Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ ӗнтӗ эпир хуларан тухрӑмӑр; пылчӑклӑ ула-чӑла урамсем, хӑлхана ҫуракан йӑлӑхтаруллӑ шӑв-шав анлӑ уйсемпе тусанлӑ ҫул тӑрӑх кустӑрмасем ҫемҫен кӑлтӑртатса пынипе улшӑнчӗҫ; ман тавра пур енче те ырӑ шӑршӑллӑ ҫурхи сывлӑш анлӑ ирӗклӗхре чӳхенме пуҫларӗ; ҫакӑнта ҫеҫ эпӗ юлашки икӗ кун хушшинче мӗн курни-илтнипе ирӗклӗ пурӑнма пуҫланин тыткӑнӗнчен хӑтӑлса, хама хам алла илтӗм, унсӑрӑн чӑлханса кайма пуҫланӑччӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Нӳрӗ ҫӗр, ун ҫине тӗл-тӗл шӑтса тухнӑ сарӑ туналлӑ курӑксен ҫутӑ симӗс йӗпписем, хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса юхакан шывсем, вӗсем ҫинче явӑнакан тӑпра тӗпренчӗкӗсемпе турпассем, сиренӗн кӳпшек папкаллӑ хӗрелнӗ турачӗсем, чӳрече тӗлӗнчех сулкаланаканскерсем, ҫак тем ҫинче йӑшӑлтатакан пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑксем хӗвӗшӳллӗн чӗвиклетни, хӑй ҫинчи юр ирӗлнипе хура пек курӑнакан хӳме, кунсӑр пуҫне чи пахи — ҫак ырӑ шӑршӑллӑ нӳрӗ сывлӑш, савӑк хӗвел мана ӑнланмалла та уҫӑмлӑн темле ҫӗнӗ хӳхӗм япала ҫинчен калаҫҫӗ, ҫакӑн ҫинчен мана ҫутҫанталӑк епле каланине ҫырса кӑтартма пултараймастӑп, эпӗ ӑна хам мӗнле ӑнланнине ҫырса кӑтартма тӑрӑшам, — пурте мана илем, телей, ырӑ ӗҫсем ҫинчен калаҫҫӗ, ку та, тепри те маншӑн пулма пултарасси, пӗри теприсӗр пулмасси, илемпе телей, ырӑ ӗҫсем пӗр япаланах пӗлтерни ҫинчен калаҫҫӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эй, мӗнле тутлӑ шӑршӑллӑ!» — илтӗнет крыльцаран.
Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Кунта тӗрлӗ йывӑҫсем нумай, ҫав тари илемлӗ те ырӑ шӑршӑллӑ чечексем ӳсеҫҫӗ, унашкал чечексене вӑл Шуратӑл тӑрӑхӗнчи улӑхсенче нихҫан та курман.
IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Хулпуҫҫи ҫинех ырӑ шӑршӑллӑ тирек туратти усӑнса анать.
20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ырӑ шӑршӑллӑ ёлка тавра шӑппӑн утса ҫаврӑнаҫҫӗ ачасем.
Хӗллехи каҫсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Эпир лётчикпа каҫхи апат ҫимен, кил хуҫи хӗрарӑмӗ кӑмака ҫине ырӑ шӑршӑллӑ ҫурхи улӑм сарса парассине аран кӗтсе илсе, выртнӑ-выртманах ҫывӑрса кайнӑ.
Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.
Пирӗнни пек шӑршӑллӑ.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хӑшпӗр ҫӗрте, снарядсен шӑтӑкӗсем ҫывӑхӗнче, нӳрӗксӗр ӳсекен армути кӑвакарать е чӑпар курӑк тутлӑ шӑршӑ кӑларса ларать; Гай, йывӑр миномет плити айӗнче пӗкӗрӗлсе, ҫак тутлӑ шӑршӑллӑ курӑка татса илме ӳркенмест.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тыл енчен ҫеҫенхир огневой позици патнех ҫитет, боецсем ун хӗрринче тутлӑ шӑршӑллӑ пысӑк тинӗс хӗрринче выртнӑ пекех выртаҫҫӗ.С тыла к самой огневой подходит степь, и они лежат на траве, как на берегу ароматного моря.
VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кӗтмен ҫӗртенех палуба ҫине, юр ҫунӑ пекех, ырӑ шӑршӑллӑ шурӑ ландыш чечекӗсем ӳкме тытӑнчӗҫ: ҫав чечексене челюскинецсене кӗтсе илекен самолётсем ҫинчен питӗ тӗл пӑрахрӗҫ.
Совет Союзӗн Геройӗ ятне памалла тунӑ хыҫҫӑн // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Халӗ вӗсем шӑрӑх мар-ха, чуна килентерекен ырӑ шӑршӑллӑ чечексем те сарӑлса ҫитмен.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Тӑван вырӑнсенчен инҫетре вӗренекен Чкалов уйрӑмӑнах тӑван ҫӗршывне тунсӑхланӑ: вӑл ҫунатлӑ ҫил арманӗ хӑлаҫланса ларакан ем-ешӗл ҫӳлӗ вырӑна, ҫыран хӗрринчи ӑшӑх вырӑнсенче кӗмӗл пек ҫутӑ пулӑсем ушкӑнпа ишсе ҫӳренине, улмуҫҫи ҫинчен тин ҫеҫ татнӑ тутлӑ шӑршӑллӑ та техӗмлӗ панулмисене, хӗрсе кайнӑ ҫан-ҫурӑмне Атӑлӑн сулхӑн шывӗ ачашланӑ самантсене аса илнӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Киевра тунӑ икон тавра тата стенасем тӑрӑх та пӑтасем ҫинче тӗрлӗрен типӗ шӑршӑллӑ курӑксемпе чечексем: утмӑлтуратсем, эрӗмсем, сарӑ чечексем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ: Кӑмака ҫине пӗлтӗрхи мӑкӑнь пуҫӗсене пӑрахса тултарнӑ.
XVI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Вӗсенчен тутлӑ та ырӑ шӑршӑллӑ ҫимӗҫ урӑх нимӗн те ҫук.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Лӑпкӑ ҫил Петр Артамонова тутлӑ шӑршӑллӑ ӑшӑпа лӑпкаса илчӗ, тӗксӗм ҫанталӑк ҫуталса кайрӗ; пӗлӗтсем хушшинчи сав тери тарӑн кӑвак шӑтӑкран хӗвел ҫутатма пуҫларӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Чечексемпе ырӑ шӑршӑллӑ ҫулҫӑсем нумай ӳкнӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тепӗр кунне, каҫхине, бульварта каллех егерсен музыки янӑрама пуҫларӗ, павильон патӗнче тата чечеке ларнӑ ырӑ шӑршӑллӑ акацисем хушшинче, аялта, каллех офицерсемпе юнкерсем, салтаксем, ҫамрӑк хӗрарӑмсем, праҫник чухнехи пек, уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗҫ.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Аялта вара, ырӑ шӑршӑллӑ шурӑ акацисен сулхӑнӗнчи аллейӑра уйрӑм ушкӑнсем уткаласа ҫӳреҫҫӗ, хӑш-пӗр ушкӑнӗсем лараҫҫӗ.Внизу по тенистым пахучим аллеям белых акаций ходили и сидели уединенные группы.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Йывӑҫ ҫулҫисем чӗтӗресе кайрӗҫ, пирӗн ҫие сывлӑм шапӑртатса тӑкӑнчӗ, ҫавӑнтах тата аван шӑршӑллӑ шурӑ чечекӗсем тӑкӑна пуҫларӗҫ.
Ҫӗмӗрт // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.