Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑнӑр сăмах пирĕн базăра пур.
шӑнӑр (тĕпĕ: шӑнӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑхаль ҫавӑнтах хӑй ытлашши персе янине ӑнланса илчӗ, мӗншӗн тесен ун сӑмахне илтсенех ашшӗн питне шӑнӑр туртма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑнӑр хӳре ҫапла йӑраланса-йӑсӑрланса ҫӳрес ҫук-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Эх, ура айӗнче шӑнӑр курӑкӗ те пулин чӗлтӗр сӑмсаланинччӗ, ҫук пуль ҫав: вырӑнӗ ку сиплӗ курӑкшӑн майлӑскерех мар», — пусӑрӑнса илчӗ вӑл шалтан.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑй кивӗ шупка костюмпа, пуҫӗнче лутӑркаланнӑ (чылай ҫулсем хушши пӗр-пӗр ҫӳпҫе-ҫармара е хуп пӗрмере хӑлтӑ-халтӑ, упи-супи япаласем хушшинче тытмасӑр, тӑхӑнмасӑр выртнӑ пулас) тӗксӗм кӑвак шлепке, урине вӑрӑм кунчаллӑ шӑнӑр атӑ тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Зоя чӑрсӑр куҫӗсемпе тӳпенелле пӑхса илчӗ те ват ҫын евӗр шӑнӑр аври ҫине таянса тӑчӗ, унтан тем аса илнӗ пек хӗрсем енне тӑруккӑн ҫаврӑнса харсӑррӑн калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ман кӳршӗ Тимахви шӑнӑр туртнипе аптрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Унпа юнашар шӑнӑр курӑкӗ ҫулҫӑ сарнӑ, талпиҫен пуҫне кӑларать.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун ҫыннисене вӗри апат ҫитерчӗ вӑл, мӑрса суранӗсене тӗрлӗ курӑк шӗвекӗ сӗрсе, ҫиелтен шӑнӑр курӑкӗ хурса ҫыхса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑхӑт-вӑхӑт ун сулахай урине, хальхи пек, шӑнӑр туртса лартать.

Временами ее сводит такая судорога,

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтулӑн тутине шӑнӑр туртса лартрӗ.

Губы Яндула свела судорога.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кантур йӗке хӳри хут листипе вылянине курсан ҫех ун сӑнӗ кӑшт улшӑнать, куҫ айӗнчи шӑнӑр сиксе илет.

При виде очередного листка бумаги, которыми поигрывает конторская крыса, он чугочку меняется в лице, да под глазом начинает дергаться веко.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫул ҫинчи шӑнӑр курӑке тахҫанах ӗнсе, хӑрса ларнӑ.

Листья подорожника вдоль дороги пожухли, высохли.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Аллисенче те, питӗнче те пӗр хӗрлӗ йӗр те ҫук, шӑнӑр ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шӑнӑр туртнипе сасартӑк вырӑн ҫинчен ҫӗре кукленсе ӳкнӗ арҫын имӗш вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мӗн йӗрӗнмелли пур тӗве апатӗнчен: хуть шӑнӑр яшки, хуть тӗве шӳрпи — маншӑн нимӗн те мар.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Наркӑмӑшлӑ вар-витти аптратнипе тата пӗрмай хӑснипе унӑн шӑмшакӗнче шыв чакнӑ, ҫавӑнпа шӑнӑр туртса асаплантарать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ача йывӑрланса ҫитрӗ, урисене шӑнӑр туртать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Анна Ефимовна палатӑна пырса кӗнӗ чухне няня, Соньӑна хулпуҫҫинчен сӑтӑрса, тытса пӑрахнинчен тата шӑнӑр туртнинчен «хӑтӑлма» пулӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Витьӑна хывӑнтарса вырттарнӑ вӑхӑтра, сасартӑк вӑл хӑса пуҫларӗ, сылтӑм аллипе урине шӑнӑр туртнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ҫапла, эсир нихӑҫан та виски ӗҫсе курман, — терӗ старик Джессин шӑнӑр туртнӑн чӗтрекен, хупӑ куҫлӑ, улшӑннӑ сӑнне тӗсесе.

— Да, вы никогда не пили виски, — сказал старик, смотря на ее изменившееся, с закрытыми глазами лицо, по которому прошла судорога.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех