Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эрешмен сăмах пирĕн базăра пур.
эрешмен (тĕпĕ: эрешмен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫил вӗрсе килет те, йывӑҫ тӑррисем хумханнӑ май вӗсем хушшине карӑннӑ, ахаль чух ҫивӗч куҫа та курӑнман хурҫӑ хӗлӗх пек эрешмен ҫипписем, мӗлке ҫинчен самантлӑха тухса, йӑлтӑртатса илеҫҫӗ, вара каллех пытанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Унта ҫитнӗ тӗле пуҫ ҫине темле курӑк ҫулҫисем тӑкӑнчӗҫ, пит-куҫа эрешмен карти ҫыпҫӑнса пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эрешмен картине лекнисен пурин те ҫав ҫылӑхлӑ йывӑр сереперен хӑтӑлас килет пуль, анчах ниепле те вӑй ҫитереймеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсен ӑш-чикӗнче кашнийӗнех ӳпке-пӗвер тата ытти ӑпӑр-тапӑр кӑна, чун тени вара ҫук.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Лере, эрешмен картин пӗр кӗтессинче, Арлашкин инженерпа Трахви тракторист мӗкӗлтетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Серепе варринче Мерчен Мишши тилӗ евӗр кускалать, унталла пӑхать, кунталла — Потапова шырать, анчах лешӗ, ӑслӑскер, эрешмен картинех лекес ҫук-ха — сӑввисем хӑюллӑ унӑн.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мӑн эрешмен ҫӑтса ярасран хӑранипе карта хӗрринерех лекме мекеҫленеҫҫӗ, хӳтӗрех вырӑн шыраса пӗр-пӗрне чышкалаҫҫӗ, ҫыртаҫҫӗ, чӗпӗтеҫҫӗ, таптаҫҫӗ, ҫупа-ҫупа яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку вӑл ирӗк шухӑша хӗсекен, ҫутӑ ӗмӗте сӳнтерекен хӑрушӑ серепе, ӑна Мӑн эрешмен хураллать.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранова сасартӑк пысӑкран та пысӑк эрешмен карти курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ кӑҫал янкӑр уяр: хула ҫинче кашни кунах кӑн-кӑвак тӑрӑ тӳпе йӑлтӑртатать, урамсемпе парксенче эрешмен картисем вӗлтӗртетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Каҫсерен тӑм ӳкнӗрен сулхӑнраххӑн пуҫланакан кунсем кӑнтӑр тӗлнелле лӗпсӗрех ӑшӑтса йӑвашланчӗҫ, эрешмен картисемпе каркаланса эрешленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эрешмен пек хӑй картине кара пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫут тӗнчере пылхурчӗ ҫеҫ мар, шӑна-пӑван та, эрешмен те пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эрешмен картисем ҫинче сывлӑм пӗрчи шӑрҫисем ярӑмланса ялтӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Тутлӑ эрех, — питне-куҫне хирӗнчӗк, «шӑнтнӑ» кулӑпа хупласа, пылак сӑмахсемпе пирӗн пуҫра эрешмен карти карма пикенет Тимӗр Кӗркури.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Татах ларкаларӗ вӑл, вара хӑй ҫырнинчен аяларах «Р8» паллӑ турӗ те ҫӑмӑлҫаххӑн хушса «эрешмен карти карса хучӗ»: «Бодрова качча тухсан, пӗрре хӗсетӗпех сана».

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Сӑрламан мачча ҫинче, турат куҫӗ тӗлӗнче, темле кӑпшанкӑ (е шӑна?) эрешмен ҫӑварне лекнипе вӑрӑм «вилӗм хӳххи» тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пурпӗрех Пурис малашне асӑрхануллӑрах пулчӗ: йывӑҫ-тӗмӗ ҫине пырса тӑрӑнасран сылтӑм аллине малалла кӑнтарса, шитшерӗн утӑмласа, тӗллӗн-тӗллӗн эрешмен картисене те ҫатӑртатса таткаласа хӑйне хапӑлласа йышӑнман вӑрман ӑшнелле ҫине тӑрсах тапаҫланчӗ: чӑштӑр-чӑштӑр, шӑт-шат, ҫӑт-ҫат, шӑтӑрт-шӑтӑрт…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Хӑ, — тутине эрешмен карти пек кулӑ ҫакса ячӗ Митюк, — камӑн пултӑр тата?

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Питӗнчи эрешмен карти евӗр йӗрсем кулнӑ чух татах та ытларах палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Ҫавтепи, курӑнман эрешмен картине илсе пӑрахнӑ евӗр, аллипе питне сӑтӑркаласа илет.

Савдеби утирает лицо, словно пытается снять с него невидимую паутину.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех