Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑшмансене (тĕпĕ: тӑшман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анжу тата Тури Пуату начальникӗсем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пек курӑнма хӑтланаҫҫӗ, вӗсем тӑшмансене каҫараҫҫӗ, ирӗке кӑлараҫҫӗ, ҫавӑнпа унта ним йӗрки те ҫук.

В Анжу и верхнем Пуату вожди играют в великодушие, изображают из себя добряков, это никуда не годится.

III. Чаплӑ ҫынсемпе ахаль ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫак хӑрушӑ вырӑнтан пӑрӑнса каймашкӑн Ганс сулӑ рульне тепӗр еннелле пӑрасшӑнчӗ, анчах тепӗр енчен ҫакӑнтан пӗрех те кая мар урӑх тӑшмансене асӑрхарӗ: хӗрӗх фут сарлакӑш тимӗр шапа тата вӑтӑр фут тӑршшӗ ҫӗлен пуҫне шывран ҫӳлелле каҫӑртса пырать.

Ганс пытается переменить направление, чтобы избежать опасного соседства, но замечает с другой стороны не менее страшных врагов: морскую черепаху в сорок футов ширины и морскую змею в тридцать футов длины, громадная голова которой показывается из волн.

XXXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

«Парӑнас мар тӑшмансене, — паллах, мӗн тӑвасси. Ҫук, революци пӗтмӗ вал, ун ӗмӗрте сасси. Ӗнен эс: вӑхӑт ҫитӗ те, ҫӗкленӗпӗр каллех, Тӑшмансене йӑлт тавӑрӑпӑр ун чух ытлашшипех. Ан ус пуҫна эс, тусӑмҫӑм!

«Что делать? Дело ясное, не поддавайся, брат, Не сгинет революция, навек ее набат. Придет пора, друг милый мой, восстание начнем И с палачами родины расчет произведем! Не вешай, друг мой, голову!

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫак хамӑр пата килсе кӗнӗ тӑшмансене кураймастпӑр эпир, ҫамрӑксем.

Ненавистно нам, молодежи, это нашествие.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хамӑрӑн тӑшмансене аркатма каятпӑр вӗт.

Пойдем бить наших ворогов.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кам та кам юлас тет, кам та кам пирӗн ӗмӗрхи тӑшмансене, вӑрӑ-хурахсене пуҫӗпех пӗтерес тет, ҫавӑ — ҫапӑҫуран тармасса чӑн-ӑн рабочилле сӑмах патӑр.

А те, кто остается, кто решил покончить с этими грабителями, с вековыми нашими врагами, тот пусть даст слово рабочее в бою не бежать.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Вилӗм пирӗн тӑшмансене! — кӑшкӑрать Владислав, эрех ӗҫсе тултарнипе пуҫне пӗтӗмпех ҫухатнӑскер.

Смерть нашим врагам! — кричал Владислав, совершенно потерявший от вина голову.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Хамӑрӑн тӑшмансене вӗсем вӑйпах туса панӑ каторгӑллӑ пурнӑҫ пире ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен вӗсемпе» тан пулма, вӗсенчен те ҫӳлте тӑма чарайманнине кӑтартса памалла пирӗн!..

Мы должны показать врагам, что наша каторжная жизнь, которую они нам навязали, не мешает нам сравняться с ними в уме и даже встать выше их!..

VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Хӑй ҫинелле ҫынсем пынине курсан, Власов аллине чул, хӑма е тимӗр татӑкӗ илнӗ те, урисене сарса тӑрса, тӑшмансене ним чӗнмесӗр кӗтнӗ.

Когда Власов видел, что на него идут люди, он хватал в руки камень, доску, кусок железа и, широко расставив ноги, молча ожидал врагов.

II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Гоголь — вырӑс литературинчи чи чаплӑ реалистсенчен пӗри, ун произведенийӗсем пире кивӗ тӗнчене тӗплӗрех пӗлме пулӑшаҫҫӗ, хӑйсен художествӑллӑ вӑйӗпе сатирӑллӑ ҫивӗчлӗхне пула пирӗн алӑра хамӑр тӑшмансене хирӗҫ, социализмпа демократишӗн кӗрешес ӗҫре вӑйлӑ хӗҫпӑшал пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Тӑшмансене… ҫӗнтерет, — кӗл тумалли сӑмахсене астуса илесшӗн пулчӗ вӑл, анчах нимӗн те тухманнипе аптраса: — Манса кайнӑ, мур илесшӗ, — тесе ятлаҫса илчӗ.

Врази… расточатся… — пытался он вспомнить молитвы и, убедившись, что у него ничего не получается, растерянно выругался: — Чорт побери, забыл!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пӗтӗмпе те икӗ квартал ҫеҫ уйӑрса тӑчӗ тӑшмансене, анчах нихӑш енӗ те пӗр-пӗрин ҫине ҫӗрле тапӑнма хӑяймарӗ.

Всего лишь два квартала разделяли противника, но ни одна сторона не отважилась на ночное наступление.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ нихҫан та тӑшмансене тӗкӗнсе алла варалама вӑтанман, кирлӗ пулсан, халӗ те шухӑшласах тӑрас ҫук — Михаил кӑмӑшка юлашкине стакансене тултарчӗ.

Сроду я не стеснялся об врагов руки поганить и зараз не сморгну при нужде — Михаил вылил в стаканы остатки самогона.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Турӑ тӑшмансене каҫарнӑ та пире те ҫапла хушнӑ тесе-и е урӑхларах?

— Бог, дескать, прощал врагов и нам велел, или как?

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсене, ҫут тӗнчере харам ҫӑкӑр ҫӗртекен тӑшмансене, тӗп тума алӑ ҫирӗп манӑн!

На них, на врагов, какие зря на белом свете живут, у меня рука твердая!

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӑшмансене ҫав вӑхӑтра пӗр-пӗринчен сакӑрвунӑ чалӑшран иртмен, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑтӑр-хӗрӗх хӑлаҫ сарлакӑш кӑна юханшыв уйӑрса тӑчӗ.

Противников разделяла река, максимальная ширина которой в то время не превышала восьмидесяти саженей, а местами доходила до тридцати.

XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хамӑн тӑшмансене савӑнтарма-и?

Порадовать моих врагов?

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Илсе килеҫҫӗ тӑшмансене! — хулӑн сасӑпа каларӗ темле старик.

— Гонют врагов! — басисто сказал какой-то старик.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Совӗт влаҫӗ тӑшмансене анчах тавӑрать, ҫавӑнпа та ӗҫхалӑхне совет влаҫӗ ячӗпе тӗрӗс мар кӳрентерекен представительсене эпир ним хӗрхенмесӗр айӑплатпӑр.

Советская власть расправляется только с врагами, и тех представителей Советской власти, которые несправедливо обижают трудовое население, мы беспощадно караем.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн ҫӗре кар тӑрса сухалӑпӑр, пӗтӗм кив ҫумкурӑка — хамӑр тӑшмансене — суха пуссинчен тасатас тесе, ӑна, ҫӗре, пӗрле сӳрелесе кӑпкалатӑпӑр!

Дружно будем пахать землю для новой жизни и боронить ее, землю, будем, чтобы весь старый сорняк, врагов наших, выкинуть с пахоты!

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех