Шырав
Шырав ĕçĕ:
33. Эсир ҫак каҫ ҫӗрле хула хапхи патне тухса тӑрӑр, эпӗ унта хамӑн хӗрарӑм тарҫӑмпа пырӑп, эсир хулана тӑшмансене пама пулнӑ кунччен Ҫӳлхуҫа Израиле манӑн аллӑмпа пулӑшма ҫитӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Лешӗсем ҫитнӗ, вара Иудифь вӗсене каланӑ: Ветилуя халӑхӗн пуҫлӑхӗсем, итлӗр-ха мана! сирӗн сӑмахӑр, паян халӑх умӗнче каланӑ сӑмахӑр, тӗрӗс мар, Турӑпа хӑвӑр хушшӑрта тупа туса, ҫак кунсенче пире Ҫӳлхуҫа пулӑшмасан, хулана хамӑрӑн тӑшмансене паратпӑр тени тӗрӗс мар.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ту тӑрринчи хула ҫыннисем вӗсене курсан, вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланса, хула айккине ту тӑррине тухса тӑнӑ, чулрав тытнӑ ҫынсем кашнийӗ хӑйӗн ҫул-сукмакне сыхланӑ, тӑшмансене чулпа пенӗ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗр-пӗрне хирӗҫ тапӑнса тухма каласассӑн та, ҫавна тӑваҫҫӗ вӗсем; вӗсене тӑшмансене хирӗҫ ярать пулсассӑн, вӗсем каяҫҫӗ, тусене, хӳмесене, пашнесене аркатаҫҫӗ, 5. вӗлереҫҫӗ, хӑйсем те вилеҫҫӗ, анчах патша сӑмахӗнчен иртмеҫҫӗ; ҫӗнтерес пулсассӑн, туртса илнӗ тупӑша та, ыттине те пӗтӗмпех патшана килсе параҫҫӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара Давидпа унӑн ҫыннисем Ваал-Перацим патне кайнӑ та унта филистимсене аркатса тӑкнӑ; ҫавӑн чухне Давид каланӑ: Турӑ манӑн тӑшмансене хамӑн аллӑмпах, пӗвене татса кайнӑ шыв пек, ҫӗмӗрсе тӑкрӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давид вӗсене хирӗҫ тухнӑ та ҫапла каланӑ: эсир ман патӑма ырӑ кӑмӑлпа, мана пулӑшас тесе килтӗр пулсассӑн, манӑн сирӗнпе пӗр чӗре пултӑр; эхер те эсир мана аллӑм айӑплӑ мар ҫӗртенех ултавлӑ майпа тӑшмансене сутас шухӑшлӑ пулсассӑн, ҫакна аттемӗрсен Турри курса татса патӑр, тенӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эпӗ хамӑн тӑшмансене хӑвалатӑп, вӗсене аркататӑп, вӗсене пӗтермесӗр каялла таврӑнмастӑп; 39. вӗсене ҫӗмӗретӗп, аркататӑп, вӗсем тӑраймаҫҫӗ, манӑн ура айне ӳкеҫҫӗ.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Израиль ҫыннисем ӗнтӗ ҫав кун халтан кайса ҫитнӗ; анчах Саул [пӗр шухӑшламасӑр] халӑха тупаласа ҫапла каланӑ: кам та кам каҫчен, эпӗ хамӑн тӑшмансене тавӑриччен, ҫӑкӑр тутанса пӑхать, ҫавӑн патне ылхан ҫитет, тенӗ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑшмансене хӑваласа вӗсем ӗшенсе [тата выҫса] ҫитнӗ пулнӑ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Калӑттӑм Эпӗ: «сапаласа ярӑп вӗсене, ҫынсем хушшинчен ячӗсене те пӗтерӗп»; 27. тӑшмансене тарӑхтармашкӑн халлӗхе апла тумарӑм, вӗсен тӑшманӗсем: «пирӗн аллӑмӑр ҫӳлте, ҫакна Ҫӳлхуҫа мар, эпир турӑмӑр» тесе ан мухтанайччӑр.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. халӑха чӗнсе пухма тата тапӑра вырӑнтан хускатма эсӗ икӗ кӗмӗл трупа тутар, вӗсене хывса-ҫапса тутар; 3. икӗ трупине те кӑшкӑртса ярсассӑн, пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре сан патна пӗтӗм халӑх пухӑнӗ: 4. пӗр трупине кӑшкӑртсассӑн, сан патна Израилӗн ҫулпуҫӗсемпе пин ҫын пуҫлӑхӗсем пухӑнӗҫ; 5. хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртсассӑн, тухӑҫ енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; 6. хӑрушлӑха систерсе иккӗмӗш хут кӑшкӑртса ярсассӑн, кӑнтӑр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; [хӑрушлӑха систерсе виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, тинӗс енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; хӑрушлӑха систерсе тӑваттӑмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, ҫурҫӗр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ;] вӗсем ҫула тухнӑ чухне трупасем хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртчӑр; 7. пуху пухмалла пулсассӑн та, трупа кӑшкӑртӑр, анчах хӑрушлӑха систернӗ пек мар; 8. трупасене Аарон ывӑлӗсем, священниксем, кӑшкӑртмалла: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрхи йӗрке пултӑр; 9. хӑвӑра тапӑннӑ тӑшмансене хирӗҫ хӑвӑр ҫӗрӗрте вӑрҫӑпа тухсассӑн, хӑрушлӑха систерсе трупасем кӑшкӑртса ярӑр, вара сире Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, умӗнче аса илӗҫ, ҫапла эсир тӑшманӑрсенчен хӑтӑлӑр; 10. хӑвӑр савӑнса хӗпӗртенӗ кунсенче, уявӑрсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ чухне те трупа кӑшкӑртӑр, — ҫакӑ Туррӑр умӗнче хӑвӑр ҫинчен аса илтерни пулӗ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.