Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑрчӑк сăмах пирĕн базăра пур.
шӑрчӑк (тĕпĕ: шӑрчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр выҫӑ аптӑранӑ шӑрчӑк пырать те вӗсенчен ҫиме ыйтать.

Голодная стрекоза попросила у них корму.

Шӑрчӑкпа кӑткӑсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫурӑм-пуҫ килеспе пӑшал, шӑрчӑк илсе вӑрмана каяҫҫӗ.

С этой кобылкой и с ружьем на заре выходят в лес.

Хир чӑххисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫав пир карнӑ хашахана шӑрчӑк теҫҫӗ.

Эта рамка с парусиной называется кобылкой.

Хир чӑххисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Маняшӑна ялтӑра хура ҫунатлӑ пысӑк шӑрчӑк илӗртет, вӑл ун хыҫҫӑн чупса каять.

Маняшино внимание привлекла большая стрекоза с янтарными крыльями, и она помчалась за ней.

Ҫула тухни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Кӑмака ҫинче салтӑннӑ чух ӑна мӑрье хыҫӗнчи стена ӑшӗнче шӑрчӑк чӗриклетни илтӗнчӗ.

Раздеваясь на печке, он слышал, как за трубой в стене стрекочет сверчок.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Чарӑнма пӗлмен шӑрчӑк сасси ытларах та ытларах илтӗнме пуҫларӗ, сивӗннӗ тӑрӑ сывлӑшра ӳпре кӗтӗвӗсем ӳссех пыраҫҫӗ.

Неумолчный стрекот кузнечиков становился все более громким, и все заметнее и гуще толпилась мошкара в остывшем прозрачном воздухе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Таҫта кӗтесре, шӑрчӑк чӗриклетет.

Где-то в углу стрекочет сверчок.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ав пӗр хӗрринче витӗр ҫунатлӑ шӑрчӑк сиккелет.

К примеру, вон там, где зависла в воздухе крылатая стрекоза.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӑмака айӗнче таҫта шӑрчӑк чӗриклетет.

За печкой отчаянно стрекочет сверчок.

XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Жнейка, пысӑк шӑрчӑк пек ҫатӑртатать, ҫуначӗсене ҫавӑрать, ҫивӗч ҫӗҫҫисемпе хӑвӑрт ӗҫлет.

Жнейка трещала, как большой кузнечик, вертела крыльями и проворно работала острыми ножами.

Тӗмсем айӗнче пытанмалла выляни // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.

Ман таврара хӗвел те музыка кӑна: пӗчӗк кайӑксемпе кӑсӑясем юрра шӑрантараҫҫӗ; ирхине шыв чӑххисем кӑрӑлтатаҫҫӗ, кӑнтӑрла тӗлӗнче — тӗрлӗ шӑрчӑк чӑрӑлтатать; унтан кӗтӳҫсем шӑхличӗ калаҫҫӗ, кӗре ӳтлӗ чипер хӗрсем иҫӗм ҫырли пахчисенче янӑравлӑн ахӑлтатса кулаҫҫӗ…

Вокруг меня только солнце и музыка: оркестры каменок, хоры синичек; по утрам плачут кулики, в полдень стрекочут цикады; потом пастухи играют на свирели, а смуглые красотки звонко смеются в виноградниках…

Ылтӑн пуҫ мимиллӗ ҫын // Александр Артемьев. Тӑван Атӑл. 1960, 3№ — 71–72 с.

Горева тата, хытӑ чӗреллӗскер, шӑрчӑк, мӑнкӑмӑллӑ хӗрарӑм, «чул чечек», ӑна корпус штабне звонить тума тата хӑй патне хӑнана чӗнме пуҫланӑ е ун патне политотдел блиндажне пӗр именмесӗр пынӑ; вара, ывӑннипе куҫӗсене мӑчлаттара-мӑчлаттара, политруксен темле сборӗсем е хӑй пухакан салтак такмакӗсем ҫинчен Воропаев каласа кӑтартнисене итленӗ, кайран тайӑнса ларнӑ та зуммер сасси тата шӑрӑхпа кукӑрӑлнӑ фанера алӑк чӗриклетнӗ сасӑ ҫеммипе ҫывӑрнӑ, Воропаевӑн хӑйӑлти, ир енне урмӑшса ҫитекен хаяр баритонне итленӗ.

И она — сухарь, недотрога, гордячка, «каменный цветок» — дошла до того, что звонила ему в штаб корпуса и звала его к себе в гости или запросто заезжала к нему в политотдельский блиндаж, чтобы, моргая от усталости, слушать его рассказы о каких-то сборах политруков или о солдатских частушках, которые он коллекционировал, а потом, полусидя, спать под звуки зуммера, скрип фанерной двери, погнувшейся от жары, и слушать его хриплый, злой баритон, к утру понижавшийся до пропитого баса.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Шӑрчӑк чӗриклетнӗ чухнехи пек, ҫывӑрттарса яракан, темле тӗлӗнмелле ырӑ шӑршӑ кӗрсе тӑрать.

Пахло чем-то чудесным, южным и убаюкивающим, как стрекотня цикад.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Сивӗпе пӗренесем шатӑртатнӑ, шӑрчӑк чӗриклетнӗ, пӳрте сурӑх тирӗ, ӑшӑ кӑмака, ҫӑкӑр шӑрши ҫапнӑ.

Потрескивала изба на морозе, пилил сверчок, пахло овчиной, разогретой печкой, хлебом.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Шӑрчӑк чӑрлатнӑ, ӑна итлемен вӗсем…

Звенел сверчок, но они его не слушали…

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Шӑрчӑк хыҫҫӑн шӑши кӑштӑртатнӑ.

Чуть попозже сверчка зашевелилась мышь.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Шӑрчӑк чарӑннӑ, анчах нумайлӑха мар, кӑшт тӑхтанӑ та каллех чӑрлатма тытӑннӑ, вара мӗн ирчченех чӑрлатнӑ, ирхине чарӑннӑ, — автанран хӑранӑ пулмалла, лешӗ, пысӑкскер, тӑпрас ҫине улӑхса тӑнӑ та тӗттӗм сирӗлсех ҫитеймен ирхи ҫутӑра ҫунат ҫапса карланкин пӗтӗм вӑйӗпе авӑтса янӑ.

Сверчок умолк, но ненадолго, подождал малость, а потом опять зазвонил и звонил уж до самого утра, утром замолчал — наверное, испугался петуха, который взлетел на завалинку, жестко замахал крыльями, встряхнулся, огромный в сумеречном рассвете, и заголосил во всю мочь.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ашшӗпе амӑшӗ кравать ҫинче канлӗн ҫывӑрса кайса пӗр тикӗссӗн сывлани илтӗнме пуҫласанах шӑрчӑк вӑрӑммӑн чӑрлатса янӑ, ҫакна илтсен, Марфуша питӗ хӗпӗртенипе кулса илмесӗр чӑтайман.

В избе, как только все угомонились, как только от кровати послышалось мерное, спокойное дыхание отца и матери, первым зазвенел сверчок, да так ядрено, что Марфушке вдруг стало весело, и у нее вырвался короткий смешок.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ура айӗнче тимӗр кӗмсӗртете пуҫларӗ, шӑрчӑк вара самантрах шӑпланчӗ.

Под ногами загремело железо, и сверчок смолк.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ шӑрчӑк сасси еннелле, чартак чӳречи патнелле, утрӑм.

Я отправился на звук сверчка к чердачному окну.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех