Шырав
Шырав ĕçĕ:
Уйрӑммӑнах ҫурхи вӑхӑтсенче пӗтӗм ҫӗр ҫийӗ ытарайми илем пулса тӑнӑ чух, янкӑр уҫӑ ҫанталӑкран темскер ӳпкевлӗн те ачашшӑн вӗрсе тӑнӑ чух, Игнат сасартӑк улшӑнса кайнӑ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл, ылтӑн тытакан тетелӗсене ларта-ларта, Атӑл тӑрӑх анаталла та тӑвалла кустарса ҫӳренӗ; ялсем тӑрӑх тырӑ пуҫтарнӑ, ӑна парӑшсемпе Рыбинскине турттарнӑ; вӑл улталанӑ, хӑш чух хӑйӗн ултавне хӑй те сисмен, хӑш чух — сиснӗ те; улталаннӑ ҫынсенчен ним пытармасӑрах кулнӑ, укҫашӑн ҫунан сӗмсӗр кӑмӑлпа поэзие ҫитиех ҫӗкленнӗ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр чух лутра хӗрарӑм лӑпкӑн, анчах темскер пит кирли ҫинчен хӑвӑрт калатчӗ, ун чух вара хӗрачапа ывӑлӗ тата ытларах хутланса кӗретчӗҫ.
«Хамӑр вӑхӑтри чаплӑ тӗлӗнтерӳҫӗ» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Вӑхӑт ҫитсен, тен, ак каллех пӗр-пӗринпе тӗлпулӑпӑр, ун чух вара пӗрне-пӗри палласа илсе тав тусассӑн та юрать, — терӗ вӑл кулкаласа, партизансем кӗпер урлӑ юханшывӑн тепӗр енне каҫнӑ чух ман алла хаваслӑн чӑмӑртаса.
Десна, Днепр, Припять // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Лифтпа аннӑ чух эпӗ каллех хӑрарӑм, мӗншӗн тесен аялалла аннӑ чух, ӳкнӗ пек туйӑнать.
Пушар пӗтсен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Каялла кайнӑ чух Костя лӑпкӑраххӑн та шанчӑклӑраххӑн авӑсать: ҫутӑ чух хӑрушлӑх та хӑрушах мар.Обратно Костя гребет уверенно и спокойно: при свете страшное не так страшно.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Ун хыҫҫӑн вара Митридата хирӗҫ вӑрҫнӑ чух та, Афинӑна туртса илнӗ чух та ҫаратнӑ пурлӑхӑн пит пысӑк пайне илнӗ.— В войне с Митридатом, при осаде и взятии Афин, он сумел захватить львиную долю добычи.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эпӗ унпала пӗрре ирхине, Ярмаркӑналла уттарнӑ чух паллашрӑм: вӑл килхушши хапхи умӗнче сӗм пӗлми ӳсӗр хӗре извозчикӑн пролетки ҫинчен туртса антаратчӗ; ӑна ансарах ларнӑ чӑлха тӑхӑннӑ урисенчен тытса, пилӗк таран ҫарамаслантарса, вӑл ухлатса та кулкаласа, ним намӑса пӗлмесӗр турткалатчӗ, ун ӳчӗ ҫине суратчӗ; хӗрӗ, лучӑрканса пӗтнӗскер, суккӑрскер, ҫӑварне карса пӑрахса, хӑйӗн ҫемҫе те сикнӗ пек пулнӑ аллисене пуҫӗ урлӑ пӑрахса, пролетка ҫинчен шуса аннӑ чух ҫурӑмӗпе, ӗнсипе тата кӑвакарнӑ пичӗпе пролетка ларчӑкӗ ҫумне, пускӑчӗ ҫумне пыра-пыра ҫапӑнатчӗ, юлашкинчен, пуҫӗпе чулсем ҫумне сапӑнса мостовой ҫинелле ӳкрӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кашни ҫуркуннех пӑр кайнӑ чух баржӑсем, темӗн чухлӗ вак кимӗсем ҫӗмӗрӗлсе пӗтеҫҫӗ — ҫынсем ахлатса калаҫҫӗ те ҫӗнӗ кимӗсем тӑваҫҫӗ, — пӑр кайнӑ чух каллех вӗсем ҫӗмӗрӗлсе пӗтеҫҫӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах кӑнтӑрла тата каҫхине апат ҫиме ларнӑ чух — пурте сӑхсӑхаҫҫӗ, ҫывӑрма выртнӑ чух — турра кӗл тӑваҫҫӗ, праҫниксенче чиркӗве ҫӳреҫҫӗ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах эпӗ хытӑ ӗҫсен, ун чух вара… вӑл пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те ӑна пуҫӗ ҫийӗнче ҫавӑркаларӗ, — ҫавӑн чух кӑна манӑн шухӑш уҫӑ та ӑс урӑ, юлташсем.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Ҫакна каланӑ чух вӑл Прохор Палыч ҫапла туса кӑтартнӑ: пуҫ пӳрне чӗрнипе (каҫарӑр натурализмшӑн!) эпир хӑш-пӗр кӑпшанкӑсене вӗлернӗ чух пуснӑ пек пусса илнӗ те, татах хушса хунӑ:
2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
А эпӗ ӑна: хӑш-пӗр чух кӗтӳҫӗ те генералтан ӑслӑрах пулаканччӗ, тетӗп, эпӗ ун чух пур тӗлӗшрен те пит хӑюлланса кайнӑччӗ, пурпӗрех Ҫепӗҫ кӗтет!
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӑна вӑрҫнӑ чух, е вӑл пӗр-пӗр ҫыннӑн интереслӗ калавне итленӗ чух, унӑн тути вылякаласа тарать, вӑл хӑй мӗн илтнине хӑй ӑссӗн каласа пынӑ пек, е хуллен хӑйӗнне малалла каланӑ пек туйӑнать.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Королева Марго ҫинчен йӗрӗнмелле калаҫнӑ чух, мана ачалла мар шухӑшсем тытса хускатма пуҫлатчӗҫ, ман чӗрӗ элекҫӗсене курайманнипе тулса каятчӗ, ман ним чарусӑр ашкӑнас, пурне те ҫилентерес килсе каятчӗ, хӑшпӗр чух тата хама та, пур ҫынна та ним шутсӑр хӗрхенес килетчӗ, — ҫав ним шарламасӑр хӗрхенни вара курайманнинчен те йывӑртарахчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗрре каҫхине, Откоса уҫӑлса ҫӳреме кайнӑ хуҫасем килессине эпӗ крыльцара кӗтсе ларнӑ чух, хӗрачи ман алӑра тӗлӗрсе ларнӑ чух, амӑшӗ юланутпа ҫитсе тӑчӗ, ҫӗр ҫине вӑрт сиксе анчӗ те пуҫне каҫӑртса ыйтрӗ:
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑнпа чиркӳре чӗрене пӗр-пӗр тутлӑ хуйхӑ хӗссе лартнӑ чух, е кама та пулин иртнӗ кунхи пӗчӗк хурлӑхсем ҫыртса чӑрмаланӑ чух, ҫав минутсенче эпӗ хам кӗлӗсене шутласа кӑларма тӑрӑшаттӑм; эпӗ хамӑн савӑнӑҫлӑ мар пурӑнӑҫ ҫинчен шухӑша кайсанах, самантрах сӑмахсенчен жалобӑсем пула-пула тӑратчӗҫ:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӑмака ҫуннӑ чух, паянхи пек хытӑ выҫман чух, шӑтӑртатса хӗлхем сирпӗтекен ҫулӑм Марысьӑна Липинцӑна, хӑй ӗлӗк тусӗсемпе пӗрле кӗнчеле арласа ларнине аса илтеретчӗ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хӑшпӗр вӑхӑтра ҫапла тӑрмашнӑ чух ӑна леккелет те, анчах тепӗр чухне ырӑпах иртсе каять; хӑш чух тата вӑл пӑрахутсем ҫинчен ывӑтнӑ ҫӗрӗк пахча ҫимӗҫсем, апат юлашкисем те тупкалать.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ӑшӑннӑ чух ту породи сарӑлать, сивӗннӗ чух — пӗрӗнет.При нагревании горная порода расширяется, а при охлаждении сжимается.
1. Тусем мӗншӗн ишӗлеҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.