Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑнӑр сăмах пирĕн базăра пур.
шӑнӑр (тĕпĕ: шӑнӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
6. Сирӗн тавра шӑнӑр хурӑп, сирӗн ҫийӗре ӳт ӳстерӗп, сире ӳт-тирпе витӗп, сирӗн ӑшӑра чӗм кӗртӗп те — эсир чӗрӗлӗр, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, те.

6. И обложу вас жилами, и выращу на вас плоть, и покрою вас кожею, и введу в вас дух, и оживете, и узнаете, что Я Господь.

Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Сехӗрленсе ӳкрӗҫ, шӑнӑр туртнипе, ыратнипе хутланса ларчӗҫ; ҫуратакан арӑм пекех асапланаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ, пичӗ-куҫӗ ҫунса тӑрать.

8. Ужаснулись, судороги и боли схватили их; мучатся, как рождающая, с изумлением смотрят друг на друга, лица у них разгорелись.

Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хуҫалӑхӑн тӗп шӑнӑр пур-ха.

У хозяйства есть основной стержень.

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Маринка пӗрре кӑна сасӑ пама ӗлкӗрнӗ, сивӗ шывра ӑна шӑнӑр туртса хутлатнӑ та, вӑл пӗве тӗпне чул пекех анса кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пирӗн Иван Кузьмич питӗ тӗлӗнмелле этем иккен: савӑнса е вӑтанса пӑлханнӑ чухне вӑл ҫав тери илемсӗрленсе каять, унӑн сылтӑм куҫӗ айӗнчи ҫӗвӗкӗ хӗрелсе пысӑкланать, пӗтӗм питне-куҫне шӑнӑр туртса хӗстернӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ролик пушмакӗсенчен чылайӑшӗ ҫӳллӗ, урӑхла каласан, ура тунине айккине кукӑрӑлса каясран тытса тӑраҫҫӗ, ҫакӑ вара шӑнӑр тӑсӑлнинчен упрама май парать.

Большинство роликовых ботинок являются высокими, то есть поддерживают голеностоп от изгиба вбок, что позволяет предотвратить растяжения.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Макарӑн суранне шӑнӑр курӑкӗпе ҫыхнӑ хыҫҫӑн каҫчен икӗ хул туйи хайларӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ шӑнӑр курӑкӗ ҫыпӑҫтарса хурӑпӑр унта, — терӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ман кӗсъере йодпа шӑнӑр курӑкӗ пур.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑнӑр курӑкӗ темле имҫамран та лайӑх, — тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ унӑн суранне йодпа сӗрсе, ун ҫине шӑнӑр курӑкӗ хурса, Иван ҫыхкаласа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Алли-урине шӑнӑр туртса лартсан, пӗтрӗмӗр вара, пулӑшасси пулмасть.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ҫип вырӑнне вӗсен — шӑнӑр, йӗп вырӑнне — пулӑ шӑммисем.

Вместо ниток служат жилы, вместо иголок — рыбьи кости.

Поляр ҫӗрӗсенче ҫынсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шурӑ циферблат ҫинчи минут стрелки шӑнӑр туртнӑ пек сиккелесе илет.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн пӳрнисене шӑнӑр туртса хутлатрӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чылай чухне ҫак сӑлтавсем малти вырӑна тухаҫҫӗ: ачасене асӑрхаса тӑманни, ҫырантан аякка ишсе кайни, ҫиллӗ ҫанталӑкра шыва кӗни, шӑнӑр туртни, организм шӑнса кӳтни, ӳсӗрле шыва кӗни.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Ир енне урам еннелли кантӑк умӗнчи ҫамрӑк хурӑн шӑнӑр туртнӑ пек шарт сиксе ыйхӑран вӑранчӗ те, шӑмшакне ҫемҫетнӗ пек, авкаланса, карӑнса илчӗ, вара хуллен шӗпӗлтетме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх ҫакӑ паллӑ — халӑх ытларах чухне ятарлӑ вырӑнта шыва кӗменрен, е ӳсӗрле кӗнӗрен, вӑй-хала тӗрӗс хакламанран, шыва тӳрех чӑмнӑ хыҫҫӑн шӑнӑр туртнӑран пурнӑҫран уйрӑлать.

Куҫарса пулӑш

Тавралӑха варалар мар // Е.КРЫЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d0%b ... 0%d1%80-2/

Арҫын ача шӑнӑр тӑсӑлнӑ пуль тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067

Ашни шывӗ ыратасран та, шӑнӑр туртасран та пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех