Шырав
Шырав ĕçĕ:
Швейцарире тата Краков ҫывӑхӗнче пурӑннӑ вӑхӑтра, ытла та ывӑнса ҫитсен, вӑл пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ӗҫе пӑрахатчӗ те хӑйне ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен ывӑнтарма тусем ҫине ҫуран тухса каятчӗ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Карпат умӗнчи сӑрт-тусем пуҫланчӗҫ: е вӑрманлӑ ҫӳллӗ тусем ҫине улӑхма, е каялла анма тивет.Начались предгорья Карпат; приходилось то забираться на высокие лесистые холмы, то спускаться вниз.
Юлашки переходра // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
— «Ҫӳллӗ тусем ҫине Ҫӗлен ҫӗкленнӗ, унта йӗпе те сулхӑн шырланра ҫӑмха пекех ҫаврӑнса выртнӑ, куҫӗсемпе тинӗселле пӑхнӑ…— «Высоко в горы вполз Уж и лег там в сыром ущелье, свернувшись в узел и глядя в море…
Уяв // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ҫав хӑвӑл сӑртсен варринчен хӑшпӗр чухне пӗчӗк шӗвӗр тусем ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ.И вместо нее — большое круглое углубление, посреди которого иногда возвышается остроконечная горка.
Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Панулми ҫинчи ҫипе полюсран полюса ҫити карма пулать, ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче ун пек тума ҫук вӗт-ха: 20 пин километр тӑршшӗ ҫип кирлӗ пулать, тата ӑна питӗ пысӑк та ҫӳлӗ тусем, пушхирсем, океансем урлӑ кармалла.
Тӗнче енӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Обсерваторисене хуларан инҫерехри вырӑнсенче, сӑртсемпе ҫӳлӗ тусем ҫинче лартаҫҫӗ.Обыкновенно обсерватории стоят вдали от городов, на холмах и на высоких горах.
Телескоппа обсерватори // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Пуянсем ҫав тусем урлӑ мулсемпе ҫӳренӗ, вӗсене унти вырӑнсене лайӑх пӗлекен ҫынсем ҫул кӑтартса пынӑ.Богачи ехали по горам на мулах, и их сопровождали опытные проводники из местных жителей.
Джордано Бруно // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Тусем урлӑ ансӑр та хӑрушӑ сукмаксем кӑна пулнӑ.
Джордано Бруно // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Вӗсем халь хӑйсем ҫинчен, вӑрҫӑра услам курасси ҫинчен шутламаҫҫӗ, червонецсем, хаклӑ хӗҫпӑшалсем, ҫӗленӗ сӑхмансемпе черкес лашисем ытларах пухма камӑн телей пуласси ҫинчен шутламаҫҫӗ; вӗсем чул тусем тӑрринче ларакан ӑмӑрткайӑксем пек шухӑша кайнӑ; тепӗр чухне чӑнкӑ та ҫӳллӗ тусем тӑрринче ӑмӑрткайӑксем лараҫҫӗ, унтан вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса выртакан тинӗс курӑнать, тинӗс ҫийӗпе галерӑсем, карапсем, тӗрлӗ суднӑсем вӗтӗ вӗҫен кайӑксем пек ҫӳреҫҫӗ, тинӗс хӗррипе кӑшт ҫеҫ курӑнакан ҫыран ҫип-ҫинҫен тӑсӑлать, хурт-кӑпшанкӑсем пек хуласем лараҫҫӗ тата вӗтӗ курӑк пек вӑрман тайӑлать, — шӑп ҫакӑн пек ларакан ӑмӑрткайӑк пек тӑраҫҫӗ козаксем.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тусем тӑрӑх, ҫӑлкуҫ шыраса, лашапа чылайччен ҫаврӑнса ҫӳренӗ хыҫҫӑн ҫӳлӗ чул ту айне ҫитет те ун тӑрринчен шыв тумланине асӑрхать.
Шанчӑклӑ ӑмӑрткайӑк ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Халӗ те — эпӗ Швейцарире, тӗлӗнмелле илемлӗ кӑвак кӳлӗ патӗнче пурӑнтӑм, йӗри-тавра вара ытарайми шурӑ юр хывса лартнӑ тусем выртатчӗҫ.
III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эпӗ вара, ҫыранран е карап енчен килекен пӗр танлӑ та тикӗс тусем евӗрлӗ хумсем шӗвӗр тӑрӑллӑ, аяклӑ тата айлӑмлӑ пӗр пек мар сӑртсен евӗрне килнине асӑрхарӑм.
XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Унӑн ывӑлӗ, шкула пӑрахса, килтен тарса, тусем хушшине альпинистсен йышӗсене ертсе ҫӳрекен пулма каясшӑн (ҫав тусене ун амӑшӗ унччен те тивӗҫсӗр кӑмӑлланӑ теме ҫук).
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӑйпа хӑюлӑха ӳстерсех, ҫирӗплетсех пымалла пирӗн хамӑрта. Ав, эпир питех кӑмӑлламан Виктор та, калас пулать, тусем ҫине те шӑпах ҫапла шырама каять».
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Халӗ качакасем кунта анмаҫҫӗ, вӗсем унта, ҫӳлте, тусем ҫинче чупса ҫӳреҫҫӗ, мӗншӗн тесен Бенжамин Ганнран хӑраҫҫӗ…
XV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ху та, качака пекех, тусем тӑрӑх сиксе ҫӳрӗн.
XII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Виктор, унсӑр кайса, тусем ҫинче суйлас сукмаксене-и?Те тропы, какие определит себе Виктор, если ее не будет рядом?
Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Лешӗ, ҫав ҫынни, халь тусем хушшине пӗрремӗш ҫул каякансен ушкӑнӗсене ертсе ҫӳрет.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӑл хӑй те аван пӗлет: тусем ҫинче, ҫак ҫулҫӳрев пурнӑҫланас пулсан, унӑн ывӑлӗпе юнашар ҫав чӑкӑлтӑш та тӗссӗр хӗрача утмалла, — Виктор унпа анчах питӗ туслӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Анчах хальхинче Виктор умӗнче чылай пысӑк та чылай ответлӑ ӗҫсем пур — тусем ҫине чакаланса хӑпарасси анчах мар.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.