Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тунсӑх сăмах пирĕн базăра пур.
тунсӑх (тĕпĕ: тунсӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн тесен ҫемьери тивӗҫсем сире халӗ тунсӑх пек туйӑнаҫҫӗ – йӑлтах манса канас килӗ.

потому, что в данный момент семейные обязанности вам кажутся невероятно скучными - хочется про все забыть и отдохнуть от различных хлопот.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чи кирли - хӑвӑра мӗнле пур, ҫапла йышӑнӑр: тӗслӗх пулма ҫав тери тунсӑх.

Главное, примите себя со всеми плюсами и минусами – быть идеальными невыносимо скучно.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пурнӑҫри чи йывӑр самантсенче, чуна тунсӑх пуснӑ вӑхӑтсенче сахал аса илнӗ-и хӑйӗн юлташне Ахтупай?

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗрере тунсӑх.

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗрере тунсӑх ӳснӗҫем ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӑва тухрӑм кӑна, мана хайхи тунсӑх пырса хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Уя тухса Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисене пӗччен кӑшкӑрса ҫӳреттӗм — ҫук, иртмест тунсӑх.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Хӗвел тухсан тунсӑх сирӗлет, тенӗ ваттисем…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кичем, тунсӑх, хӑрушӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпир кунта Тукай абзыпе Шигалее кӗтсе ларатпӑр, — чи тунсӑх вӑхӑтра хӑйсен ушкӑнне тепӗр ҫын хушӑннӑшӑн хӗпӗртесе калаҫрӗ Карамыш.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл кашни ир ҫӳрекен уҫланкӑ, ем-ешӗл курӑкпа та сап-сарӑ чечекпе ҫиҫсе тӑнӑ уҫланкӑ, йӑлтах ҫаралса юлнӑ; таврара пӗтӗмпе кичемлӗх, тунсӑх

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Питӗ кичем те тунсӑх иккен чӑваш юррисем, — пуҫне сулкалать бакшей Бозек хӑйӗн ҫине ӑшӑ тумтир ытларах купалама тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вунӑ уйӑх пӗр-пӗрне курманни тунсӑх кӳнӗ пулӗ чылаях ҫар ҫыннине.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тунсӑх пуснипе Михаил Николаевич Эльгеев ниҫта та тухса ҫӳремерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тунсӑх тата ытларах пуҫа ҫие пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сасартӑк Эльгеева тунсӑх пусрӗ: юрату вырӑнне чӗрере хура ҫункав выртнӑ пек туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тунсӑх пусать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тунсӑх!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Уҫӑп вилнӗ хыҫҫӑн тунсӑх пуҫа пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ан васка-ха, тунсӑх консервӗ! — кӑшкӑрчӗ Род кӗсменне хурса.

— Постой же, консерв из грусти! — закричал Род, кладя весло.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех