Шырав
Шырав ĕçĕ:
эрешмен сăмах пирĕн базăра пур.
4. Тӳрӗлӗхшӗн нихӑшӗ те вирлӗн калаҫмасть, нихӑшӗ те чӑнлӑха хӳтӗлемест: ӑҫтиҫука шанаҫҫӗ, суя суяҫҫӗ, усал тӗвӗлеҫҫӗ те усал ӗҫ ҫуратаҫҫӗ; 5. ҫӗлен ҫӑмартисене пусса лараҫҫӗ, эрешмен карти караҫҫӗ: кам ҫав ҫӑмартана ҫиет, ҫавӑ вилет, лапчӑтсассӑн — ҫӗлен шуса тухать.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Акӑ ҫӗр ҫинчи тӑватӑ пӗчӗкскерӗ, анчах вӗсем ӑслисенчен те ӑслӑрах: 25. кӑткӑ — халӑхӗ вӑйлӑ та мар, анчах апатне ҫулла янтӑлаҫҫӗ; 26. сӑрт-ту шӑшийӗ — хавшак халӑх ҫеҫ, анчах йӑвине чул ту ҫинче ҫавӑраҫҫӗ; 27. хӗрлӗ шӑрчӑкӑн патша ҫук, анчах вӗсем кар тапранаҫҫӗ, йӗркен-йӗркен пыраҫҫӗ; 28. эрешмен урисемпе ҫакланкалать ҫеҫ, хӑй вара патша керменне те ҫитет.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Турра манакансен ҫулӗ пурин те ҫавнашкал, ултавҫӑн шанӑҫӗ те путланать; 14. ӗнтӗ унӑн ӗмӗтне тӗпренех каснӑ, унӑн ҫирӗплӗхӗ те — эрешмен ҫурчӗ ҫеҫ.
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мелник хунар ҫутса ячӗ, Бойчона арман чулӗпе стена хушшинчен ирттерчӗ, унтан, икӗ лар хушшипе хӗсӗнкелесе, эрешмен карти каркаланӑ пӗчӗк алӑк умне ҫитсе чарӑнчӗ, ҫав алӑка уҫса курманни нумай пулать пулас.
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл ҫамки ҫинче тем йӑраланса ҫӳренипе вӑранса кайрӗ — темле эрешмен е хурт пулчӗ пулмалла.Проснулся он оттого, что по лбу его что-то ползало — наверное, паучок или какой-нибудь червяк.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.