Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑш-пӗр чух ӑна самайрах, хӑш-пӗр чух япӑхрах; суран ӳт илеймест, чӗр куҫҫи шыҫҫи кашни хускалмассерен хыттӑн сурса ыратать.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ку — тӗреклӗ, платна ҫын, сӑрӑ-кӑвак куҫӗсем пӗр тӗлелле пӑхмаҫҫӗ, тепӗр чух ҫурма хупӑ, тепӗр чух шӑтарасла, уҫҫӑн, вӑйпа тинкерсе тирӗнеҫҫӗ, ахӑртнех, хирӗҫ ларакана аптӑратасшӑн.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Эпӗ лару-тӑру йывӑрлӑхне йышӑнатӑп, — терӗ ашшӗ вӗчӗрхенӗвне пытараймасӑр, — анчах та, шуйттан илесшӗ, тепӗр чух ҫупкӑна та чӑтса ирттерме тивет, вӑл кирлех чух — пушшех.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Туйӑмпа юрлать ҫапкаланчӑк: юхха хӗрарӑма сӑнарланӑ чух хуҫкаланать-ҫаврӑнкалать, кӑкӑрне малалла каҫӑртать, ҫирӗп надзиратель Ҫунатсӑр Шӑрчӑка хуравланӑ чух вара куҫ харшисене ӑмӑррӑн хупкалать.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Дрэп ҫурма чухӑн пурнӑҫпа пурӑнать, хӑйне нумай енӗпе чарса тӑрать, мӗншӗн тесен унӑн ытлашши укҫа-тенкӗ ҫук; ӑнсӑртран унта-кунта ӗҫлекелесе тупни — пӗчӗк куҫарусемпе корреспонденцисемшӗн сахал цифрӑллӑ гонорар ҫеҫ; пушӑ вӑхӑтне шутсӑр перекетлесе пӗтӗмпех хӑйӗн ӗҫне халаллать, тепӗр чух апатпа ыйхӑ пирки те манать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Ехвинӗ хапхине ытла час уҫрӗ, уҫнӑ чух та, хупнӑ чух та, темрен сыхланнӑ пек, урам тӑрӑх чӑл-чал пӑхса илчӗ…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑш-пӗр чух — вӗҫен кайӑк, хӑш-пӗр чух — эрех пӑсӗ.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Амӑшӗ вӗрентнине асра тытать Тоня: тимӗре хӗрнӗ чух шаккамалла, арҫынна ӑна кирлӗ чух савмалла.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Вӗсене Яхим Щаденко, Каменская станицӑран хӗвелтухӑҫнелле чакса тухнӑ чух, чугунҫулпа мар, ахаль ҫулсемпех — пӑлхав пуҫласа янӑ станицӑсем урлӑ чакнӑ чух — пуҫтарнӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ещӗк тӗпне ҫапнӑ йывӑр тимӗр шинисем ешӗке ӳкнӗ чух тӳрӗ тытса ҫаврӑнса кайма тата шыв ҫине ӳкнӗ чух арканса кайма паман.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӑш чух корольпе майри ҫӳреве кайсан, вӗсем хыҫҫӑн пыраттӑм, тепӗр чух садсемпе парксене курма каяттӑм, хутран-ситрен патша ҫуртӗнчи дамӑсемпе министрсем патне визит тума каяттӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Шӑп та лӑп паянхи кун, хӑнасем килсе ҫитмелле чух тата ялав та хӑпартман чух пӑруламалла-им-ха ун?!Уж ей обязательно приспичит телиться в тот день, когда ждут гостей и ещё не поднят флаг!
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ашшӗсем ачине малтан курнӑ чух тата кайран уйрӑлса кайнӑ чух ҫеҫ чуптума юрать.Поцеловать ребенка им разрешается только при встрече и прощанье.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Анчах вӑхӑтран вӑхӑта, хӑшне те пулин пулӑшу кирлӗ пулнӑ чух е ӗҫсене пӗрле килӗштерсе тумалла чух, пирӗн ҫынсем хӑйсем хушшинче те ҫыхӑну тытатчӗҫ.
«Агентсем» тата «спекулянтсем» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Поезд анаталла кайнӑ чух вӑл тормоза хытарнӑ, тӑвалла хӑпарнӑ чух — тормозне пушатнӑ.Когда поезд шел с горы, он тормозил, когда поднимался в гору — тормоза отпускал.
Здолбуново станцийӗнче // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Халь, шӑп ярминкке хӗрсе ҫитнӗ чух, кунсерен алла тупӑш кӗнӗ чух — тараймастех ӗнтӗ вӑл халь.Ведь не бежать же ему сейчас, в самый разгар ярмарки, когда что ни день — то польза.
I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Ҫӗр ҫинчен тапранса кайнӑ чух ӳстернӗ тата пырса ҫитнӗ чух ерипен пӗчӗклетнӗ хӑвӑртлӑхӑн вӑхӑтне шутласан, вӑл пурӗ те 36 сехете кӑна тӑсӑлать.
Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Пурӑнасса вӑл тӗттӗм каҫсенче, уйӑх ҫук чух е тӳпене пӗлӗтсем хулӑммӑн хупласа лартнӑ чух, пурӑнатчӗ.Жил он тёмными ночами, когда нет луны или небо занавешено плотной тканью облаков.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Хӑш чух ман корзинкӑра, булкӑсем айӗнче, кӗнекесем выртаҫҫӗ, манӑн вӗсене ҫын сисиччен вӑл е ку студентӑн аллине чиксе памалла, хӑш чух студентсем хӑйсем ман корзинкӑна кӗнекесемпе ҫырусем пытарса хураҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫил-тӑманлӑ каҫсенчен пӗринче, хаяррӑн ӳлекен ҫил сӑнсӑр кӑвак пӗлӗте ваккӑн-ваккӑн ҫурса тӑкнипе вӗсем ҫӗре тӑкӑнса, вӗсене пӑрлӑ тусан куписем айне пытарнӑ пек туйӑннӑ чух, ҫӗр пурӑнӑҫӗ пӗтсе ларнӑ, хӗвеле сӳнтернӗ, вӑл урӑх нихҫан та тухас ҫук пек туйӑннӑ чух, — ҫавӑн пек каҫхине, Ҫӑварни эрнинче, эпӗ Деренковсем патӗнчен мастерскойне тавӑрнаттӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.