Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шак сăмах пирĕн базăра пур.
шак (тĕпĕ: шак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Разметнов, кулкаласа, кукӑртса тытнӑ пӳрнипе сӗтеле шак! шаккаса кӑтартрӗ, унтан Макар ҫамкине шаклаттарчӗ те, ӗнентерсе ҫапла каларӗ:

Размётнов, смеясь, постучал согнутым пальцем по столу, потом по лбу Макара, уверил:

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна усал каласа вӑрҫмастӑп, кӳрентерместӗп, пӗтӗм тӗнчери революцие — пире пурне те, тӗнчери масштабпа унӑн тӑшманӗсем пулса тӑракансене, шак хытса кайичченех шӑнтса лартакан революцие — тӳсӗмлӗн кӗтсе пурӑнатӑп.

Не буду ее обругивать и досаждать ей, а буду терпеливо дожидаться мировой революции, которая всех нас — ее врагов мирового масштабу — подведет под точку замерзания.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Астуса илтӗм! — Щукарь мучи, хӑйӗн кукша пуҫне шак! шаккаса илчӗ те пулеметран пенӗ евӗрлех черетӗн-черетӗн ҫатӑртаттарма тытӑнчӗ:

Вспомнил! — Дед Щукарь хлопнул себя по плеши, посыпал очередями, как из пулемета:

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл тахҫан Титок арӑмӗн пулнӑ пӗрмеллӗ ҫӑм юбкине илсе тӑхӑнчӗ, урисене чӗриклетекен ҫӗнӗ пушмак тӑхӑнса ячӗ, чечеклӗ шаль тутӑрпа витӗнчӗ те вара пурин куҫне те этем пек курӑнса кайрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тин ҫынсем ӑна асӑрхаса илчӗҫ: Демка арӑмӗ сӑнран-питрен пӗрре те начар мар иккен, пӗвӗ-сийӗпе те тӑпӑл-тӑпӑл хӗрарӑм, Епле-ха унӑн, апӑршан, колхоз пурлӑхӗ умӗнче шак хытса тӑрас мар ӗнтӗ, вӑл хӑйӗн калама ҫук йывӑр та тертлӗ пурнӑҫӗнче ӗмӗрӗ тӑршшипе те ыррӑн пӗр татӑк ҫӑкӑр ҫисе курман пулсан, хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем ҫинче пӗр ҫӗнӗ кофта та пулин тӑхӑнса ҫӳресе ҫӗтсе курман пулсан?

Надела сборчатую шерстяную юбку, некогда принадлежавшую Титковой бабе, сунула ноги в новые чирики, покрылась цветастой шалькой, и только тогда кинулось всем в глаза, только тогда разглядели, что Демкина жененка вовсе не дурна лицом и собою бабочка статна; а как же ей, сердяге, было не обмереть над колхозным добром, когда она за всю свою горчайшую жизнь доброго куска ни разу не съела, новой кофтенки на плечах не износила?

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Салтаксем пӑшалӗсене ывтӑнтарса илнӗ те пеме тӗлленӗ, — халӑх патнелле штыкӗсене тӑсса, пурте сыхӑ, пурте пӗр евӗрлӗ шак хытса, пӑрланса кайнӑ пек тӑнӑ.

Солдаты взмахнули ружьями, взяв на прицел, и все оледенели в однообразной, сторожкой позе, вытянув к толпе штыки.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Анчах лаша мӑйне шак хытарчӗ.

Но шея лошади окаменела.

21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хайхисер ачасем патнерех ҫывхарчӗ те тӗлӗннипе шак хытса тӑчӗ:

Человек с микрофоном приблизился к ребятам и вдруг застыл на месте.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Шак хытса тӑратӑн пӗр вырӑнта.

Так и застываешь на месте.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

Кӑкшӑмри шыв ҫӗр каҫиччен шак шӑнса ларать.

В кувшине на столе замерзла ночью вода.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗскӗн карчӑк, шак хытса кайса, малалла тӑснӑ аллисемпе крыльца умӗнче нумайччен ним чӗнмесӗр тӑчӗ.

А бедная старушка так и осталась с протянутыми руками стоять перед крыльцом.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрре асӑнмалӑх та нимӗн пулман ун, мӗншӗн тесен, иртни тинӗс шак чулӗ пек яп-яка пулнӑ, этем ӑсӗ-тӑнӗ ун ҫине ҫыпҫӑнайман.

Ему даже вспомнить было нечего, жизнь была гладка, как морской камешек, не за что было и памяти зацепиться.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

1) Питне аллисемпе хупларӗ, шатра пичӗ пӳрнисене вутпа пӗҫертнӗ пек ҫунтарасран вӑл шак хытса кайса чӗлхесӗрле тертленчӗ (Ҫеҫпӗл Мишши, Ҫырнисен пуххи, 1989, 238 с.);

Куҫарса пулӑш

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Лешӗ, кӑна кӗтменскер, шӑлӗсене шак! шаклаттарчӗ те аяккалла чалт! сиксе ӳкрӗ.

Тот не ждал этого, лязгнул зубами, прыгнул в сторону.

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Халь те астӑватӑп: шак! тутарчӗ мана аллӑмран пиччем: «Ҫырла ҫиес килсен, вӑрмана чупма тивет! Ыран акӑ сана та ҫавӑртса кайӑп».

Куҫарса пулӑш

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Залра ларакансенчен ытларахӑшӗ вара ҫак самантра шак хучӗҫ: юрататна, юратмастна хуҫана, анчах та юрама пӗлмелли майсем тупмалла, пӗтӗм пурнӑҫа ҫак тӗллеве пӑхӑнтармалла.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Шаларах чикме тӑрсан атте кашӑкпа пуҫран шак! тутаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Эпир тӗлӗннипе шак хытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ватӑ хӗрсем те, тӑлӑх арӑмсем те, ҫамрӑккисем те, ваттисем те, ӑна шак хурса пӑхнӑ, анчах вӑл иккӗмӗш хут авланма шутламан, — пӗр енчен, хӑйӗн вилнӗ арӑмне астуса, юратса пурӑннӑ, тепӗр енчен — ку сӑлтавӗ вара пысӑкрах та пулнӑ — хӑй питӗ юратакан Катя ятлӑ хӗрне амаҫури амӑшне парас килмен.

И девицы и вдовы, молодые и старые, строили ему куры, но он не захотел жениться во второй раз, — отчасти потому, что сохранял верную привязанность к памяти жены, а еще больше потому, что не хотел давать мачеху Кате, которую очень любил.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Станицӑна ҫитиччен ҫирӗм тӑватӑ ҫухрӑм — шак сиккипе, унтан та ҫаплах.

До станицы двадцать четыре версты — наметом и оттуда так же.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех