн ҫуртӗнче эрешмен пек тӗпленчӗ, шӑна-секретарьсене кӗтме пикенчӗ — вӗсене пӗлтерӳре евитленӗ асаплантарусемпе нушалантарма сӑмах пачӗ.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Йывӑҫ-курӑкӑн ҫӑра та вӑйлӑ шӑрши чӗрене хумхантарать, инҫетӗн янкӑр таса тӑрӑлӑхӗ сарлакан сарса хунӑ, савӑнса кулакан ытамсем евӗр; ирхи сӑрӑсен ҫепӗҫлӗхне сенкер мӗлкесем йышлантараҫҫӗ, кӑтра ҫутӑра унта та кунта эрешмен карти пайӑркан-пайӑркан йӑлтӑртатать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Эрешмен картипе хуплама епле ӑста вӗсем.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ҫапла майпа Калюк вӑрӑ-хурахӗсемпе вӗсене вӗрентекенсем, эрешмен карта ҫавӑрнӑ пек, пӗтӗм чӑваш ҫӗрне карса илнӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.