Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шак сăмах пирĕн базăра пур.
шак (тĕпĕ: шак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шак хытса тӗлӗнсе лармалла кӑштах.

Должна пройти минута восторженного оцепенения.

14 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Шӑпах ҫакнашкал сехетре вӑл хӑйне валли мӗн те пулин самаях сулӑмли туянма е ҫӗлеттерме шак хурса амӑшне ҫавӑрать.

Именно в такие минуты она выпрашивает у матери для себя то или другое или склоняет ее к каким-нибудь далеко идущим решениям.

13 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Шак! шутарса чуптармалла.

Надо бить коротким ударом.

Ҫуллахи кун // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Акӑ — эпӗ урӑх еннелле пӑхрӑм, чӗрем тимӗр муклашки пек шак хытса кайрӗ, — хӗрача-санитарка вырта парать…

И вон — я отвожу глаза, й сердце мое становится как комок железа — девушка-санитарка…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпир шак хытса кайнӑ тӑпрапа пралук пек хытӑ курӑклӑ ҫерем тӑрӑх тусан ӑшӗнчен сӑрталла чупса хӑпаратпӑр.

Мы бежим вверх в пыли, скользя по земле.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Чухӑн юпа пек шак хытса тӑнӑ Бахтиаровран сылтӑмарах пӗр тӑван Гуменкосем выртаҫҫӗ.

Правее Бахтиарова, застывшего, как чугунная тумба, лежали братья Гумеяко.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ирпеле курсантсем чул пек шак хытӑ, вӗри хӗвелпе хӑпӑна-хӑпӑна кайнӑ ҫӗре каллех окопсем чаврӗҫ.

Утром курсанты продолжали рыть окопы в грунте, крепком, как камень, спекшемся под знойным солнцем, прогретом на большую глубину.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Чӗрнисем хуҫӑлса пӗтнӗ, шӑмӑ пек шак хытӑ мӑкӑльсем сике-сике тухнӑ курӑнать.

Ногти обломаны, и, кажется, стерты твердые, как кости, мозоли.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Андрей Васильевич ку калаҫусенче те ачасене уҫӑ чунлӑ пулма, кашни харпӑр хӑй тӑвакан утӑма хаклама пӗлме, тӗрлӗ туйӑм пахалӑхне шак хурса тӗрӗс тишкерме вӗрентесшӗн хыпӑнать.

Ведь Андрей Васильевич исподволь, ненавязчиво учит их быть щедрыми на душевное тепло, оценивать свои поступки, соизмеряя их с жизнью любимых героев, пытается научить их мыслить по-своему.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Полицейски йӗпенесрен капюшон тӑхӑнса янӑ, шак хытса тӑнӑ вӑл; ҫутӑ ҫӗрте тӑма лайӑхрах тесе-и, е калле-малле утса ывӑннӑран, вӑл хунар патӗнче тӑнӑ, хунар унӑн юлташӗ, тусӗ тейӗн.

Дождь падал на капюшон полицейского, он, казалось, оцепенел от холода, но потому ли, что предпочитал свет тьме, или потому, что устал ходить, он все стоял под фонарем, может быть, считая его своим товарищем, другом.

VIII // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Крэнкбиль шак хытса кайнӑ.

Остолбеневший Кренкебиль.

II // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Дина шак хытнӑ:

Дина остолбенела:

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑйсен тына пӑрӑвӗ кӗҫӗр кӗтӳрен киле таврӑнманни пирки, ӑна шырама тухса йӑлт хӑшкӑлса пӗтни пирки, йӗрӗ шӑп та лӑп ҫакӑнта илсе ҫитерни пирки танлӑн та тивӗҫлӗн халаплама тапратрӗҫ — ман пирки шак хураҫҫӗ, эппин.

Ну и начала свекровь моя будущая издалека да присказками намекать: потерялась, мол, у них телка, уж они искать устали, да вот следы к нашему дому привели.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑй пӗлекен кӗлӗсене пурне те каласа пӗтерсен, часовой тинӗс еннелле ҫаврӑнать те тӗлӗннипе шак хытса каять.

Прочитав все, какие знал, молитвы, часовой повернулся к морю и замер в удивлении.

VI // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.

Ваҫҫук сукмакпа чупса хӑпарчӗ те, тӗлӗннипе шак хытса кайса, тӑп чарӑнса тӑчӗ: вӑл утар ҫуннине курчӗ…

Васек взбежал по тропинке и остановился, пораженный страшным зрелищем: горела пасека…

43 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Унта шак вӗттисем анчах, ачасем ҫине тапӑнмалла мар вӗт-ха ҫапах та, — терӗ Одинцов ҫирӗппӗн.

А там одни малыши не нападать же им на детей, — серьезно сказал Одинцов.

19 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Тёма, хӑйӗн вырӑнӗнчен хускалмасӑр, шак хытсах итлесе ларать.

Тёма так и замер на своем месте.

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

— Тата эсӗ ҫапла та пултаратӑн… — теме пуҫланӑччӗ вӑл ҫӗнӗрен, ҫав вӑхӑтрах шак хытса кайрӗ: шыв хӗрринче хайхи старик те, Тёмӑн кӗпи-тумӗ те ҫук иккен.

— А я могу… — начал снова Тёма, да так и замер: ни старика, ни платья не было больше на берегу.

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Жучкӑпа чӑрманса питне-куҫне варалас мар тесе, пӗр шухӑш ҫеҫ тытса тӑнӑскер, Тёма нимӗн те асӑрхамасть, анчах сасартӑк вӑл ӑнсӑртран ҫӑва хӳми ҫине пӑхса илет, вара Тёма ҫавӑнтах шак хытса тӑрать.

Занятый одной мыслью — не испачкать об Жучку лицо, — Тёма ничего не замечает, но вдруг его глаза случайно падают на кладбищенскую стену, и Тёма замирает на месте.

Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Людвига чӳрече патне чупса пычӗ те шак хытса кайрӗ.

Людвига подбежала к окну и застыла.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех