Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пур чухне те хӗрӳллӗччӗ вӑл: вылянӑ чух та, конькипе ярӑннӑ чух та, Нарышкина епле пулсан та «пӗрре памалла» е ӑна такӑнтарса ӳкермелле чух та.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Сӑнтан пӑхма пӗчӗк те ырханкка Павел васкамасӑр, мӑнкӑмӑлланнӑ пек утса тухрӗ; вӑл яланах ҫавӑн пекчӗ пирӗн: Тимофея апат панӑ чух та, ирхине гимнастика тунӑ чух та, столовӑйра хуратул пӑтти ҫинӗ чух та.
15 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Марфа Петровна вара кашни кӗлле кӗмессеренех, ҫын пытарнӑ чух та, ача ят хунӑ чух та, венчет тунӑ чух та пынӑ.Марфа же Петровна являлась при всех богослужениях, на похоронах, крестинах, бракосочетаниях.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл ывӑлӗн кашни хусканӑвӗ ҫине йывӑррӑн пӑхса сӑнаса тӑчӗ: лешӗ сӗтел патӗнче ларнӑ чух та, вӑл ҫӑвӑнма тытӑнсан шыв ӑшӑ пирки савӑнса, шыв часах пылчӑк пирки хуралса кайнинчен тӗлӗннӗ чух та, Антонинӑран хӑйне кӗтсе ывӑннӑ, крахмал, кил, арча, хӗрарӑмӑн ырӑ аллисен шӑрши кӗрекен хӑйӗн кӗпи-йӗмне илсен кӑшт ҫеҫ макӑрса ярайман чух та…
1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вӑл тасалӑха ҫав тери, тарӑхтармаллах юратнӑ: пукан ҫине ларнӑ чух вӑл ӑна сӑмса тутрипе шӑлса илнӗ, унран яланах духи шӑрши калама ҫук вӑйлӑ кӗнӗ, ҫавна пула сунаслас килнӗ; вӑл килте пуринчен те ним тытӑнса тӑмасӑрах, кӳрентермелле йӗрӗннӗ пирки Артамоновӑн хӗрне хӑйне тарӑхтаракан япаласемшӗн пуриншӗн те тавӑрасси килнӗ; вӑл ун умӗнче килте те, тепӗр чух кил хушшинче те пӗр аялти кӗпе-йӗмпех, йӳле янӑ халатпа, ҫара уран тӑхӑнса янӑ калушпа ҫӳренӗ, апат ҫинӗ чух тутисемпе чаплаттарнӑ та пушкӑрт ҫынни пек какӑрнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑрӑммӑн тӑсӑлакан кичем юрӑсем юрланӑ чух трактирсен чул стенисем, вӗсене пырса, пӑвса лартнӑ пек туйӑннӑ, хор хавассӑн, ҫӗкленӳпе юрланӑ чух, ула-чӑла тумсем тӑхӑннӑ маттур йӗкӗтсем юрланӑ чух — стенасене ҫил силлентерсе сарса пынӑ пек пулнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кӗрслетнӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ те ӗнтӗ, хушӑран, ту-сӑрт чӑрмантарман чух е ҫиле май сасӑ килнӗ чух, уйрӑммӑнах уҫҫӑн, ҫине-ҫинех илтӗнеҫҫӗ вӗсем, кун пек чух вара вӗсем ҫывӑхрах илтӗннӗн туйӑнаҫҫӗ: пӗрре темӗскер кӗрслетсе илсе сывлӑша кисретнӗн туйӑнса каять те ирӗксӗрех шарт сиктерет, кӗҫех тата, умлӑ-хыҫлӑнах, ҫине-ҫинех, барабан тӑнкӑртатнӑ евӗр, вӑйсӑртарах сасӑсем илтӗне-илтӗне каяҫҫӗ, унччен те пулмасть, ку сасса тӗлӗнмелле вӑйлӑн кӗрслетнӗ сасӑ хупласа хурать, е вӗсем пӗр-пӗринпе пӗтӗҫсе кайса, аслатиллӗ ҫӑкӑр тӑкнӑ чухнехи пек, аҫа ҫапнӑ евӗр кӗмсӗртетсе шартлатма тытӑнаҫҫӗ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Малтанах унӑн пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ сӑн-питӗнче хӑрани ҫеҫ палӑрать, тата вӑл темӗнле, юриех, вӑхӑт ҫитмесӗрех асапланнӑ пек тӑвать теме те пултаратӑр эсир ун ҫине пӑхсан, ҫын тени ӗнтӗ кун пек чух кирек хӑҫан та ҫавӑн пек сӑнлӑ пулать, анчах ун патне носилка илсе пынӑ чух, вӑл аманман айӑкне носилка ҫинелле туса ун ҫине хӑй тӗллӗнех пырса выртнӑ чух, эсир унӑн сӑн-пичӗ улшӑннине асӑрхатӑр, ку вӑхӑтра вара эсир вӑл темӗнле, чун хавалӗпе ҫӗкленсе кайнине асӑрхатӑр, ун ӑшӗнче сӑмахпа каласа ӗлкӗреймен аслӑ шухӑш пуррине туйса илетӗр: куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ ун, шӑлӗсене вӑл хытӑ ҫыртса лартнӑ, пуҫӗ ҫӳлелле аран ҫеҫ, хӗнпе ҫӗкленет, хӑйне ҫӗкленӗ вӑхӑтра вара вӑл, носилкӑна чарса тӑрать те, аран-аран чӗтрекен сассипе юлташӗсене сӑмах хушать, «Каҫарӑр, тӑвансем!» — тет вӑл, тата темӗн калама тӑрать, курӑнсах тӑрать ӗнтӗ вӑл темӗнле чуна ыраттаракан сӑмах каласшӑн пулни, анчах унччен каланӑ сӑмахах тепӗр хут калать: «Каҫарӑр, тӑвансем!»
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫак сасӑ чи хӑрушӑ вӑхӑтра, — хуласем ялкӑшса ҫуннӑ чух та, заводсем, ҫынсем хӗвелтухӑҫнелле куҫнӑ чух та, фронтран кашни кун ырӑ мар хыпарсем килнӗ чух та, хумханмасӑр, ним иккӗленмесӗр каланӑччӗ.
Пӗтӗм ҫӗршыва // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Чух, чух, чух!
Туслисен звени Дуня инкене пулӑшни // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Яра кунӗпех, фортран вӑйӑ вырӑнӗ патне кайнӑ чухне, уҫланкӑра тӗл пулнӑ чух, тискер ӑйӑрсем шутсӑр хӑрамалла хыҫҫӑн хӑваласа пынӑ вӑхӑтра, Морис Джеральд ҫавӑнта Луизӑна хӳтӗлекенӗ пулнӑ чух, прерире — кӳлӗ патӗнче канса ларнӑ минутӑсенче, каялли ҫул ҫинче, Морисӑн хӑйӗн килӗнче пулнӑ чух та, — Луизӑн юлташӗ унпа ҫепӗҫ кӑна калаҫнӑ, унтан ытла мар.
XVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тӗкӗр умне пырса ҫӳҫне тураса якатнӑ чух та, урай шӑлнӑ чух та, тӗрӗ тӗрленӗ чух та, — Зоя яланах юрлать.Она все время пела: причесываясь перед зеркалом, подметая комнату, вышивая.
Киле! // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Анчах чи кирли, вылянӑ чух, заняти ирттернӗ чух е кил-ҫуртри пӗр-пӗр ӗҫе тунӑ чух пурте пӗрле пулни пире ачасемпе ҫывӑх пулма май панӑ.
Каҫxине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӑл ҫакна пӗлет: нумай вӗреннӗ ҫын тата унӑн пурнӑҫ опычӗ питӗ пысӑк пулин те, Воропаев час-часах ачалларах хӑтланать, ҫав тери вӑйлӑ тата тӳсӗмлӗ пулин те, тепӗр чух наянланма, сӳрӗк пулма пултарать, яланах савӑнӑҫлӑ ҫӳрекенскер, хӑш чух салхуланать те ним туми пулать; тепӗр чух тата вӑл хӑйӗн вӑйне те ӗненмест.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Апла, пурӑннӑ чух — пурӑнар, ӗҫес килнӗ чух — ӗҫер, ҫӳрес килнӗ чух — ҫӳрер!— Значит, живите, пока живется, пейте, пока пьется, гуляйте, пока гуляется!
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Мӗн тери меллӗ те тӗрӗс пулчӗҫ унӑн хусканӑвӗсем ҫакна тунӑ чух, мӗн тери витӗр пулчӗҫ унӑн куҫӗсем ҫул ҫинче шӑхӑрса хускалма та тытӑнакан юр ҫине пӑхнӑ чух, анчах мӗн тери хӑюсӑр пулчӗҫ ҫав куҫсемех каялла — Коля ҫинелле — ҫаврӑнса пӑхнӑ чух.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Пурнӑҫ вӗресе тӑнӑ чух, ал-урасем хамӑра пӑхӑннӑ чух, хамӑр анаталла мар, тӑвалла хӑпарнӑ чух пире ҫавӑ ҫеҫ кирлӗ!Пока жизнь не прошла, пока все наши члены в нашей власти, пока мы идем не под гору, а в гору!
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Анчах унӑн ырханкка ӳчӗ вилӗмпе кӗрешнӗ чух, пӑрлӑ алӑ айӗнчи кӑкӑрӗ тертлӗн сывланӑ чух, юлашки вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ чух карчӑк пӗр май сӑхсӑхрӗ, пӗрмай пӑшӑлтатрӗ:
XXII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Кунта эсир пӗртен-пӗр кӑмӑллӑ, ҫырса памалла мар илемлӗ кулӑпа кулнине курма пултаратӑр; кун пек кулма пӗлес те ҫук, тепӗр чух киленнипе ирӗлсе кайӑр, тепӗр чух хӑвӑра чи начар ҫын пек туйса пуҫна пӗкӗр, тепӗр чух хӑвӑра Адмиралтейски шпильтен те ҫӳллӗрех пек туйӑр.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Эх, чух, яшӑ чух, Кӑкӑр ҫинче выртнӑ чух, Хӑштин-хаштин вӑл сывларӗ, Юлашки хут ыталарӗ, Ыталарӗ те каларӗ:На грудях когда лежал, Тяжелехонько вздыхал, Тяжелехонько вздыхал И в остатний раз сказал:
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.