Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пысӑк чул сӑмсахӗ ҫинче ҫилӗпе ҫатӑртатакан хаяр Отто Лиденброк, никам чарайми Аякс турӑсене хӑйпе тытӑҫса ҫапӑҫма чӗннӗ пекех курӑнса тӑрать; анчах виҫерен тухса кайнӑ ҫак этемӗн ӑссӑр ҫиллине ҫӑварлӑхлас тӗлӗшпе хамах хутшӑнса калаҫма пӑхсан, вырӑнлӑ пулӗ тесе шутларӑм эпӗ.
XXXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Малтанлӑха Воропаев ним те илтмерӗ-ха, анчах часах почтӑра телефонпа каҫса кайса шӑнкӑртаттарнине уйӑрса илчӗ, тахӑшӗ, штык вӗҫҫӗн тытӑҫса ҫапӑҫнӑ чухнехи пек мӗнпур пӗверӗпе сывласа, ҫул тӑрӑх йывӑррӑн таплаттарса чупса иртрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ирхине Юрийпе Наталья Поднебеско, алла-аллӑн тытӑҫса, правлени сӗтелӗ умӗнче тӑчӗҫ.Утром, взявшись за руки, Юрий и Наталья Поднебеско стояли перед столом правления.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ӗнер, хӑй Корытовпа тытӑҫса илчӗ пулин те, вӑл ҫак йывӑр ӗҫпе асапланса пӗтнӗ ҫынна шеллерӗ; кунти йывӑр пурнӑҫа курнӑ хыҫҫӑн Корытова пӑрахса кайма намӑс пек туйӑнчӗ ӑна.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Сасӑллӑ ҫыхӑну, тӑванӑм, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫнӑ чухнехи пекех…
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ӑна ман куҫ умӗнчех ҫапрӗҫ, тытӑҫса кайнӑ халӑх хушшинчен туртса кӑлартӑм ӑна…
XIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл манран тарма мар, упа пек, тытӑҫса кӗрешме ман ҫинелле пырать.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Питӗр, Васильевски утрав, пӑта завочӗ, Нева застави леш енчи Семянниковски завод, Смоленскри каҫхи курссем, революцилле пухусем, завод картишӗнче полиципе тытӑҫса илни, юлашкинчен вара, январӗн 9-мӗшӗ…
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Василиса Авдотья ҫине ырласа пӑхма пуҫларӗ, шухӑшра упӑшкипе хытах тытӑҫса кайнипе, унӑн мӑшӑрӗ Лука Миронович чӑнласах масар ҫинчен сиксе тӑрас пек, Василисӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ ҫӗнӗлле ҫаврӑнса кайса аванланас пек туйӑнса кайрӗ.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Халиччен курман тумтирсем тӑхӑннӑ арҫынсем, хӗрарӑмсем тата хӗрсем — вӗсен хулӗсем те, чӗркуҫҫи таран урисем те ҫара пулнӑ — ҫав ҫыр хӗррине лартнӑ пӗчӗк йывӑҫ будкӑсенчен тухнӑ та, алла-аллӑн тытӑҫса, кула-кула, хумсем ҫинелле сикнӗ вӗсен урисем айӗнчен ылтӑн ирӗлчӗкӗ пек йывӑр шыв тумламӗсем сирпӗне-сирпӗне кайнӑ.
XIX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫакӑншӑн ӑна герцог йӳтенӗ сӑрнаккай тесе вӑрҫрӗ, королӗ те парӑмра юлмарӗ, вӗсем тытӑҫса ӳкрӗҫ, эпӗ ҫак вӑхӑтра тухса шӑвӑнтӑм та юханшыв хӗрнелле вӗҫтертӗм, ура ҫӗре перӗнмест.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Унтан вӗсем икӗ вӑрӑм хӗҫ туртса кӑларчӗҫ те (хӗҫӗсене герцог юман хӑмасенчен чутласа тунӑччӗ) тытӑҫса пӑхрӗҫ; герцог III-мӗш Ричард пулчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кунти вырӑнсенче табу ҫине те шанма ҫук, ҫавӑнпа та кунта пӑшалпа пенинчен кӑна мар, дикарьсемпе алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫассинчен те сыхланмалла пулать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Апла эсир Цветаевпа иксӗр тытӑҫса илтӗр пулать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ӗлӗксенче эпӗ пуҫлӑхсемпе яланах ҫамрӑксен тӗрлӗ ыйтӑвӗсем пирки тытӑҫса пурӑнаттӑм, халь акӑ хуҫалӑх ӗҫне хамӑн ертсе пымалла пулчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
1920-мӗш ҫулхи июнӗн 5-мӗшӗнче Будённӑйӑн 1-мӗш утлӑ ҫарӗ, темиҫе хутчен кӗскен хаяррӑн тытӑҫса илнӗ хыҫҫӑн, Савицкий генералӑн пӳлсе тӑракан утлӑ ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкса, поляксен фронтне 3-мӗшпе 4-мӗш ҫарсем чикӗленсе тӑнӑ вырӑнтан татать те Ружин енне ҫул хытать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Анчах Женя ҫакна урӑхларах ӑнланса илчӗ: тӑшман карапӗсем прожекторсемпе хыпашлаҫҫӗ-мӗн ӑна, вӑл вара вӗсемпе тытӑҫса илме шут тытрӗ.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Симӗссисемпе те тытӑҫса илтӗмӗр…
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
«Кӗҫех тытӑҫса ӳкеҫҫӗ пуль, — тесе шутларӗ вӑл чупса пынӑ чух. — Пӗрне-пӗри палласа иличчен каҫ та пулӗ-ха».«Сейчас схватятся, — подумал он на бегу. — А пока разберутся, глядишь и ночь уже».
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Вӗсем пӗр-пӗринпе тӗл пулсан тытӑҫса та илеҫҫӗ.
IX // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.