Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурт ҫи виттийӗн тутӑхнӑ кӗтесӗ ҫине хӑяккӑн хунӑ пек курӑнса, хӗвел нӳрӗрех хӗрлӗ тӗспе тӗлкӗшсе ҫунать, кӗҫ-вӗҫ ҫӗре татӑлса анса, пӳртӗн ку е тепӗр енне кусса каяссӑн туйӑнать.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Нумай ҫӗрте пӳрт чӳречисене хӑмапах ҫапса лартнӑ, алӑкӗсем ҫинче чылайранпах тыткаламанран тутӑхнӑ ҫӑрасем ҫакӑнса тӑнӑ…Окна во многих домах наглухо закрыты ставнями, на дверях — ржавые, давно бывшие в деле замки…
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ку арчана Марфа Игнатьевна качча килнӗ чухне илнӗ, ҫавах та ытла кивелсе кайман-ха, тимӗрӗ ҫеҫ тӗл-тӗл кӑшт тутӑхнӑ…
XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кӑвак куҫлӑ салтак гранатине пуҫӗ тавра вӑйкӑнтарса ҫавӑрма тытӑнчӗ; малта пыраканни, курпунтарах ҫӳллӗ салтакӗ, тутӑхнӑ штык вӗҫӗпе урядник шинельне шӑйӑрттарса илчӗ; шахтер сӑнли, тем те пӗр киревсӗр сӑмахсемпе ятлаҫса, приклачӗпе Мишка Кошевой ҫине хӑмсарса пырать.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вакуна таврӑннӑ чух ирхи ҫанталӑкӑн тӳлек сулхӑнне пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса пычӗ; хӑй кунта килни ӑнӑҫлӑ пулас пек туйӑннӑшӑн та, пакгаузӑн тутӑхнӑ ҫи виттийӗ урлӑ упаленсе каҫнӑ хӗвелшӗн те, таҫтан темле хӗрарӑм сасси юрланӑ пек кӗвӗллӗн янӑраса илтӗннӗшӗн те пӑлханса савӑнчӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Алӑкӗ ҫумӗнчи ҫӑри тутӑхнӑ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл Савва Остроухов планӗ пирки калаҫрӗ, колхозниксемпе, трактористсемпе тӗл пулчӗ, Рагулин патӗнче, Артамашов патӗнче пулчӗ, анчах текех вӑрҫӑ пирки шухӑшларӗ; ҫул ҫинче танксене чарма алтнӑ шырлансене хыт-хура пусса илнине курчӗ, ҫӳллӗрех вырӑнсенче купаласа тунӑ тӗмесем, вӗсен айӗнче амбразурӑсен хура куҫӗсем; мӑян хушшинчен, эрешменсем пек, тутӑхнӑ юпасем кӑнтса тӑраҫҫӗ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа уя сухаламан, ишӗлнӗ пӳртсем ҫине, снарядпа персе шӑтарнӑ шкул ҫине пӑхрӗ — вӑрҫӑ пуҫран каймарӗ…
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫихӗреҫҫӗ тутӑхнӑ тӑпсасем.
Чипер юл // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Уншӑн пулсан эпӗ тутӑхнӑ такан пекех хаклӑ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Брянцевпа Шаракшанэ ещӗксем ҫинче тӑрса сӑмахланӑ май, тутӑхнӑ решеткеллӗ кантӑксӑр чӳрече витӗр ҫапӑҫу хирне сӑнаҫҫӗ…
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Локомобиль ытла та кивелнӗскер, хӑйӗн нумай ҫулсем хушшинчи пурнӑҫӗнче вӑл ватӑлма тата халран кайма ӗлкӗрнӗ пек туйӑнать: унӑн пӗтӗм ӳт-пӳне шыҫӑсем, кӑвакарнӑ паллӑсем хупласа илнӗ; пур ҫӗрте те кивӗ саплӑксем, шӑтӑк-путӑксем, тутӑхнӑ вырӑнсем, пӗр пӑхӑр шӑхличне кӑна ҫав тери якатса тасатнӑ та, вӑл хӗвел ҫинче чӗлхем пек ялкӑшать.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӑшӑхрах траншейӑсемпе окопсем, блиндажсем пушах иккен, унта та кунта тутӑхнӑ гильзӑсем ҫеҫ купаланса выртаҫҫӗ.Неглубокие траншейки, окопы и блиндажи были пусты, лишь всюду валялись груды заржавленных гильз.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лозневой лаша ҫинчен анса, чӗлпӗрӗпе чӑпӑрккине Костьӑна тыттарчӗ, картусне хыврӗ, типӗ питне тутӑрпа шӑлса илчӗ те ҫамка хӗрринчи лапчӑннӑ ҫӳҫне, тӗсӗ кайнӑ пек тутӑхнӑ кӗл тӗслӗн курӑнаканскерне, кӑшт пӳрнесемпе тӳрлеткелерӗ.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫуралнӑранпа та хӗвел курман, тутӑхнӑ тӗслӗ имшер ҫирӗксем чӑрӑшсем айӗнче халсӑррӑн кукӑрӑлкаласа лараҫҫӗ.Под ними стояли, немощно сгибаясь, худосочные заржавленные ольхи, от рождения не видевшие солнца.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Манто пиччен хуҫалӑхӗнчи ҫӗҫӗсемпе вилкӑсем те тутӑхнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Каҫхи ӗнтрӗкре тутӑхнӑ тимӗр тӑрӑллӑ, тӗттӗм чӳречеллӗ пӗр хутлӑ ҫурт курӑнчӗ.В вечерних сумерках показался большой одноэтажный дом с ржавой железной крышей и с темными окнами.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Колхоз председателӗн кабинечӗ Давыдова тӗлӗнтерчӗ: самаях пысӑк пӳлӗме сарӑ каткасемпе тӑм чӳлмексенче ӳсекен тусанлӑ чечексем лартса тултарнӑ, вӗсен хушшине хӑваран авса тунӑ кивӗ пукансемпе вараланчӑк тенкелсем хӗсӗннӗ; алӑк патӗнче сӑранӗ ҫӗтӗлсе-ҫурӑлса пӗтнипе тутӑхнӑ пружинисем курӑнакан пулнӑ темле элес-мелес диван ларать; стенасем ҫине «Нива» журналтан касса илнӗ ӳкерчӗксемпе йӳнӗ литографисем ҫыпӑҫтарса тултарнӑ.
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Халӗ ӗнтӗ унӑн шухӑша каймалла пулчӗ, вӑл вӑрахчен шухӑша кайса ларчӗ, аллинче, паҫӑр Шалый курӑк туни ҫавӑркаланӑ пек, ҫӗртен илнӗ тутӑхнӑ шурупа ҫавӑркаларӗ…
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сӑмах ҫын ҫинчен мар, тутӑхнӑ тимӗр татӑкӗ ҫинчен пынӑ пек.Как будто речь идет не о человеке, а о каком-то ржавом куске железа.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Эх, Макарушка, манран пуля япӑх ҫав, тутӑхнӑ!
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.