Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тусем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тундрӑпа хӑш тӗлте тусем каҫса кайнине карта тӑрӑх сӑнаса пӑхӑр.

Проследите по карте, в каких местах тундру пересекают горы.

Тундрӑри ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тусем ҫинчен шывсем шарласа юхма тапратнӑ.

Зашумели потоки с гор.

Новая Земля ҫинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсене кайӑк тытмашкӑн вырӑн юрӑхлӑ пулнӑ: ку вырӑна тюлень кӗтӗвӗсем пите йышлӑ ише-ише килнӗ, тусем ҫинче песецсемпе пӑлансем ҫӳренӗ.

Место для промысла оказалось подходящим: сюда заплывали большие стада тюленей, в горах бродили песцы и дикие олени.

Новая Земля ҫинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кӑшт юр витнӗ хура чул тусем, вӗсен ҫурӑкӗсенче мӑк…

Черные каменные горы, приглушенные снегом, да мох в расщелинах…

Новая Земля ҫинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсенчен пӗрисем тӳпемсем ҫинчен, теприсем тусем ҫинчен пуҫланса юхаҫҫӗ.

Одни из них берут начало на возвышенностях, другие стекают с гор.

Чи паллӑ юханшывсемпе кӳлӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

ССР Союзӗн мӗнпур кӑнтӑртипе хӗвелтухӑҫри чикки тӑрӑх тенӗпе пӗрех тата ССР Союзӗн Европӑри пайӗпе Азири пайӗ хушшинчи чикӗ тарӑх та уйрӑмӑнах хӑмӑр йӑрӑмсем пур, вӗсем — тусем.

Вдоль почти всей южной и восточной границ СССР, а также на границе между Европейской и Азиатской частями СССР резко выделяются коричневые полосы — это горы.

ССР Союзӗн ҫӗр пичӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫырансенчен аякра, тусем ҫинче ҫеҫ юр выртать.

Только вдали от берегов на горах лежит снег.

Вӑтам тӑрӑхӑн ӑшӑ пайӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Темиҫе кунтан ҫул ҫинче тусем тӗл пулнӑ, вӗсем пӑрлӑ мӑн йӑрансем пек тӑсӑла-тӑсӑла кайнӑ.

Через несколько дней на пути стали горы, тянувшиеся огромными ледяными грядами.

Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Нумай ҫӗрте пушхирте ҫӑлсем алтаҫҫӗ, каналсем алтса, вӗсем тӑрӑх тусем ҫинчен юхакан шыва илсе пыраҫҫӗ.

Во многих местах в пустыне устраивают колодцы, прорывают каналы, по которым отводят воду из горных рек.

Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем хуласенче, ялсенче, хӑпарма хӗн тусем тӑрринче, Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанри утравсем ҫинче пур тата Ҫурҫӗр полюсӗнчи пӑр ҫинче те пулнӑ.

Они имеются в городах, селениях, на вершинах малодоступных гор, на островах Северного Ледовитого океана и даже была на льдине у Северного полюса.

Мӗнле ҫанталӑк пулассине малтанах пӗлтерни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Малтан вӗсем мамӑк куписем пек пулаҫҫӗ, унтан инҫетри сӑртсем пек, тусем пек пулса каяҫҫӗ.

Сначала они похожи на клочки ваты, потом на далекие холмы и горы.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

1. Чугунҫул тӑрӑх Мускавран пуҫласа Владивостока Японски тинӗс хӗррине ҫитиччен йӗрлесе тухӑр та каласа парӑр: вӑл ҫул мӗнле айлӑмсем, тӳпемсем, тусем тӑрӑх каять.

1. Проследите путь по железной дороге из Москвы до города Владивостока (на берегу Японского моря) и расскажите, по каким низменностям, возвышенностям и горам проходит эта дорога.

ССР Союзӗн ҫӗр ҫийӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Нумай ҫӗрте тӳремлӗх хӗррипе тусем чул хӳмесем пек ҫӳлелле катмарӑн хӑпарса тӑраҫҫӗ.

Во многих местах по окраинам равнины высокими стенами поднимаются каменные громады гор.

ССР Союзӗн ҫӗр ҫийӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тусем тинӗс шайӗнчен мӗн чухлӗ ҫӳллӗ вӗсен тӗсӗ ҫавӑн чухлӗ ҫутӑрах.

Чем выше горы поднимаются над уровнем моря, тем темнее их окраска.

Ҫӗршыв ҫийне карта ҫине епле ӳкереҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тусем ҫинчен юхса анакан шыв урлӑ ҫурран каҫас текене инкек кӗтсех тӑрать.

Беда тому, кто отважится переходить горную реку вброд.

Ту шывӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тусем ҫинчен вӗсем кӑпӑкланса шап-шур пулса, ӗрехӗнсе анаҫҫӗ.

Белые от пены, бешено несутся они с гор.

Ту шывӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тусем ҫинче ҫулсем сӗвек енсемпе пыраҫҫӗ, вӗсем кукӑр-макӑр; тусем хушшинчи ҫулсемпе йывӑр япаласем турттарма пит кансӗр.

Дороги в горах устраивают извилинами по пологим склонам; перевозка груза в горах требует больших усилий.

Ҫӗр ҫийӗпе тӗрлӗрен усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ялсем тусем хушшинче айлӑмра вырнаҫса лараҫҫӗ.

Селения располагаются в долине между горами.

Ҫӗр ҫийӗпе тӗрлӗрен усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫарансем тусем ҫинче ҫӳлте, вӑрмансем пӗтнӗ ҫӗрте пулаҫҫӗ.

Луга располагаются высоко в горах, где кончаются леса.

Ҫӗр ҫийӗпе тӗрлӗрен усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тусем ҫинче акмалли ҫӗрсем пысӑках мар участоксем йышӑнса выртаҫҫӗ, вӗсем тусем хушшинчи лапамсенче.

В горах пашни занимают небольшой участок в понижениях между горами.

Ҫӗр ҫийӗпе тӗрлӗрен усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех