Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑрчӑк сăмах пирĕн базăра пур.
шӑрчӑк (тĕпĕ: шӑрчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ шӑрчӑк пуль тесе — шапа чӗпписем иккен.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Улькка аппа халӗ хӑй те хӑй мар — ӑна самантрах темле паламалла мар ӑнӑҫлӑ куҫпӑван савӑнӑҫӗ хупласа хучӗ, вӑл, чун-чӗри ҫунаттисене сарлакан сарса ярса, сассӑр юрласа та ташласа, карҫынккине хӑпӑл-хапӑл алла илчӗ те чӗрӗ курӑк хушшинчи шӑрчӑк пек тринк-тринк-тринк сикме те хатӗрскер, кӗлетрен юхса тухрӗ, кӗлетне самаях мӑнттай ҫӑрапа чӑнкӑр-чӑнкӑр питӗрсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ак вӑл, шӑрчӑк, савӑнӑҫ «пружини тапса янипе», тринк! аяккалла сиксе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Э-э, ку ҫу ырлӑхӗпе килленсе юлма васкаса, хуйхӑ-суйхӑ мӗнне пӗлмен, тунсӑха ҫывӑха яман шӑрчӑк хӑйӗн сӗрме купӑсӗпе шӑрантарать иккен.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ума сиксе тухать-и шӑрчӑк, Ҫӳрет-и кӑткӑ та ӗҫпе Кунта пӗрне те ман сасартӑк Таптас килмест хӗрхеннипе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тахӑш кӗтесри шӑрчӑк кӑна шӑплӑха сирсе хӑйӗн чӑрӑлти сассипе тавралӑха хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Часах ӑшӑ пӳртре, кӑмака хыҫӗнче, шӑрчӑк чӑрӑклатни ҫеҫ илтӗне пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӑмака хыҫӗнче шӑрчӑк каҫӑхса кайса чӑрӑклатать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑрман шӑп, нимӗнле сас-чӗв те илтӗнмест; пӳртре кӑна, таҫта кӑмака хыҫӗнче, шӑрчӑк чӗриклетет: «Чрик! Чрик!..»

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Пире курсан чӑрӑш айӗнчен темиҫе шӑрчӑк палт! палт! сике-сике тарчӗҫ, виҫ-тӑватӑ лӗпӗш вӗл-вӗл! вӗл-вӗл! вӗҫсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Таҫта пӳрт пӗрени ҫурӑкӗнче-и е мачча тӑрринче шӑрчӑк юрлать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Таврара хыр, чӑрӑш тата чечек шӑрши сӑмсана кӑтӑклантарса тӑрать, ҫывӑхрах, темӗнле майпа сыхланса юлнӑ шӗшкӗ тӗми хыҫӗнче, шӑрчӑк юрлать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Лаша ури айӗнчех шӑрчӑк чӗриклетни илтӗнет, юхан шыв кӗрлевӗ шавлать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫӑл шӑнкӑртатса юхни кӑшт илтӗнет, тата инҫе мар шӑрчӑк чӗриклетет.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр самантлӑха мана уҫӑ, ырӑ, анчах ҫил чарӑнсан татах шӑрӑх, пӑчӑ: шӑрчӑк сасси хӑлхана йӑлӑхтарать.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хутран-ситрен кӑмака таврашӗнче шӑрчӑк чӗриклетсе илет.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫакӑн пек шӑрчӑк ҫавӑн пек хӗре пӑсма пултарнӑ!

Этот сверчок сумел обрюхатить такую девку!

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шӑрчӑк пекех кутӑн».

А то упрям как козел!

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑш-пӗр старикӗсене Ухтиван тахҫанах вилнӗ тесе шутланӑ, вӗсем, чӗп-чӗрӗ те сып-сывӑскерсем, шӑрчӑк пек, ҫаплах кӑмака хыҫӗнчен тухмасӑр ларнӑ иккен.

Явились старцы, которых Ухтиван давным-давно считал умершими, а они - на вот тебе! — вылезли, как сверчки из-за печки.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Курап: эс шӑрчӑк!

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех