Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чух сăмах пирĕн базăра пур.
чух (тĕпĕ: чух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Авӑн ҫапнӑ чух эпӗ халиччен кӗлте тавӑрнӑ, пуш кӗлтесене силлесе итем хӗрне йӑтнӑ, сарӑм айккисене шӑпӑрпа шӑлнӑ, хӑш чух, йыш нумаях пулмасан, тӑпач тытса, ыттисемпе пӗрле ҫапма та тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Турра асӑнмастӑр та вӑт эсир, — ӳпкелеме тытӑнчӗ Манехва, — тӗттӗм чӑваш чиркӗве хӑй ӗмринче виҫҫӗ кӗрет: ят хунӑ чух, авланнӑ е качча кайнӑ чух венчете кӗрет, вара, юлашкинчен, вилсен.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑшӑ пит-куҫлӑскер, вӑл ачисемпе кулса, хӑш чух шӳт тукаласа калаҫатчӗ, вӗсене кӗвӗ каласа ташлаттаратчӗ, юмахсем яратчӗ, хӑш чух юрлатчӗ те.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӑмартине мункун чух та ҫимӗк чух ҫеҫ ҫисе куратпӑр, ялан ҫӑкӑрпа ҫӗрулми те ҫусӑр яшка…

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Патша чух кил-ҫуртӑм манӑн Пит те чухӑн пулнӑ, — Анана та тара панӑ, Акаймасӑр юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ҫынсем кулнӑ чух макӑрать вӑл, макӑрнӑ чух — кулать.

Когда все смеются, он плачет, когда все плачут, он смеется.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна ҫынсем ӗҫчен те уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, хӑйне виҫеллӗ тытма пӗлнӗшӗн, кирлӗ чух мӑнаҫлӑ та тепӗр чух йӑваш пулнӑшӑн юратнӑ.

Человек работящий, открытый, мягкий, в то же время знающий себе цену, он был уважаем в деревне.

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Куҫӗсемпе пӑхнӑ чух Каччӑн чӗри ҫӗкленет, Ҫӳхе тути кулнӑ чух Каччӑн чунӗ ҫемҫелет.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Тепӗр чух, тепӗр чух, халь вӑхӑт килӗшӳллӗ мар тесе кӑна тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗлӗк чух, яш чух, хӗр тесен хӳме урлӑ та сикеттӗмӗрччӗ, халь апла мар, тӑптӑм чарать.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Чапаев дивизинче чух ун пек мар шӑршлисене ӗҫеттӗмӗр, Колчак офицерӗсене туранӑ чух… — мӑйӑхне пӗтӗркелерӗ Капранов.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӗрарӑма йӑтса ҫӗкленӗ чух Павлуш кӗтмен ҫӗртен апчху турӗ, ҫӗклесе тӑнӑ чух та тӳсеймерӗ — каллех апчхуларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эпир, хазрат Шах Али, чӑн-чӑн мусульмансем пулса сана ҫапла сӗнетпӗр: пуҫу сывӑ чух, аллу-уру тӗрӗс чух эсӗ часрах тухса кай кунтан, унсӑрӑн урса кайнӑ халӑх мӗн те пулин тӑвас пулсан куншӑн эпӗ явап тытмастӑп.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрсапа арӑмӗ ӗҫке Нухрата илсе ҫӳремен, куншӑн каччӑ, паллах, пӑртак пӑшӑрханнӑ та пуль, анчах «тӑван» сӑмаха асӑннӑ чух, пӗр-пӗрне хисеплесе куҫран пӑхса юрланӑ чух вӑл хӑй умӗнче Нухратӑн илӗртӳллӗ сӑн-питне курнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Самартан пӑрахутпа килелле таврӑннӑ чух та, Хусан урамӗсемпе утнӑ чух та, хваттере ҫитсен те — Соня тарӑхса макӑрса юлни ҫеҫ куҫ умӗнче.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Таварӗ те пур чух — пур, ҫук чух — ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сасартӑк аякран шӑнкрав сасси илтӗнчӗ, ҫил вӗрнӗ май хӑш чух хыттӑн илтӗнет, хӑш чух кӑшт ҫеҫ янӑрать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Вӑт мӗн тумасть пирус текенни, — каялла таврӑннӑ чух Эльгеева хӗрхенсе пек каларӗ лавкка хуҫи, леш пушарне курмасӑрах килелле утнӑ чух.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӗлӗк мана Элкей Микули тенӗ чух, ӗмӗт-шухӑшсем вӗресе тӑнӑ чух, манран телейли чӑнах та урӑх пулман пулӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах юлашки ҫулсенче чӑваш ачисем Атӑл тӑрӑх сулӑ юхтарнӑ ҫӗрте, баржа ҫинче матросра пулнӑ чух, е хохолсем хушшинче ҫӗркӑмрӑк кӑларас ҫӗрте пурӑннӑ чух — урӑх халӑхсен йӑли ҫинчен чылай илтнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех