Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эпе сăмах пирĕн базăра пур.
эпе (тĕпĕ: эпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпе полицире ӗҫлетӗп, терӗм-иҫ сире.

— Я же сказал, что служу в полиции!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Эпе Рыбаксоюза утрӑм.

Я отправился в Рыбакколхозсоюз.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Эпе бомбӑсене те пуҫҫапмастӑп, хӑрасса та ыттисенчен сахалтарах хӑратӑп пулас.

И я могу идти, не кланяясь ядрам, и трушу даже гораздо меньше других!

21 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

— О! чӑтма ҫук халӑх вӑл! пӗлместӗр-ха эсир вӗсене, — ҫийӗнчех хушса хучӗ Непшитшетски поручик, — калам-ха эпе сире, вӑл ҫынсенчен эсир мӑнаҫлӑхпа патриотизм е сисӗм-туйӑм таврашне ан та ыйтӑр луччӗ.

— О! это ужасный народ! Вы их не изволите знать, — подхватил поручик Непшитшетский, — я вам скажу, от этих людей ни гордости, ни патриотизма, ни чувства лучше не спрашивайте.

7 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

— Эпӗ… мана кунта ячӗҫ… генерал патӗнчен… эпе ген… его превосходительство патне кӗме пултаратӑп-и? — шикленерех, ҫав хушӑрах пуҫ тайса ыйтрӗ вӑл.

— Я… мне приказано… я могу ли явиться к ген… к его превосходительству от генерала NN? — спросил он, робея и кланяясь.

5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

т. ыт. те, тӳррипе каласан, эпе ӑна сан пирки кӗвӗҫмех пуҫларӑм».

и т. д., так что я решительно начинаю ревновать к тебе».

2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Эпе ӑна сирӗн анкета тӑрӑх пӗлтӗм.

Мне показывали ваши анкеты.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Мӗн куртӑм-ха эпе!

Что я увидел…

XC сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл пӗр хуҫа патне кайнӑ та: «Укҫа парччӗ мана, эпе сана хӑй тӗллӗн авӑракан арман туса парӑп», — тенӗ.

А пошел к купцу и обещал ему сделать мельницу без воды и лошадей.

Хӑй тӗллӗн авӑракан арман // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпе тискер кӗсресен йӗрӗсене ҫеҫ куратӑп, — тесе ответлерӗ Кольхаун.

— Я вижу только следы диких кобыл, — ответил Кольхаун.

ХVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Эпӗ ҫакна каласшӑнччӗ: эпе сирӗн килте Морис-мустангера эрех ӗҫме е ҫикелеме сӗннинчен ним усси те пулас ҫук.

— Я хотел сказать, что нет никакого смысла мне предлагать в вашем доме Морису-мустангеру выпить или закусить.

XI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Хӗрлӗ сухаллӑ фельдфебеле тӗллесе эпе икӗ хут персе ятӑм.

Я выстрелил из своего нагана два раза, взяв себе мишенью рыжую бороду.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Эпе вӑр-вар тумланса чей ӗҫкелерӗм те вӗсемпе пӗрле ҫырма хӗрне тухрӑм.

Я быстро оделся, напился чаю и вместе с ними вышел на берег реки.

Хӗлле хир сыснисене тытма кайни // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 88–91 с.

Эпе кайсан сирӗн Гончарук мӗн чухлӗ тырӑ тӑккаласа пӗтерет…

— Ваш Гончарук столько зерна пораструсит…

2 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Эпе пӗр уйӑх ытла ӗнтӗ йывӑр наступленисенче ҫапӑҫатӑп.

Прошло уже больше месяца, как я нахожусь в тяжелых наступательных боях.

Ҫырусем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Эпе Зоя ячӗ чӗррине, вӑл ҫынсене хавхалантарнине туйнӑ.

Я чувствовала: жива и трепетна память о Зое.

Пӗтӗм чӗререн // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Эпе ватӑ пулсан та пурӑнатӑп, вӑл вилнӗ…» — ҫырать вӑл.

Я, старик, живу, а ее нет…» — писал он.

Шура // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Эпе, анне, эпӗ, — пӗтсе кайнӑ амӑшне курсан, Ильясӑн ик куҫӗнчен куҫҫуль сӑрхӑна пуҫларӗ.

— Я, мама, я… — Теперь слезы неудержимо покатились из глаз Ильяса.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Анчах эпӗ лахтарьсене ҫӗмӗрсе тӑкма пулӑшакан законсене кӑна юрататӑп, ҫавӑнпа та эпе май килсенех тӗрмерен тухса тартӑм.

Но я уважаю только такие законы, которые помогают бить лахтарей, и поэтому, когда представился случай, я бежал из тюрьмы.

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Эпе нумай шухӑшласа тӑмасӑрах, тетене хӑлхаран калатӑп: «Ну, тете, суйласа ил: е хӑвӑн сӑмахусене хамӑн чыслӑхӑм ҫинчен ӗҫпеле шӑлса тӑкма меслет пар мана, е хамӑн кӑмӑлӑма ҫырлахтармашкӑн эпӗ кирек епле те пулин урӑхла меслет тупма тӑрӑшӑп…» тетӗп.

Я, долго не думая, и говорю дяде на ухо: «Ну, дядя, выбирай: или дай мне возможность делом смыть твои слова с моей чести, или я должен буду выбрать другой какой-нибудь способ искать удовлетворения…»

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех