Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрхеннӗ (тĕпĕ: хӗрхен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хородничану ҫине пӑхса, директор ӑна хӗрхеннӗ пек пулчӗ:

Глянув на Хородничану, директор изобразил на лице соболезнование:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Кала-ха, — ыйтрӗ вӑл старикрен ӑна хӗрхеннӗ пек, — ӑҫта-ха санӑн пӑхӑртан касса тунӑ вундеркинд, ҫав тери тӗреклӗ те илемлӗ ача сӑнӗ?..

— Скажи, — спросил он старика тоном, полным сочувствия, — а где же твое произведение из меди — вундкеркинд, чудо-дитя?..

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Малти тенкелсем ҫинче ларакансем ура ҫине тӑрсах: — Ывӑлне чӗреренех хӗрхеннӗ вӑл. Ӑна зала кӳртсен мӗнле йынӑшса ячӗ? Анчах чӑтайми пысӑк намӑса пула, халӑх умӗнче хӑйӗн чӗрери хӗрхенӳллӗ туйӑмне хирӗҫ ылханса ӑна ятлама ҫӑмӑл пулнӑ-и ӑна?! Ҫавӑнпах ӗнтӗ чӗри чӑтаймарӗ унӑн, — терӗҫ амӑшӗн чунӗпе асапне йӑлтах ӑнланнӑ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Ҫав тери юратнӑ пулӑттӑм эпӗ ӑна, анне, ҫав тери хӗрхеннӗ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ӑна пӗлетпӗр-ха, — юлташне хӗрхеннӗ пек пулчӗ Акпарс — Йывӑр пулчӗ сана ун чух.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Юрӗ, пӑтратмӑпӑр, — терӗ Ахтупай юлташне хӗрхеннӗ пек пулса.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр сӑмахпа, ӑна ҫутҫанталӑк шӑмӑпа тир панӑ та ашне пама хӗрхеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Карчӑк ӑна хӗрхеннӗ, «штрафа» татмашкӑн 50 пин тенкӗ тыттарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ылтӑнпа» тӳлетпӗр... // Ольга АНДРИЯНОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 12 с.

Тен, вӑл пӗрле пурӑннӑ вӑхӑта аса илсе мӗскӗн хӗрарӑма хӗрхеннӗ пек пулнӑ пуль, тен, тарӑхнипе ҫапла хӑтланнӑ.

Может, вспомнился ему счастливо прожитый год, может, на миг пожалел бедную женщину, или от большой обиды на жену.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван ашшӗне юратнӑ, хӗрхеннӗ ӑна.

Ухтиван любил отца, жалел его.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эх, Левентей, — ӑна хӗрхеннӗ евӗр каларӗ Укахви.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эх, Липа, — вӑл ӑна пурне те паллӑ ыйтӑва пӗлменшӗн хӗрхеннӗ пек хулпуҫҫинчен лӑпкарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сафа-Гирей сирӗн иртӗхмеллипех иртӗхсе кайнӑ, — вӗсене хӗрхеннӗ пек калаҫрӗ Алексей Адашев.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ашшӗпе аслӑ пиччӗшӗсем ӑна хӗрхеннӗ, пулӑшма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Анчах лешсем ӑна хӗрхеннӗ те хан ывӑлӗ вырӑнне ҫӗр айне пӗр йытта чавса чикнӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пулать ун пекки, — хӗрхеннӗ пек каларӗ Шигалей.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Патша вара вӗсене хӗрхеннӗ, ҫиллине пусарнӑ, хирӗҫ тухса ҫапӑҫма чарнӑ, Сӗве хули патне пыртарнӑ, ылтӑн пичет пусса грамота пама кӑмӑл тунӑ, виҫӗ ҫуллӑха ясакран хӑтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӗве Атӑла Юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнеке // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Маншӑн пурӗпӗрех те, ҫапах… начальник хӗрхеннӗ пек пултӑр ку.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Марье аппа, паллах, хӗрарӑм пуҫӗпе нимӗн те хирӗҫлемерӗ, макӑрчӗ кӑна, — хӗрхеннӗ пек каларӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Утне хӗрхеннӗ вӑл, Кармӑш пасарне тутарсене сутма тесе темиҫе те кайнӑ пулнӑ, анчах пустарас килмен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех