Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Эсӗ хӑвӑн тырӑ-пулӑ парнине чӳлмекре пӗҫерсе паратӑн пулсассӑн, ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тумалла, 8. ҫакӑн пек тунӑ парнӳне Ҫӳлхуҫана кӳр; ӑна священника кӳрсе пар, вӑл ӑна парне вырӑнӗ умне илсе пырӗ; 9. священник ҫак парнерен асӑнмалӑх пай илӗ те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне; 10. ытти, тырӑ-пулӑ парнинчен юлни, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ: Ҫӳлхуҫана кӳрекен парнесенчен ҫакӑ вӑл — аслӑ сӑваплӑ парне.
Лев 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кам та пулин Ҫӳлхуҫана тырӑ-пулӑ парни кӳрес тесессӗн, тулӑ ҫӑнӑхӗ илсе пытӑр, ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтартӑр, ун ҫине ливан хутӑр, 2. ӑна Аарон ывӑлӗсем, священниксем, патне илсе пытӑр, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ ҫӑнӑха священник мӗнпур ливанӗпе пӗрле ывӑҫ тулли ӑсса илтӗр те ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче асӑнмалӑх ҫунтарса ятӑр; ҫакӑ — Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне; 3. ытти, тырӑ-пулӑ парнинчен юлни, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ: Ҫӳлхуҫана кӳрекен парнесенчен ҫакӑ вӑл — аслӑ сӑваплӑ парне.
Лев 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн тума хушрӗ: 5. Ҫӳлхуҫана хӑвӑртан парне кӳрӗр: тимлӗ пулнипе кашнийӗ Ҫӳлхуҫана парне: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, 6. сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм, [пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ] виссон, качака ҫӑмӗ, 7. хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем, ситтим йывӑҫӗ, 8. ҫутаткӑҫ валли йывӑҫ ҫӑвӗ, сӗрмелли ҫу валли тата ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрмешкӗн паха шӑршӑлӑх, 9. оникс чулӗ тата ефодпа кӑкӑрлӑх ҫине харшаласа лартмалли чулсем кӳтӗр, терӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫӳлхуҫа Моисее тата каланӑ: ырӑ шӑршӑлӑх: стакти, оних, тутлӑ шӑршӑллӑ халван тата таса ливан ил, пурне те пӗр пек ил, 35. ҫавсенчен вара, сӗрмелли ҫу тӑвакан ӑста ҫыннӑн ӑстайӗпе, ӑвнӑ, тасатнӑ, тӗтӗрмелли сӑваплӑ хутӑш ту, 36. ӑна тӳсе вӗтет те пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне, Эпӗ сана курӑнакан ҫӗре, хур: ку сирӗншӗн аслӑ сӑваплӑ япала пулӗ; 37. ҫавӑн пек хутӑштарса хӑвӑр валли тӗтӗрмелли ан тӑвӑр: санӑн вӑл Ҫӳлхуҫа валли сӑваплӑ япала пултӑр; 38. кам та пулин ҫавӑн пек тӗтӗрмелли тусассӑн, [ҫав чуна] хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ун ҫинче Аарон ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрӗ; кашни ир, лампадӑсем хатӗрленӗ чухне, вӑл ырӑ шӑршӑ тӗтӗрӗ; 8. каҫхине лампадӑсем ҫутнӑ чухне те Аарон ырӑ шӑршӑ тӗтӗрӗ: Ҫӳлхуҫа умӗнче яланах сыпӑкран сыпӑка ҫапла тӗтӗрсе тӑрӑр.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку — Ҫӳлхуҫашӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, Ҫӳлхуҫана кӳнӗ ырӑ шӑршӑллӑ парне.Это всесожжение Господу, благоухание приятное, жертва Господу.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе Египет ҫӗрӗнче арчана хурса пытарнӑ.
Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл вилни хӗрӗх кун ҫитнӗ: ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейлесси ҫав вӑхӑта пырать; Египет ҫыннисем уншӑн ҫитмӗл кун хурланса хӳхленӗ.
Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑра миррӑна хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем, кӑкӑрӗ, хырӑмӗ ҫине сапса тухнӑ вӑл, хаклӑ тумламсенчен хуть пӗрне те пулин ҫухатасран хӑраса, ҫӑва урисем тӑрӑх, хул айӗсемпе мӑйӗ тавра хӑвӑрттӑн сӑтӑрма пуҫланӑ.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Сан юратнӑ каччу паян хӑвна кӑкӑрусем хушшинчен чуптуса: «Мӗнлерех чаплӑ шӑршӑллӑ сан ӳтӳ, о ман савниҫӗм!» — тесе каланӑ самантра мана аса ил вара эсӗ.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Уйтан хӗр тутлӑ шӑршӑллӑ шӗвексен сутуҫи патне кӗнӗ.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Каҫхине Судамифь кивӗ хулана, улшуҫсен, усламҫӑсен, ырӑ шӑршӑллӑ им-юмпа сутӑ тӑвакансен йӗркерен тӑсӑлакан лавккисем патне кайнӑ.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.