Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тусем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ те акӑ партизансене куҫран пӑхнипех куратӑп эпӗ: кала кӑна вӗсене ҫак самантра вӑрман урлӑ, хир-хир урлӑ каҫса, ҫитмӗл те ҫичӗ патшалӑх витӗр тухса, никам кӗтмен-туман ҫӗршыва похода тухса каймалла тесе — вӗсем пӗр сӑмахсӑрах ҫула пуҫтарӑнса тухаҫҫӗ, ни шыв-шурсем, ни сӑртсемпе тусем тытса чараяс ҫук вӗсене.

И я по глазам партизан видел: скажи сейчас, что надо итти в поход за тридевять земель, в тридесятое царство, и пойдут, ничто не остановит — никакие реки, никакие горы.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ӑна темиҫе ту хушшине хуран пек вырӑна туса лартнӑ,тусем ҫинчи шыв тӗрме патне юха-юха анать.

Она построена в котловине между несколькими горами так, что вода с гор стекает к тюрьме.

Тӗрмери восстани // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Нимфӑсем — авалхи грексем ӗненнӗ тӑрӑх, кӗҫӗн турӑсем, хитре хӗрсем, вӗсем тинӗссенче, шывсенче, кӳлӗсенче, тусем ҫинче, ҫӗр хӑвӑлӗсенче пурӑнаҫҫӗ тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Ҫав ҫапӑҫура сывӑ юлнӑ темиҫе пин гладиатор тусем тӑрӑх сапаланса кайнӑ, вӗсен пуҫлӑхӗсем те, пӗр-пӗрин хушшинче ҫыхӑну та пулман, ҫавӑнпа вӗсене, пӗр енчен Красс, тепӗр енчен Помпей йӗрлесе пырса, часах пӗтерсе хунӑ.

Те несколько тысяч, которые уцелели от этой резни, рассеянные в горах, без начальников, преследуемые по пятам с одной стороны Крассом, с другой Помпеем, были в несколько дней изрублены.

Юлашкинчен калани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫумӑрпа, юрпа тулса хӑпарнӑ шыв тусем ҫинчен урмӑшса кӗрлесе анать, ҫырансенчен тухса, ҫывӑхри вырӑнсене путарса лартать, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи мӗнпур япаласене вӑркӑнтарса, ҫӗмӗрсе пӗтерет.

Поток, вздувшийся от дождя и снега, бешено низвергаясь с гор, наводняет окрестности, все опрокидывая и разрушая на своем пути.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫав ҫапӑҫу хыҫҫӑн Спартак ҫарӗ тусем урлӑ тарнине пӗлсен, Красс хӑй Сенатран пулӑшу ыйтса ҫыру ҫырнӑшӑн ӳкӗннӗ; пӑлхавҫӑсене вӑл Лукулпа Помпей пырса ҫитиччен пӗтерсе хума шут тытнӑ.

После этого сражения Красс, узнав что Спартак бежал в горы, раскаялся в том, что написал Сенату, прося помощи; он решил покончить с мятежниками раньше, чем подойдут Лукулл и Помпей.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл вӗсене ҫийӗнчех тусем ҫине илсе кайрӗ, ҫавӑн чухнех пӗр центурионпа вунӑ салтака ҫӑмӑл кимӗ ҫине лартса, мӗн пулни ҫинчен Спартака пӗлтерме ячӗ.

Оттуда он немедленно повел их в горы и послал к Спартаку легкое суденышко с центурионом я десятью солдатами для сообщения о случившемся.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Тусем ҫинче сӗтӗрӗнчӗксем час-часах тӗл пулаҫҫӗ, улахрах вырӑнсенче ашкӑнкалаҫҫӗ те.

Бродяги встречаются в горах довольно часто и по глухим местам пошаливают.

III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Тусем ҫинчи тӗлӗнтермӗш каҫ килсе ҫитрӗ, ҫапах нихӑшӗ те ҫывӑрасшӑн мар хамӑр.

Наступила чудная горная ночь; но спать никому не хотелось.

III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Тусем ҫинчи каҫсем сулхӑн, ҫавӑнпа эпир ҫӗр пӳртре ҫӗр каҫма шутларӑмӑр.

Горные ночи холодные, и мы решили спать в балагане.

III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Шӑрӑх пусӑрӑнчӗ, тусем ҫинчи чи лайӑх кун пуҫланчӗ.

Жар свалил, и начиналась лучшая часть горного дня.

III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Пирӗн инкеке, шӑпах ҫак тӗлтен сӑрт-ту таврашӗн инҫетри анлӑ ӳкерчӗкӗ курӑнса выртатчӗ, кунтан хамӑрӑн завода, ансӑр сукмак пек тӑсӑлакан пӗвене, тусем ҫинчен анса ҫав пӗвене кӗрекен виҫӗ йӑлтӑркка юхан-шыва та асӑрхама пулать.

На беду, с этого пункта горы открывался далекий широкий горный вид, так что можно было рассмотреть и наш завод, узкую полоску заводского пруда и блестящие нити трех горных речек, вливавшихся в него.

II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Калама ҫук ӗҫес килнӗ вӑхӑтра тусем ҫине хӑпарасси — хӑрушла йывӑр япала.

Подниматься в гору, когда томит смертельная жажда, ужасно тяжело.

II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Эпир виҫӗ кунлӑха тусем ҫине пыма сӗннине вӑл чунтан хӗпӗртесе йышӑнчӗ.

Наше предложение уйти в горы на целых три дня он принял с восторгом.

II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Кӑмӑла ҫырлахтарас енӗпе вӑл, ним иккӗленмелли те ҫук, путсӗр япала, анчах маншӑн вӑл тусем ҫине экскурсине каймалли йӳтӗм кӑна шутланнӑ.

Как удовольствие — это вещь, без сомнения, жестокая, но для меня лично она всегда служила только предлогом для горных экскурсий.

II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Экспедицине виҫӗ талӑка палӑртнӑччӗ, ҫакӑнпа килӗштерсе вара, тусем ҫинчи чарусӑр ҫумӑрсем пуласса, кирлӗ чухлӗ апат-ҫимӗҫ илмеллине тата ыттине те малтанах шута илсе хумаллаччӗ.

Экспедиция была рассчитана на трое суток, а сообразно с этим должны были быть предусмотрены неистовые горные ливни, запас провизии и т. д.

I // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Билимбаих тӑвӗ Европӑра-и е вӑл тахҫанах Азинче-и, — ҫак ыйту тавра пыратчӗ калаҫу, ӑна вара тусем ҫинчи шыв юхӑмне тӗрӗслесе кӑна пӗлме пулатчӗ.

Вопрос шел о том, стоит ли гора Билимбаиха в Европе или она уже в Азии, что можно было определить только по течению горных речек.

I // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Тӳпере пӗлӗтсем шурӑ тусем пек купаланнӑ.

Вороха белоснежных облаков нагромоздились в небе, точно горы.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Ҫапла, Спартак, манӑн яланах санпа пурӑнас килет, савнӑ Спартакӑм, эпӗ санӑн арӑму пулӑп, санӑн кӑмӑлла Фракири тусем пирӗн пӗрне-пӗри юратса пурӑнмалли вырӑн пулса тӑрӗҫ, — терӗ Валерия, Спартака хӑйӗн чӗри ҫумне ыталаса.

— Да, я хочу жить всегда с тобой, всегда с тобой, благороднейший Спартак, я буду твоей женой, и горы твоей гостеприимной Фракии будут приютом нашей любви, — говорила Валерия, прижимая Спартака к сердцу.

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑйлӑ ҫил тинӗс хумне ҫапӑнать те хаяррӑн, — Пысӑк карап вӑркӑнать, хура пӗлӗтсем явӑнаҫҫӗ; Е ҫил вӗҫет хирпеле, юпа пек пулса ҫаврӑнать вӑл, — Йывӑҫ ӳкет шартлатса, ҫӳллӗ тусем кисренеҫҫӗ, Сӗм вӑрмансем чӗтренсе каш-кашлаҫҫӗ: ҫапла пӗр тапхӑр Тӑвӑл, урса алхасса, иртет шуххӑн, хӑрушшӑн.

Ветер морей неистово волны бичует, Рушит громады судов и небесные тучи разносит, Или же, мчась по полям, стремительным кружится вихрем, Мощные валит стволы, неприступные горные выси, Лес, низвергая, трясет порывисто: так несется Ветер, беснуясь, ревет и проносится с рокотом грозным.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех