Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тунсӑх сăмах пирĕн базăра пур.
тунсӑх (тĕпĕ: тунсӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чунӑма йӑлт пушатрӑм — Тунсӑх ҫеҫ чӗрере.

Куҫарса пулӑш

Кӗпер // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 58 с.

Халь чылай вӑхӑт иртсен кӑна, хӗр гипноза лайӑх пӗлнине туятӑп, унпа чухне кӑмӑл та ҫӗкленет, унсӑрӑн чӗрере яланах тунсӑх

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Тунсӑх, пӗр сӑмахпа.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Тунсӑх пусать чӗрене.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Иртни ҫинчен калакан кӗнеке пурнӑҫ хуҫисем хӑйсем пулса тӑнӑ совет вулаканӗсемшӗн чуна кӑтӑклантармалли, тунсӑх килсен йӑпанмалли кӑсӑк истори мар, чӑннипех те тарӑн шухӑша яракан, чӗрене хумхантаракан, ӑс паракан кӗнеке пултӑр.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Али-Акрам Кӑкшамарта виҫӗ кун пурӑнсах тунсӑх мӗн иккенне туйса илме те ӗлкӗрнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл тунсӑх мӗнне пӗлет.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чунне тунсӑх пусасран тутарла юрӑ пуҫласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Телейлӗ мӑшӑрсене курсан, мана тунсӑх сырса илчӗ, Эп чӑтаймарӑм, Санюксен урамнелле утрӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Арӑм ҫук, — сывларӗ ассӑн, — Вилчӗ, тунсӑх пурӑнма.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Тепӗр чух ҫеҫ, чӗрене темӗнле тунсӑх пырса кӗрсен, вӑл вӑрман хӗррине, хурӑнлӑ ҫул ҫине тухса юрлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Тунсӑх апата, им-ҫам яшкине, Ухтиван ҫӑкӑрсӑрах ҫав тери юратса ҫиет.

Ухтиван с аппетитом съел горячий травяной суп.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Туйрӗ вӑл, чуна темле тунсӑх пусса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак санӑн ырӑ ятупа пӗр килтерсе каланӑ пӗтӗм чӑвашлӑхӑн темле тунсӑх сӑмахӗсене – пичетленнӗ ӗҫӳсене пӗрре кӑна мар алла илсен татах та асӑнӑпӑр-ха эпир те!

Куҫарса пулӑш

Пирӗн тӑван-ӗҫтеш тек курӑнас ҫук // Леонид Атлай. Whatsapp

Чуна ҫийӗнчех тунсӑх пусать, пырта, чӑмакка юлнӑ пек, тем пӑвӑнма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Киле таврӑнсассӑн чӑнласах та тунсӑх пусатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Харпӑр пурнӑҫра тунсӑх мар.

В личных взаимоотношениях вам тоже не будет скучно.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӗрхи тунсӑх пусӗ.

Осенняя хандра может накрыть вас.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрне – чи тунсӑх вӑхӑт.

Пожалуй, это самый скучный период.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Туссем сире тунсӑх шухӑшсенчен пӑрӑнма, кӑмӑла ҫӗклеме пулӑшӗҫ.

Друзья помогут вам отвлечься от печальных мыслей и получить незабываемые впечатления.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех