Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эпе сăмах пирĕн базăра пур.
эпе (тĕпĕ: эпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чиперех иртессе шансах тӑратӑп эпе.

Я уверена, что всё обойдётся.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Юлташсем, пӗлетӗр-и мӗнне, — терӗм эпе кӑралӑхӑм ҫӗкленнипе хам хаваслана пуҫланӑ май, — тинех эпӗ пӗчӗк хӗрача мар ӗнтӗ — эпӗ ҫирӗм тӑватӑ ҫулта, хама мӗн килӗшнине пурне те тума пултаратӑп пулӗ.

— Товарищи, знаете что, — сказала я, чувствуя, что мне становится даже как-то весело от злости, — в конца концов, я уже не маленькая — мне двадцать четыре года, и я могу, кажется, делать всё, что мне нравится.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Астӑватӑр-и эсир эпе Ленинградра чухне иксӗмӗр хире-хирӗҫ янӑ ҫырусене?

— Помните ли вы те письма, которыми мы обменялись, когда я ещё был в Ленинграде?

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗрле эпе ҫаплах пурнӑҫ хӑвӑртлӑхне туйса (ун пирки ӗнтӗ манӑн хӑлхара темскер шӑхӑрса тӑнӑ пек туйӑнать) вырӑн ҫинче выртнӑ ҫӗртех сӗм тӗттӗмре-таҫталла вӗҫнӗ пек пулса, Марья Васильевна Кораблев патӗнче чухнех вилме шутланине чухласа илтӗм.

Ночью, все еще чувствуя скорость, от которой, кажется, свистело в ушах, все еще летя куда-то, хотя я лежал на своей постели, в темноте, я понял, что Марья Васильевна уже накануне, у Кораблева, решила покончить с собой.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ айӑплӑ, эпе сире суйрӑм; анчах сире Гринев та улталать.

— Я виноват, я вам солгал; но и Гринев вас обманывает.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпе пӳрте е, хуралҫӑсем калашле, двореца (патша ҫуртне) кӗтӗм.

Я вошел в избу, или во дворец, как называли ее мужики.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Астӑватӑн-и, — ӑна пӳлсех каларӑм эпе, — хӑвӑн куккуна мӗнле шыранине?

— А помнишь, — перебил я, — как мы твоего дядю искали?

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпе ӑна ҫывӑрмалли пӳлӗме ертсе кӗтӗм, анчах та пире ачасем сырса илчӗҫ, шӑтарас пек пӑхма пуҫларӗҫ.

Я провел его в спальню, но ребята обступили нас и стали смотреть прямо в рот, —

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вӑл, хыпаланса ӳкнӗскер, куҫлӑхлӑскер, ҫӑнӑхланса пӗтнӗскер, столовайне, эпе ҫывӑрнӑ ҫӗре Петька ҫырӑвне илсе кӗчӗ.

Потом она вошла в столовую, где я спал, озабоченная, в очках, перепачканная мукою, и принесла за уголок письмо от Петьки.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑл та Саня, Анчах та вӑл эпе Энскран тухса кайнӑранпа ун патне пӗр ҫыру та ҫырманнине пӗлсен, тата ытларах тӗлӗнчӗ.

— Тоже Саня, Но еще больше она удивилась, когда узнала, что я ни разу не написал сестре с тех пор, как уехал из Энска.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпе Георгий пичче патне хӑнана, Туркмени ҫӗршывне, кайма тухнӑ.

Я ехала погостить к брату Георгию в Туркмению.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпе Расщепей юлташӑн «Хаяр мужикӗнчи» хӗр ача.

— Я у товарища Расщепея снималась в «Мужике сердитом».

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпе портьера хыҫӗнче ни вилӗ, ни чӗрӗ тӑратӑп.

Я стояла за портьерой ни жива ни мертва.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрре Кино дворецӗн аслӑ пӳлӗмӗнче эпе Расщепее тӗл пултӑм.

Расщепей встретил меня раз вечером в зале Дворца кино.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ халь хама-хам шанма, ӗненме тытӑнтӑм, пурӑнан пурнӑҫра эпе те вырӑнлӑ иккенне, пултарулӑх тӗлӗшпе эпӗ те катӑк маррине хам пӗлсе, хам куртӑм.

А может быть, самое важное было в том, что теперь я поверила в себя, увидела, что могу пригодиться в жизни и участвовать в ней не хуже других.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпе, кӗлесене шаклаттарса, ярт кӑна тӑсӑлса тӑтӑм.

Я щелкнула каблуками, вытянулась и замерла.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтанласа эпе Тургеневӑн «Сунарҫӑ калавӗсене» вуласа тухма шутларӑм, ӑна эпӗ иртнӗ ҫул вулама тытӑннӑччӗ те, пӗтӗмпех вулаймарӑм, начар пек туйӑнчӗҫ вӗсем мана.

Для начала я решил прочитать книгу «Записки охотника», которую я уже читал в прошлом году и бросил, потому что она показалась мне очень скучной.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпе кӳренсе, кичемленсе кайрӑм.

Я почувствовала досадливую скуку.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫаванпа та эпе сӑпайлӑн кӑна: — Нимех те ҫук унта, кӑмӑл туртмасть.

Поэтому я сказал вежливо: — Чего там, неохота.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑнпа та ӗнтӗ эпе пирвайхи ҫулсене лайӑх астунинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук.

Без сомнения, именно поэтому с такой отчетливостью запомнились мне первые годы.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех