Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

элле сăмах пирĕн базăра пур.
элле (тĕпĕ: элле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Элле ман кин мӗнле те пулин айӑпа кӗчӗ-и?

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элле ман кин начар-и?

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элле вайпутсем патне кӗрсе ҫӳремерӗн-и?

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрӗхе ҫитнӗ-и элле?

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элле, эпир санпа иксӗмӗр виле курман-и?

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑлхар ҫӗрӗсене таврӑнма уйлать-и элле?

Куҫарса пулӑш

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Элле вӑл хӑй кӑна пӗччен тарса та ҫӑлӑнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗр ҫул иртиччен элле Тӗнче Чӗтреттерекен (Чингисханӑн) мӑнукӗ тӑван ҫӗршывне, мангулсем юратнӑ Керулен юханшывӗ хӗррине, таврӑнса кайӗ?

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тӗрӗс пулчӗ-ши ҫавӑ, элле ҫутҫанталӑк унпа вылярӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Элле урӑх ӗҫпе вӗсем унта пухӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Элле, хуҫа сӑмахне илтмерӗн-и?

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Элле, начар хуҫа-им вӑл?

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Элле, машинӑпах тиесе каяс тет-ши?

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ак тамаша, такамӑн ӑста алли ятарласа аппаланнӑ-ши, элле — тӗреклӗ те хулӑн вулӑллӑ хурӑн пӗкӗ пек авӑннӑ та тепӗр йывӑҫа ыталанӑ ҫул тӑрринче асамат кӗперӗ пек ҫакӑнса тӑрать вӑл халӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Хура тумлӑ хӗрарӑм, элле, мана палларӗ пулать-и-ха?

Куҫарса пулӑш

I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Мораль законӗсене, йӗркелӗхе пӑсмасӑр, пурнӑҫпа киленсе пурӑнма пулать, элле?

— А разве можно наслаждаться жизнью, не нарушая законов морали, а?

Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.

— Пӗр ҫын нумай ҫынсене ҫаратни — ҫыннӑн харпӑр хӑй ӗҫӗ пулать элле? — йӑвашшӑн ыйтрӑм эпӗ.

— Но разве разорение одним человеком многих — частное дело? — вежливо осведомился я.

Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.

— Эсӗ, тимӗр шапа ҫӑмарти, эпир мӗн калаҫнине итлеме шутларӑн-и элле?

— Ты, черепашье яйцо, пролез подслушивать?

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пурлӑхӗ-ырлӑхӗ тарамччӗ-ха, элле аҫу чӗрине те хӗрхенми пултӑн-и ӗнтӗ эсӗ, хӗрӗм?

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Мӗн вара, элле сахал-и?»

— Да что ж, разве мало?

II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех